Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнчипе паллă спортсменсем пĕрремĕш утăмсене кунта тунă

23 января 2013 г.

– Александр Александрович, спорт шкулĕн историйĕпе кăшт паллаштарсамăр.

– Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен В. Егорова ячĕллĕ Муркашри спорт шкулĕ хăйĕн истори страницисене 1973 çултанпа çырма тытăннă. Ун чухнехи «Урожай» спорт пĕрлешĕвĕн тĕп канашĕн январĕн 2-мĕшĕнчи 25 номерлĕ йышăнăвĕпе çак шкула туса хума çирĕплетнĕ. Çапла вара малтанах чылай вăхăт хушши пирĕн спорт шкулĕ «Урожай» спорт пĕрлешĕвĕн районти канашĕ çумĕнчи шкул шутланнă. Вăхăт иртнĕçемĕн, 1993 çулта, шкула республикăри Физкультурăпа спорт патшалăх комитечĕн балансĕ çине куçарнă. Паян эпир – Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министерствин аллинче.

– В. Егорова ятне шкул хăçан тивĕçрĕ-ха?

– Олимп чемпионки Валентина Егорова ячĕпе спорт шкулĕ 1996 çултанпа хисепленсе тăма пуçларĕ. Хыççăн тĕрлĕ вăхăтра шкулăн ячĕ те хăйĕн пĕлтерĕшне палăртса улшăнкаларĕ, анчах та В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕ тени – яланлăхах.

– Сирĕн спорт шкулĕнчен чылай паллă спортсмен тухнă. Нумайăшĕ паян та пысăк спортра. Çак пĕлтерĕшлĕ кăтартăва çулсеренех тытса пыма мĕнле тĕллевсене тĕпе хурса ĕçлесе пыратăр;

– Тĕллевĕсем пирĕн, паллах, спортпа çыхăннă. Эпир пысăк ăсталăхлă спортсменсене хатĕрлессипе, спортăн тĕрлĕ енĕпе республикăн пĕрлештернĕ командисене çĕнĕ ятсем кĕртессипе тăрăшатпăр. Çавăнпа та хамăрăн спорт шкулне те çирĕп кăмăллă, тĕллевлĕ ачасене илме тăрăшатпăр. Районти шкулсене массăллă спорта явăçтарассипе, районти, республикăри массăллă спорт ăмăртăвĕсене йĕркелессипе те тимлетпĕр. Шкулăн администраци ĕçченĕсем те, тренерсем те тăтăшах хăйсен квалификацине ÿстереççĕ, кунсăр малалла кайма çук. Икĕ тренер аслă категориллĕ, пиллĕкĕшĕ – пĕрремĕш категориллĕ, пĕри – иккĕмĕш категориллĕ ĕçченсем. Тренерсемпе преподавательсем хушшинче ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕсем, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ спорт отличникĕ те пур.

– Тренерсем пирки сăмах пуçарнăран. Питĕ пултаруллă тренерсем ĕçлеççĕ спорт шкулĕнче. Сирĕн воспитанниксем пысăк спортра пулни çапла çирĕппĕнех, пĕр иккĕленÿсĕр калама май парать.

– Ачасемпе тата çамрăксемпе пултаруллă, ĕçе чунпа парăннă, пысăк опытлă тата ăсталăхлă тренерсем ĕçлеççĕ. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕсем Вячеслав Киселев тата Аверкий Васильев çăмăл атлетика енĕпе ĕçлеççĕ. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Иван Воробьев велоспорт-маунтинбайк енĕпе тимлет. Владимир Кузьмин, Игорь Смирнов, Николай Скворцов тренер-преподавательсем ачасене йĕлтĕр спортне çул уçма пулăшаççĕ. Родион Григорьевпа Сергей Васильев тренер-преподавательсем çăмăл атлетикăна суйласа илнисемпе ĕçлеççĕ. Кашни тренер хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвать, кунсăр пысăк результатсем пулмĕччĕç.

Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлассинче спорт шкулĕн инструктор-методисчĕн Михаил Сидоровăн, директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе тимлекен çумĕн Александр Петровăн тÿпи те палăрăмлă. Паллах, ĕçе йĕркелессинче Ольга Сидюшкина тĕп бухгалтерăн ĕçĕ те пĕлтерĕшлĕ.

– Тĕллевсене пурнăçлассинче пурлăх бази те хăйĕн вырăнне йышăнать. Александр Александрович, ку тĕлĕшпе мĕн калама пултаратăр?

– Паллах, спорт аталанăвĕнче пурлăх бази те пысăк вырăн йышăнать. Çакна валли пирĕн комплекслă спорт площадки те, йĕлтĕр бази те пур. Ачасене ăмăртăва илсе çÿреме – микроавтобус, йĕлтĕр çулне йĕркере тытса тăма – снегоход.

– Çапах та спорт шкулĕн ячĕ-сумĕ, пĕлтерĕшĕ вăл çул уçса панă спортсменсенче ытларах тени йăнăш пулмасть пулĕ.

– Пирĕн патра пĕрремĕш утăм туса малашне те хăйсен пурнăçне спортпа çыхăнтарнисем чылай. Хальхи вăхăтра та нумайăшĕ спортра. Хăвăрт утассипе тĕнче класлă Раççей спорт маçтăрĕ, 20 çухрăм хăвăрт утассипе тĕнче рекордсменки тата ытти ăмăртусен çĕнтерÿçипе призерĕ Вера Соколова, биатлон енĕпе Раççей тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕ, Европа тата тĕнче чемпионĕ Татьяна Моисеева, хăвăрт утассипе тĕнче класлă Раççей спорт маçтăрĕ Петр Трофимов, хăвăрт утассипе тĕнче класлă Раççей спорт маçтăрĕ, Пĕтĕм тĕнчери универсиада призерĕ Нина Охотникова, хăвăрт утассипе тĕнче класлă Раççей спорт маçтăрĕ Александр Яргунькин – паян тĕнчипе паллă. Раççей спорт маçтăрĕсем Василий Трофимов, Сергей Васильев, Павел Охотников, Елена Елизарова, Ирина Портнова, Надежда Антонова, Раççей спорт маçтăрĕн кандидачĕсем Людмила Филиппова, Вера Васильева, Петр Семенов, Марина Семенова спортăн тĕрлĕ енĕпе палăрса тăраççĕ. Вĕсем хушшинче хăвăрт утакансем те, йĕлтĕрçĕсем те, велоспорта суйласа илнисем те пур.

Пĕтĕмĕшле вара паянхи кун тĕлне пирĕн 11 воспитанник – Раççейĕн пĕрлештернĕ командисенче.

– Çакă спорт шкулĕ ума лартнă тĕллевсене пурнăçланине çирĕплетет те.

– Тăрăшатпăр. Хальхи вăхăтра акă спорт шкулĕн 20 вĕренÿ уйрăмĕнче 350 воспитанник хăйĕн ăсталăхне туптать. Çулсеренех пирĕн воспитанниксем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çĕнтереççĕ, малти вырăнсене тухаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕн иккĕмĕш çур çулĕнче кăна республикăри 63, регионсем хушшинчи 4, Пĕтĕм Раççейри 26 тата тĕнче шайĕнчи 1 ăмăртура пирĕн воспитанниксем çĕнтерÿçĕсен пьедесталĕн картлашкисем çине хăпарма пултарчĕç. Малтанхи çул пĕтĕмлетĕвĕпе массăллă разряд спортсменĕсене 170, 1 разрядлă спортсменсене 16, кунсăр пуçне тата спорт маçтăрĕн 2 кандидатне, 2 спорт маçтăрне хатĕрленĕ. Çапла малаллах ăнтăлатпăр.

– Спортпа туслисем пурнăçра та яланах çирĕп тĕллевлĕ, ĕçре те тăрăшуллисен йышĕнче. Хăй вăхăтĕнче сирĕн спорт шкулĕнче спортпа туслашнисем паян ответлă должноçсем йышăнни те кăмăла хăпартать пулĕ?

– Ку тĕрĕсех. Пирĕн шкулăн воспитанникĕ, СССР спорт маçтăрĕ Надежда Юркина та, Любовь Плечова та хăй вăхăтĕнче СССР тата Раççей ăмăртăвĕсен призерĕсем пулма тивĕçнĕ, СССР-ăн çамрăксен пĕр-лештернĕ командинче пулнă. Паян акă Л. Плечова Федераллă миграци службин районти территори пункчĕн пуçлăхĕнче тăрăшать. Йĕлтĕр спортĕнче ăсталăха туптанă Эдуард Волков федераллă судьяра вăй хурать, Алексей Воробьев Муркашри сĕт заводне ертсе пырать. Ачасемпе çамрăксен районти спорт шкулĕ – «Сывлăх» ФСК директорĕ Александр Куликов та пирĕн шкулăн воспитанникĕ пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕпе муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçи В. Ананьев та, республикăри Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав пайĕн аслă оперуполномоченнăйĕ, полици подполковникĕ В. Васильев та пирĕн спорт шкулĕнче хăйсен вăй-халне те, кăмăл çирĕплĕхне те туптанă. Çапла вара паянхи çамрăк спортсменсен тĕслĕх илмелли çынсем хамăр районта та çителĕклĕ. Спорта юратмалла, унпа туслашмалла кăна.

– Тавах интереслĕ калаçушăн.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика