14 мая 2014 г.
Ĕнер, майăн 13-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов Муркаш районне килсе кайрĕç. Чи малтанах ĕçлĕ делегаци Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх уй-хирĕнче чарăнчĕ. Асăннă хуçалăх ертÿçи Виталий Семенов кунти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.
- Ку хирте эпир халĕ "владимирски" сортлă урпа акатпăр. Ака ĕçне пуçличчен çум курăкĕпе кĕрешетпĕр, агротехника мелĕпе усă куратпăр. Юлашки çулсенче çĕр пахалăхĕ те, тыр-пул тухăçĕ те ÿсни самай палăрать. Сĕт хакĕ пĕчĕк пулманран, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеме май килнĕрен ĕне йышне ÿстерме палăртатпăр. Хуçалăхра ĕçлес текенсем сахалтарах-ха, - терĕ Виталий Иосифович кунти ĕç-хĕл пирки.
Асăннă хуçалăх пĕр вăхăт самай уксахлама пуçланăччĕ, халĕ кунти ĕç-хĕл ырă енне улшăнни сисĕнет. Кирек епле ĕçе те вăхăтра тата çĕнĕ технологипе анлăрах усă курса пурнăçлама тăрăшаççĕ.
- Ĕçлекенсен условийĕсене лайăхлатма, çапла майпа хăвăр пата ытларах çынна илĕртме тăрăшмалла. Сирĕн ĕç кăтартăвĕ лайăхланни савăнтарать. Выльăх шутне ÿстермелле, унпа тĕллевлĕ ĕçлени чĕрĕ укçа тума май парать, çавăн пекех çĕнĕ технологипе усă курассине те яланах тĕпре тытмалла. Хуçалăх аталанăвĕ вара чи малтан ăна ертсе пыраканран килет. Майсем çителĕклĕ, тăрăшмалла, - терĕ Михаил Васильевич малалла ытларах та тимлеме хавхалантарса.
- Районти хуçалăхсем ака ĕçне вĕçлесе пыраççĕ. 11 пин те 189 гектар çинче ака ĕçĕ ирттерме палăртнă пулсан, паянхи кун 10 пин гектар ытла лаптăк çинче акнă. 482 гектар çинче çĕр улми лартма планланă, 62-шĕ çинче лартнă. Икĕ хуçалăхра горчица акнă. Куккурус тата суданка курăкĕ акас ĕçсем те малалла пыраççĕ, - районти ĕç-хĕлпе паллаштарать район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев.
Республика Пуçлăхĕ Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхри ĕç-хĕлпе те кăсăкланчĕ.
- Выльăх-чĕрлĕх усрани хуçалăх экономикине ÿстерме май парать. Паянхи кун 400 килограмм таякан вăкăрăн килограмм чĕрĕ виçишĕн 100 тенкĕ тÿлеççĕ. Çакă хăйхаклăха саплаштарать. Çавăн пекех патшалăх пулăшăвĕ те питĕ вырăнлă, - каласа парать асăннă хуçалăх ертÿçи Игорь Николаев.
Ĕçлĕ çул çÿрев Турай ял тăрăхнелле пулчĕ. Республика пĕлтерĕшлĕ Муркаш - Турай - Сăр автоçул çинче юсав ĕçĕ пыратчĕ. Çавна май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кунти ĕçпе кăсăкланчĕ. Ĕçсем епле пынипе "Чувашавтодор" организацийĕн генеральнăй директорăн çумĕ Виктор Разумов паллаштарчĕ.
- Материал çителĕклĕ. Пуçăннă ĕçе вăраха ямасăр пахалăхлă вĕçлеме шантаратпăр, - терĕ вăл.
Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра хĕрÿ ĕç тапхăрĕ пырать. Хирте 3 агрегат çĕр хатĕрлет. Хыççăнах тепĕр 3 агрегат акса пырать. Вĕсем хыççăн тепĕр агрегат çĕре çийĕнчех пусăрăнтарать. Ку хуçалăхра та çум курăкĕпе агротехника мелĕпе кĕрешеççĕ, çĕр пулăхне биологи майĕпе ÿстереççĕ. Акана хутшăнакан механизатор пĕр кунта икĕ пин тенкĕ çурă ĕçлесе илет, сеялка çинче тимлекенсем - икĕ пин тенкĕне яхăн. Хуçалăх ферминче хальхи вăхăтра икçĕр пуç ытла ĕне. Малашне вĕсен йышне 400 пуçа çитерме палăртнă. Паянхи кун пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 19,1 килогрампа танлашать.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев икĕ хуçалăхра та ĕçсене аван йĕркеленине палăртрĕ, малашне те ăнăçу сунчĕ.
Р. Илларионова.