06 мая 2014 г.
Çурхи вăрмана вĕçен кайăксен чĕвĕлтетĕвĕ-юрри тыткăна илчĕ. Çак килĕшÿллĕ оркестра çурхи çил варкăшĕнче хумханакан йывăçсемпе хĕвел патне кармашакан чечек-курăк тулли илем кÿреççĕ. Çак тапхăр, паллах, этеме те хăй патне йыхравлать: ыйхăран вăранакан çут çанталăк илемĕпе киленсе кан, вăй пух, ĕçе хатĕрлен. Çурхи ăшă та илемлĕ кунсенче çак чĕнÿрен айккинче юлакан çук.
Вăрман - çут çанталăкри таса сывлăш бассейнĕ. Пĕр гектар вăрман çулталăкра 50 - 70 тонна сывлăша фильтрласа тасатать. Вăл çын пурнăçĕ çине мĕнле витĕм кÿни пирки калама сăмах та çитмест. Вăрман илемĕ çынсенче ырă кăмăллăха аталантарать.
Пушă вăхăта çут çанталăк илемĕнче канса ирттерес текенсен вăрмана вараланăшăн саккунпа килĕшÿллĕн пысăк явап тытасси пирки манмалла мар.
Раççей Федерацийĕнче вăрмансене вут-кăвартан сыхланмалли правилăсене çирĕплетнĕ. Ăна тĕпе хурса вăрмансенче пушар хăрушлăх сезонĕ пуçланни пирки асра тытмалла. Хăрушсăрлăх йĕркине пăснăшăн административлă пысăк айăплав пурри пирки вăрмана канма тухакансен асрах тытасчĕ. Ахальлĕн пĕлсе тăнă çĕртех вăрмансенче пушарсем тухаççĕ, вĕсем ялсемпе хуласен «ÿпкисене» пысăк сиен кÿреççĕ. Çавăнпа та вăрманта пушартан сыхланмалли правилăсене пăснăшăн, канура вут-кăварпа асăрханусăр усă курса е юри тивертсе вăрмана сиен кÿнĕшĕн е тĕп тунăшăн, пушартан сыхланас йĕркесене пăснипе пушар сиксе тухнăшăн тата вăл пысăк лаптăка сарăлнăшăн граждансемпе яваплă çынсен пысăк ответ тытма тивет. Çапла ан пултăр тесен вăрмана канма тухакан кашни çыннăн пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнасчĕ, вăрманти тирпейлĕхпе илемлĕх ыйтăвне иккĕмĕш вырăна хăварас марччĕ. Кунпа пĕрлех вăрмансем çывăхĕнчи типĕ курăка вут тивертесси пирки те малтан çиччĕ виçсе пăхасчĕ.
Халĕ каланисене шута хурса вăрмана канма тухакансем хăйсем хыççăн кану вырăнĕсене тирпейлесе хăварасса, вĕсем хыççăн çав вырăна канма пыракансен тепĕр ушкăнĕн пит хĕретмелле пулмасса шанас килет.
А. КАСЬЯНОВ,
Ильинка лесничествин лесничийĕ.