23 января 2013 г.
Хальхи вăхăтра Муркаш районĕнче 56 культурăпа кану учрежденийĕ тата 30 библиотека. Вĕсемпе вырнаçуллă усă курассипе социаллă нормативсем пăхса хунă. Нормативсене РФ Правительствин 1996 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнчи 1063-р " хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Çак нормативсенче ку е вăл ял тăрăхĕн территорийĕнче миçе çын пурăннине кура культура учрежденийĕсенче çынсем валли лармалли миçе вырăн пулмалли виçене палăртнă.
Сĕннĕ çак нормативсене кура пирĕн районта культурăпа кану учрежденийĕсенче лармалли 4012 вырăн пулмалла. 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара ку кăтарту 10705 вырăнпа танлашать. Ку вăл нормативпа пăхнин – 270,5 проценчĕ чухлĕ.
Район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Елена ЧЕРНОВА:
– Нормативсене кура 2013 – 2014 çулсенче районти культура учрежденийĕсене оптимизацилеме пăхнă. Çавна туса ирттернĕ чухне муниципаллă культурăпа кану учрежденийĕсен тата библиотекăсен модель стандарчĕсене шута илеççĕ. Ăна район администрацийĕн 2009 çулхи январĕн 12-мĕшĕнчи 12 " йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.
Модель стандартне кура культурăпа кану учрежденийĕсен тата вĕсен структура подразделенийĕсен ятарлă çуртсемпе пÿлĕмсенче вырнаçмалла, ял çыннисен вĕсемпе ирĕклĕ усă курма май пулмалла, телефон çыхăнăвĕ кирлĕ. Хăйсен лаптăкне тата мĕнле шайра пулнине кура санитарипе гигиена нормисене, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене, ĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле. Кунпа пĕрлех тивĕçтерекен услугăсем çине япăх витĕм кÿрекен пулăмсем (сывлăш температури ытлашши пысăк е пĕчĕк пулни, сывлăшри нÿрĕк, тусан, тасамарлăх, шăв-шав, вибраци) пуррипе çуккине шута илме тивĕç.
Культурăпа кану учрежденийĕсене ятарлă профиль оборудованийĕпе, хальхи аппаратурăпа тата приборсемпе тивĕçтерме сĕнеççĕ. Вĕсен стандарт требованийĕсемпе, техника условийĕсемпе, ытти нормативлă документсемпе килĕшсе тăмалла, çынсене пахалăхлă культурăпа кану услугисемпе тивĕçтерме майсем пулмалла. 2013 çул хушшинче модель стандарчĕн требованийĕсене тивĕçтермен культурăпа кану учрежденийĕсене оптимизациленĕ май çынсене культурăпа кану учрежденийĕсенчи лармалли вырăнсемпе тивĕçтерессине нормативпа пăхнă виçепе шайлаштарма пăхнă.