Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн яшсем ята ямĕç

23 января 2013 г.

Çул çитнĕ яш-кĕрĕме çар службине илмелли черетлĕ призыв кампанийĕ вĕçленчĕ. Район хаçачĕн сотрудникĕ В. ШАПОШНИКОВ çак кунсенче Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Муркашпа Элĕк районĕсенчи пайĕн пуçлăхĕпе Александр КОЧУРОВПА тĕл пулнă, хаçат вулакансене интереслентерекен хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă:

– Александр Алексеевич, 2012 çулхи призыв кампанийĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май мĕн калама пултаратăр;

– Тÿрех çавна каласа хăварасшăн. Призыв итогĕсем уйрăм оптимизм туйăмĕ çуратаççĕ. Яшсене çара ăсатассипе Чăваш Республикин çар комиссариачĕ палăртнă задание 110 процент пурнăçлама пултартăмăр. Çар чаçĕсене лайăх хатĕрленĕ, сывлăхлă, пултаруллă яш-кĕрĕме ăсатнă. Çара кайма юрăхлă пулнисенчен 23 проценчĕ аслă пĕлÿ илнĕ, 51 проценчĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿллĕ, призывниксенчен 35 проценчĕ РОСТО (ДОСААФ) автошкулĕсенче вĕренсе водитель специальноçĕн «С», «Д», «Е» категорийĕсене илнĕ.

– Пирĕн призывниксен сывлăхĕ тивĕçтерет-и; Вăрттăнлăх мар, çара каякансен сывлăхĕ хавшакки пирки калаçнине халĕ тăтăшах илтме пулать.

– Районĕпе çар службине юрăхлисен шайĕ 66,5 процентпа танлашать. Ку вăл республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах. Апла пулин те тухтăрсен те, призывниксен хăйсен те ку тĕлĕшпе малашлăхра ĕçлемелли çук мар. Эпĕ сиенлĕ йăласенчен, чи малтанах пирус туртнинчен хăпасси пирки калатăп. Халĕ вара призывниксен шутне кĕрекен çамрăксенчен чылайăшĕ пирус туртать, туртасса та сахал мар туртать. Уйрăм чирсем енĕпе илес пулсан вара шăмăпа мышцăсен, шалти органсен, чĕрепе сосудсен патологийĕн чирĕсене палăртмалла, нервпа психика чирĕсемпе аптăракансем те пур.

Çара каякансен сывлăхĕ пирки çавна каламалла. Çар служби чирлисем, вăй-хал тĕлĕшпе хавшак çынсем валли мар. Кунта ытларах чухне пысăк нагрузкăсене чăтма тивет. Вĕсене пурте пĕр пек тÿссе ирттереймест.

– Районта ирттернĕ призывниксен кунĕнче эсир, Александр Алексеевич, пирĕн призыниксен сывлăхĕ пирки лайăхах асăнмарăр. Сăлтавĕ пур-им;

– Пур, сахал та мар. Çакна çар чаçĕсен представителĕсем пирĕн призывниксене тĕрĕсленин итогĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Çамрăксенчен хăшĕсем турник çинче алă вăйĕпе 3 хутран ытла туртăнма пултараймаççĕ, 1 километр кросс чупаймаççĕ, ытти йывăртарах нагрузкăсем пирки асăнма та кирлĕ мар. Районта вара физкультурăпа спорта аталантарма питĕ лайăх условисем туса панă: спорт сооруженийĕсем пур, тренажер залĕсем, бассейн. Кашнин хăйĕн ÿт-пĕвне çирĕплетме кăмăлпа туртăм пултăр кăна. Çавсем кирлĕ те ĕнтĕ пирĕн яшсене.

Хăш чухне кулăшла та пулса тухать. Призывниксем пыраççĕ. Службăна сывлăш десант çарĕсенче, тинĕс пехотинче, ятарлă çарсенче ирттересшĕн иккен. Ыйтатăп: «Урайĕнчен алă вăйĕпе миçе хутчен тĕртĕнме пултаратăн, турник çинче миçе хут туртăнайратăн, 1 – 3 километра мĕн вăхăтра чупса тухайратăн;» Кăтартусем вара – нуль. Çарта хальхи вăхăтра хатĕр мар призывниксемпе аппаланса вăхăт ирттерме май çук, уйрăмах элитăллă çар чаçĕсенче. Пĕчĕкренех спортпа туслă пулни кирлĕ. Спорт валли вара вăхăт яланах тупма пулать.

– Иртнĕ çулхи призыв «географийĕ» пирки мĕн калама пултаратăр; Мĕнле çар чаçĕсенче ирттерĕç пирĕн ентешсем хăйсен службине;

– Раççей анлă, пур çĕрте те служба тивĕçне пурнăçлакансем пур. Ку вăл – Инçет Хĕвел тухăçпа Байкал крайĕ, Краснодарпа Ставрополь крайĕсем, Мускав регионĕ, Чул хула облаçĕ, Свердловскпа Челябинск облаçĕсем. Ытти вырăнсенче те службăра тăракансем пур. Çар специальноçĕсем енĕпе илес пулсан та расналăх пысăк: мотострелоксем, танкистсем, водительсем, связистсем т. ыт. те.

– Çар службине каяссинчен пăрăнакансем енĕпе районта лару-тăру мĕнлерех-ха;

– Кун пеккисем çук мар, çапах та призывниксен пĕтĕмĕшле йышĕнче вĕсем нумай тесе каламастăп. Ытларах чухне кусем вĕсем аслăрах çулхи яшсем, судпа айăпланнисем. Опыт çавна кăтартса парать: çара каяссинчен пăрăнса çÿрекенсенчен 95 процентне яхăн чирлисем, вĕсене призывран хăтарма тивĕçлĕ. Анчах та вĕсем призыв комиссине пыма тăхтаса тăраççĕ. Кун пеккисем тĕлĕшпе право сыхлавĕн органĕсемпе пĕрле ĕçлесе пыма тивет.

– Йăлана кĕнĕ тăрăх призывниксене, пулас çар çыннисене мĕн чĕнсе калас кăмăл пур;

– Халăхăн питĕ лайăх каларăшсем пур. Вĕсем ĕмĕрсем тăршшĕпех халăх хăйĕн Тăван çĕр-шывĕн хÿтĕлевçисене мĕнле хакланине уççăн кăтартса параççĕ. Акă вĕсенчен пĕри: «Çĕр çынна çăкăр çитерме, шыв ĕçтерме пултарать, анчах та хăйне хăй хÿтĕлеймест. Ку вăл унăн çăкăрне çиекенсен тата унăн шывне ĕçекенсен çветуй тивĕçĕ». Кунта хушса нимĕн те калаймăн. Тĕнчере пулса иртекен событисем вара çавна çирĕплетсе параççĕ: пирĕн çăкăрпа пирĕн шыва хапсăнакансем сахал мар-ха. Сăмахпа кăна ăнлантарни кунта çителĕксĕр. Тĕнчере вăй яланах хисепре пулнă, халĕ те ку çаплах. Муркаш районĕ призыв ирттерессипе Чăваш Республикинче яланах малтисен ретĕнче шутланнă. Пирĕн ентешсем хăйсен çар тивĕçне Тăван çĕр-шыв чиккисенче, тинĕсĕсенче яланах чыслăн пурнăçланă, района та, Чăваш Республикине те намăс кăтартман. Малашне те ку çаплах пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика