Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт усăллă иртĕ

06 мая 2014 г.

 

Çуллахи вăхăтра ачасене хула тулашĕнчи лагерьсенче канса сывлăхне çирĕплетме путевка туянас текенсенчен заявкăсем йышăнма пуçларĕç.

Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ             А. Димитриева пĕлтернĕ тăрăх пирĕн района пурĕ 99 путевка уйăрса панă. Ашшĕ-амăшĕсем "Белые камни", "Звездный", "Золотой колос", "Ильинский", "Салют", "Солнышко", "Утес", тата "Чайка" лагерьсене суйласа илнĕ.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче лагерьсенче 4 смена йĕркелеççĕ. Пĕрремĕш сменăра пирĕн районти 26 ача, иккĕмĕшĕнче 24 ача, виççĕмĕшĕнче 24 ача, тăваттăмĕшĕнче 25 ача канĕ.

 "Пирĕн районта ачасен сывлăхне çирĕплетме тата вĕсен канăвне йĕркелеме кăçал пурĕ 5 миллион та 729 пин те 200 тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 4 миллион та 049 пин те 400 тенкĕ - шкулсем çумĕнчи лагерьсен ĕçне йĕркелеме, хула тулашĕнчи лагерьсене сывлăха çирĕплетме тата канма кайма - 1 миллион та 679 пин те 800 тенкĕ", - пĕлтерчĕ Алина Фадеевна.

Çуллахи вăхăтра шкулсем çумĕнче сывлăха çирĕплетмелли тата профиль лагерĕсем ĕçлĕç.  Сывлăха çирĕплетмелли тата ĕçпе кану лагерĕсенче пĕр смена 21 куна тăсăлать, профиль лагерĕсенче - 10 куна.

Пĕлтĕрхи пекех палатка лагерьне йĕркелессине те пăхса хунă. Ăна çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисемпе тата ОБЖ предмечĕн вĕрентÿ программипе килĕшÿллĕн  10-мĕш класра вĕренекен çамрăксен 5 кунлăх сборĕпе çыхăнтараççĕ.

Малтанласа палăртнă тăрăх шкулсем çумĕнчи лагерьсене çуллахи вăхăтра 2121 ача çÿрĕ,  вăл шутран 1087 ачана (ытларах пуçламăш классенче вĕренекенсем) сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем йышăнĕç, 1034 ачана - профиль лагерĕсем.

2014 çулта ачасен канăвне йĕркелессипе, сывлăхне çирĕплетессипе тата ĕçпе тивĕçтерес кампанийĕн ведомствăсем хушшинчи комиссин ĕç планне çак кунсенче иртнĕ комисси ларăвĕнче çирĕплетрĕç. Шкулсенче вара лагерьсен ĕç-хĕлне йĕркелеме программăсем çырса хатĕрлеме пуçланă.

 

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика