Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Талăкра 120 гектар акрĕç

06 мая 2014 г.

 

Районта çурхи ака-суха ĕçĕ анлă сарăлнă вăхăт. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне çĕр ĕçченĕ кĕрхи культурăсене апатлантарас тата нумай çул ÿсекен курăксен пуссисенче нÿрĕк тытса хăварас ĕçсене пĕтĕмĕшле вĕçлерĕ. Çавна май паян пĕтĕм ĕç вăйĕ - çуртрисем акас ĕçре. Ĕнерхи куна районĕпе çак ĕçе 3465 гектар (31 процент) пурнăçлама ĕлкĕрнĕ.

"Свобода" хуçалăхра кăçал çур аки кал-кал пынине пытарма çук. Эпĕ Кашмаш варĕнчи хире çитнĕ чух кунта икшер сеялкăллă 3 агрегат сĕлĕ акатчĕ. Уй хĕрринче вăрлăхпа тата минераллă удобренипе тухнă В. Степановпа В. Никитин тата С. Данилов водительсен автомашинисем ларатчĕç. Уй-хир бригадирĕпе К. Яриковпа хуçалăхăн тĕп агрономĕ А. Блинов та кунтах пулни хуçалăх акара пĕр çемьери пек вăй хунине çирĕплетрĕ.

- Çур аки çулталăк тăрантартăр тесе тимленĕ хушăра çĕр ĕç аксакалĕн К. Тимирязевăн сăмахне асран ямастпăр. "Çĕр ĕç культури пулмасан илемлĕ картинăсем те, статуйăсемпе кĕнекесем те обществăна культурăсăрлăхран хÿтĕлеймĕç. Пĕр пучах пулнă çĕрте икĕ пучах ÿсмелле", - тенĕ Климент Аркадьевич. Паллă ăсчах каларăшне халĕ пирĕн хуçалăхра çур акине хутшăнакан кашни механизаторпа акаçă, водительпе сухаçă асра тытса ĕçлет. Кашниех хăйĕн тăрăшулăхне уй-хир ĕçĕсен планĕпе килĕшÿллĕн пурнăçласа пырать, - терĕ хуçалăх агрономĕ ĕçлекен тракторсем çине кăмăллăн пăхса.

Çур акире хуçалăхăн пурĕ 1100 гектара яхăн тĕрлĕ культура акмалла. Эпĕ çитнĕ куна кунта 615 гектар çĕре «шуратнăччĕ» те ĕнтĕ.

- Пурте пĕр çыхăра пулнипех ĕнер (çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче) 120 гектар акма пултартăмăр. Кунашкал хăвăртлăхпа çур аки кĕçех вĕçленет, - юлташĕсем çине пăхса калаçрĕ Андрей Алжиров акаçă. Унăн ĕçтешĕсем Г. Степанова, Г. Кирпичникова, С. Федоров, И. Павлинов, К. Яриков та çурхи кун яваплăхне туйса хире тухаççĕ.

Е. Якимов, Г. Алжиров, М. Димитриев механизаторсем кĕске калаçу хыççăн ака агрегачĕсене туслăн малалла уттарса кайрĕç.

Хуçалăхра тулли хăватпа ĕçлеме условисем çитеççĕ. Çурхи кун çулталăклăх пулнине шута илсе хăвăртрах акса пĕтермелле çеç. Çак тĕллев паян - хуçалăхри кашни ĕçчен умĕнче. Çÿлте тăракан хĕвел вара çурхи кашни сехетпе туллин усă курма ыйтать. Кашмашсем çакна ăнланаççĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика