23 января 2013 г.
«Пуçтарнă çĕрте мар, çÿпĕлемен вырăнта таса», – теççĕ халăхра. Ял тăрăхĕсен территорийĕсем тирпейлĕ тата хăтлă пуласси çынсен культура шайĕнчен те нумай килет çав. Ялсенче пурăнакансем ăпăр-тапăр унта та кунта пăрахнипе акса-лартма юрăхлă çĕрсемех шар кураççĕ вĕт. Çакнашкал çитменлĕхсемпе Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем юлашки çулсенче уйрăмах вирлĕн кĕрешеççĕ. Усси пур, çапах та ĕçлемелли те тем чухлех.
Тĕрĕссипе, саккунсем тăрăх, çÿп-çапа ятарлă вырăна кайса тăкассине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен йĕркелесе тăмалла. Сăмах май, Чăваш Республикинче ăпăр-тапăр пăрахмалли санкциленĕ 34 вырăн шутланать. Вĕсене хула-район администрацийĕсем тата ытти тивĕçлĕ органсем пăхса тăраççĕ. Анчах йăлари хытă каяша ятарлă вырăна çитерес ĕçе пур çĕрте те лайăх йĕркеленĕ теме васкар мар. Пур, паллах, аван йĕркеленисем те е лару-тăрăва лайăхлатма тăрăшакансем.
Патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Нина Воронова каласа панă тăрăх Елчĕк районĕнче çак тĕлĕшпе япăх мар ĕçлеççĕ. Лайăх енчен урăх тăрăха палăртма та иккĕленмелле. Пур çĕрте те тенĕ пек инспекторсене хивре калаçу пуçарма сăлтав тупăнать. Пурте асăрхаттарнине тимлесен тем пекехчĕ те çав. Çук вĕт, управлени ĕçченĕсем пĕр тĕлех темиçе те çула тухаççĕ. Патăрьел районĕнчи Турхан ял тăрăхне инспекторсем пĕр çухалса çÿремесĕр çитме пултараççĕ-тĕр. Ара, çулталăк тăршшĕпе миçе хутчен кайса килме тивмен-ха та. 2012 çул пуçламăшĕнчех управлени ĕçченĕсем Турхан ялĕнчен инçех мар ăпăр-тапăр купине асăрханă. 0,53 гектар çинче мĕн кăна куç тĕлне пулман пуль. Тĕрĕссипе ку тавралăх 2013 çулта улшăнасса инспекторсем иккĕленеççĕ те. Ара, санкциленмен çÿп-çап купине пуçтарма хушса икĕ хут предписани парсан та «лав вырăнтан та хускалман». Пĕрремĕш хутĕнче ял тăрăхĕн администрацине лаптăка тасатма çу уйăхĕн 25-мĕшĕччен вăхăт панă. Шел, вăй çитереймен асăрхаттарăва пурнăçлама. Çакăншăн Патăрьел район миравай судйи юридици вăйĕнчи çынна 10 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Ял хуçалăх пĕлте-рĕшлĕ çĕре пуçтарса тирпейлеме 5 уйăх уйăрнă. Шел те, ку хутĕнче те инспекторсене тимлемен унта. Каллех административлă йĕркепе айăплама тивнĕ.
Шупашкар районĕнчи Янăш ял тăрăхĕн пуçлăхне те йышăнăва вăхăтра пурнăçламаншăн административлă явап тыттармалла пулса тухнă: ăна та ăпăр-тапăр купинчен хăтăлманшăн.
Пĕтĕмпе 2012 çулта асăннă пай специалисчĕсем ял тăрăхĕсем тĕлĕшĕпе 72 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Элĕк районĕнче вара пĕр хуçалăха тĕрĕслеме кайнă та типтерсĕрлĕх купи тĕлне пулнă, инспекторсем кăна çапла хăварма пултарайман, паллах, – тĕпчев ирттернĕ. Мĕн тетĕр, ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне явап тыттарма тивнĕ.
Кунашкал йĕркесĕрлĕхсем район прокурорĕсене те вĕчĕрхентереççĕ. Вĕсем управлени специалисчĕсене час-часах пĕрлехи тĕрĕслевсене чĕнеççĕ. Çавна май пĕлтĕр 5 ял тăрăхĕн администрацине, должноçри 34 çынна яваплăх пирки аса илтернĕ. Сăмахран, Канаш районĕнче – 7, Вăрмар районĕнче – 5, Вăрнар районĕнче – 4 пуçлăха.
Палăртмалла, пĕлтĕр 116,1 пин гектара пăхса çаврăннă май саккунсене пăснă 29 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă.
Инспекторсен асăрхаттарăвĕсене пачах шута илмеççĕ теме çук. Пĕлтĕр, калăпăр, çÿп-çап тăкнă 27 вырăна тасатнă. Çапах саккунлă предписанисене уяманни те тĕл пулать çав. Управлени кун пек чух административлă ĕçсене суд органĕсене çитерет. Икĕ тĕслĕхĕ пирки маларах çыртăмăр, Çĕрпÿ районĕнче те кунашкал йĕркесĕрлĕхпе кĕрешме тивет. Кунта Вăрманкас Чурачăк ял тăрăхĕнче пулăхлă çĕре сая яраççĕ.
Пĕтĕмлетсе çакна каласа хăварас килет. Чăннипе çÿп-çап куписем асăннинчен темиçе хут та нумайрах. Инспекторсем пур çĕре те çитеймен – çавă çеç. Анчах кăçала палăртнă тĕрĕслевсен шучĕ те пĕчĕк мар. Эппин, паян-ыран сирĕн тăрăхалла та çитĕç. Çÿп-çапшăнах пите хĕретес марччĕ те çав... «Çынра йăлтах – чун та, сăн та – илемлĕ пулмалла», – теççĕ халăхра. Хитре те илемлĕ çуртсемлĕ ялсем тавра вара ыраш-тулăллă уйсем кашлаччăр.
Н. ВАСИЛЬЕВА,
Раççейри ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн
специалисчĕ.