23 января 2013 г.
Муркашри ветерансен хорĕ – куракансемшĕн чи кăмăлланисенчен пĕри. Юрă-кĕвĕ ăстисене кашни ял тăрăхĕнче пĕлеççĕ тата кĕтеççĕ. Çулсеренех хисеплĕ ветерансем хăйсен пултарулăхне ÿстерсе, репертуара анлăлатса пыраççĕ, çапла майпа куракан кăмăлне туллин тивĕçтереççĕ. Çĕнĕ çула вара вĕсем сумлă ятпа тата хавхаланупа кĕчĕç. Халĕ хор куракан умне «халăх коллективĕ» ятпа тухать. Пысăк хисепе тивĕçни – кашни ветеран тăрăшулăхĕ тата пултарулăхĕ.
Репертуарти кашни юрă – халăх кăмăллани, чуна тивекенни тата чылайччен асра юлаканни. Пĕрре кăна курнипе çырлахас килмест вĕсене. Юрă-кĕвĕ ăстисем сцена çине çĕнĕрен те çĕнĕ программăпа тухаççĕ.Туслă коллектив хисеплĕ, чыслă-сумлă çынсене пĕрлештерет.
Пултарулăхне кура вĕсене тăтăшах район тата ун тулашĕнчи конкурссене, фестивальсене йыхравлаççĕ. Çакăн пек çул çÿревре ыттисен ăсталăхĕпе те паллашма май пур. Хор коллективĕ тивĕçнĕ дипломсен, Хисеп хучĕсен пуххи вара çулсеренех хушăнса пырать. Акă коллектив ветерансен пултарулăхĕн республикăри фестивалĕнчен лауреат пулса таврăнчĕ. Иртнĕ çул вара юрăпа ташă ансамблĕсен республикăри фестиваль конкурсĕнче лауреат ятне тивĕçрĕ. Пултаруллă коллектив 2009 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче йĕркеленчĕ. Ун чухне вĕсен пĕрремĕш репетици пулчĕ. Çав тапхăртанпа тăтăшах куракан умĕнче хисеплĕ ветерансем.
Ăçтан пуçланнă-ха ку ырă пуçарăва вăя кĕртесси; Районти ветерансен канашĕн ертÿçи М. Виноградова ăна йĕркелес пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ. 2008 çул вĕçĕнче ырă сăлтавпа пенсионерсене пĕрле пухнă. Ун пек чухне сăмах çăмхи тĕрлĕ енлĕ чупать, таçта та çитет. Çапла вара шухăш ветерансен хорне йĕркелесси тавра пулнă. Тепĕр тапхăртан Культура çуртне пухăннă май хор йĕркелес калаçу каллех çиеле тухнă. Ырă пуçарăва пурпĕрех вĕçне çитереççĕ хисеплĕ ветерансем, хор йĕркелеççĕ. Ăна Ю. Жуков ертсе пырать. Вăл тăрăшнипе вăтăр икĕ çын пире тĕрлĕ юрă-кĕвĕ парнелет. Туслă коллектив тĕрлĕ ялта пурăнакана пĕрлештерет.
– Пĕр çемьери пекех килĕштеретпĕр эпир. Хăш чухне килеймесен чунра та лăпкă мар. Муркашран аякра пурăннă май районти кашни хыпара пĕлес килет. Пĕр вăхăтра ĕçленĕ çынсемпе чуна уçса калаçма та пулать, – пĕлтерет хăй шухăш-кăмăлне Муркашри Ачасен пултарулăх çуртне вунă çул ытла ертсе пынă Р. Колесникова.
– Эпĕ коллектива ертсе пынă май кашни ветеран тăрăшулăхне туятăп, пултарулăхне куратăп, – паллаштарать коллектив ертÿçи Юрий Жуков.
Р. Илларионова.