30 апреля 2014 г.
Пирĕн атте Маврикий Петрович Петров 1926 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Çĕн Матьăк ялĕнче Петр Тимофеевич Тимофеев хресчен çемйинче çуралнă. Авланнă хыççăн асаттене еткерлĕхпе çил арманĕ тата патшалăхран арендăна илнĕ çĕр участокĕ харпăрлăха юлнă. Вăй-хал енчен питĕ çирĕпскер пулнă вăл. Çемйипех Турă саккунне çирĕп тытса пурăннă. Турă кĕнеки те килте сахал мар упраннă.
Коллективизаци вăхăчĕ пуçлансан Петр Тимофеевич колхоза кĕме килĕшмен. Çавăншăн ăна налуксемпе "пăвма" пуçланă. 1928 çулта суйлав правинчен хăтарнă, кайран пĕтĕмпех туртса илнĕ: çил арманне те, çĕрне те, выльăхне тата тумтир таврашне те. Пурăнмалли çуртне колхоз правленийĕ йышăннă. Çапла вара тĕреклĕ хуçалăхран нимĕн те юлман. Массăллă коллективизаци вăхăтĕнче колхоза кĕме килĕшменнисене халăх тăшманĕсем тесе айăпланă.
1930 çулта асаттен çемйине пурăнма Чăваш Республикин территорийĕнчен Анат Тагила кăларса янă. Виçĕ ачин: 1926 çулта çуралнă Маврикийăн тата 1929 çулта çуралнă Дарьяпа 1930 çулта çуралнă Феклăн та пĕрлех кайма тивнĕ. Унта вĕсем çĕр пÿртре пурăннă.
Хĕр ачисем часах çĕре кĕнĕ. Атте вăл вăхăтри пурнăçĕ пирки питĕ хурланса аса илсе каласа паратчĕ. Сивĕпе те, çимелли пулманнипе те питĕ аптăранă. Пирĕн аттепе унăн чахоткăпа чирленĕ амăшне вара атте амăшĕн тăванĕсем Анат Тагилран таврăнма пулăшнă, тĕп сакайĕнче пытарса усранă.
Петр Тимофеевич çак тĕрĕс марлăха, айăпсăрах айăпланине чăтса пурăнайман, ссылкăран Мускава тухса тарнă. Унăн Пĕтĕм Союз старости М.И. Калинин патне йышăнăва кĕме май килнĕ. Унта вăл пĕтĕмпех ăнлантарса панă. Çапла вара ăна ссылкăна тĕрĕс мар ăсатнă пирки документ панă. Çавăн хыççăн кăна çемьен ирĕккĕн пурăнма май килнĕ. Анчах та конфискациленĕ пурлăхран нимĕн те тавăрса паман. Мĕншĕн тесен официаллă документсем тупăнман. Вĕсене мунча панă, çавăнта пурăнма пуçланă та.
Аттене тантăшĕсем шкулта та, урамра та час-часах кулак ачи тесе кÿрентерме тăрăшнă. Паллă ĕнтĕ, çак сăмахсене чăтма çăмăлах пулман.
1942 çулта атте шкулти 9-мĕш класран "3" паллăсемсĕр вĕренсе тухнă. Призывпа çара иличчен колхозра вăй хунă. Ку вăхăта унăн ашшĕ (пирĕн асатте) фронтра пулнă ĕнтĕ. Çăмăл пулман. Ял хуçалăхĕнчи пĕтĕм йывăр ĕç пĕтĕмпех хĕрарăмсемпе çул çитмен яш-кĕрĕмĕн хул пуççийĕ çине тиеннĕ.
Аттене, Маврикий Петровича, çар службине 1943 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче Элĕкри çар комиссариачĕ урлă илнĕ. 1926 çулта çуралнисен командинче 134 яш пулнă. Вĕсем хушшинче Çĕн Матьăк ялĕнчен пĕр класра вĕреннисем: Серафим Иванович Иванов (2007 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ), Василий Кузьмич Кузьмин (2000 çулта çĕре кĕнĕ).
Аттене 64603-мĕш номерлĕ полевой почта командирĕ патне Хабаровск хулине янă. Элĕкрен лавпа Вăрнара çитнĕ, кайран Хабаровска çити - чукун çулпа. Вырăна çитсен ăна сапер ĕçне вĕрентнĕ, 1944 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче 101-мĕш мотоинженер батальонĕн уйрăмĕнче çар присяги тытнă. Унăн ашшĕ - пирĕн асатте Петр Тимофеевич вара, 1942 çулхи январь уйăхĕнче çара илнĕскер, 1943 çулхи октябрь уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă.
Пĕррехинче пирĕн атте арчара ашшĕ-амăшĕнчен юлнă документсене тишкеретчĕ. Вĕсенчен пĕрне алла илчĕ те çар пурнăçĕн пĕр саманчĕ пирки аса илсе каласа пачĕ. Вĕсен чаçне задани панă пулнă - резина кимĕсемпе Амур юхан шывĕ урлă каçса хирĕç çыранта çирĕпленсе ларнă японецсене хăваласа ямалла. Анчах та японецсем пирĕн салтаксене асăрханă та вĕсем çине татти-сыпписĕр вут-çулăм тăкма тытăннă. Ниçта та пытанма май çук, кăнтăрлахи пек çутă тăрать. Совет салтакĕсенчен чылайăшĕ пуля лекнипе аманса е вилсе шыва путнă. Чĕрĕ юлнисем питĕ сахал. Вăл хăйĕн служби пирки пире нихăçан та каласа памастчĕ, хамăр та ыйтса тĕпчемен. Çапах та, унтанпа 60 çул иртнĕ пулин те, асăннă самант пирки хурланса каласа паратчĕ, аманнă совет салтакĕсем шыва путнă чухне чуна çÿçентермелле кăшкăрашни пирки хурланса аса илетчĕ.
1950 çулта аттен демобилизаци йĕркипе киле таврăнмалла пулнă. Анчах та ăна çар ĕçне малалла тăсма ÿкĕте кĕртме хăтланнă. Çар училищине вĕренме кĕме характеристика та панă: "М.П. Петров - тÿрĕ чунлă, дисциплинăллă, вашават, çирĕп ÿт-пÿллĕ, çар ĕçне аван пĕлет, идеологи тĕлĕшпе çирĕп, аслисемпе сăпайлă". Анчах атте килех таврăнассишĕн çуннă. Килте унăн амăшĕ тата йăмăкĕ пурăннă. Çурт-йĕр те çавăрмалла пулнă. Кайрантарах вара хăй службăрах юлманнишĕн тата вĕренме кĕменнишĕн ÿкĕнсе калаçатчĕ. Мĕншĕн тесен ăна чăннипех те çар çынни пулма çуралнă тейĕн. Хăйне епле йывăр пулсан та пуçне усса çÿренине курман эпир ăна.
Тăван яла таврăннă хыççăн Маврикий Петрович колхозра уй-хир бригадин бригадирĕнче ĕçленĕ. ДТ-54 тата КД-35 тракторсемпе ĕçлеме 1952 çулхи март уйăхĕнче Канаш хулинче ял хуçалăх механизацийĕн курсне вĕренсе пĕтернĕ. 1953 çулхи июль уйăхĕнче Етĕрне хулинче комбайнер механиксен курсĕнчен вĕренсе тухнă, 1954 çулта Çĕмĕрле МТС-ĕнче ĕçлеме пуçăннă. 1960 çултан тытăнса - Çĕмĕрле районĕнчи "Алгашинский" совхоз комбайнерĕ.
Ĕçри пултарулăхне кура ăна Хисеп грамотисем, стена çине çакмалли сехет парса чысланă. Пĕрре кăна мар ăна ял Совет тата район Совет депутатне суйланă. Вырмари унăн хастар ĕçĕ пирки хаçатсенче статьясем тăтăшах пичетленнĕ. Депутат пулнă май вăл тăрăшнипе урамра çăл та чавнă.
1963 - 1965 çулсенче каçсерен вĕренме Мăн Улхаш ялĕнчи каçхи шкула çуран çÿренĕ. 1965 çулта Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне заочнă майпа "техник-механик" специальноçа вĕренме кĕнĕ, тепĕр виçĕ çултан алла диплом илнĕ. Склад заведующийĕ, механик, тракторпа уй-хир бригадин бригадирĕнче тăрăшнă. Хăйĕн ĕç биографине Дубовка ялĕнчи сĕт-çу фермин слесарĕнче вĕçленĕ.
Пирĕн атте яваплăха питĕ çирĕп туякан çынччĕ. Çынсем ĕç çине ÿрĕк-сÿрĕк пăхнине чăтма пултараймастчĕ. Вăл нихăçан та пирус туртман, усал сăмахсемпе ятлаçман. Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнăшăн тивĕçнĕ наградăпа медаль сахал марччĕ. Çапах та Аслă Отечественнăй вăрçă орденне уйрăмах хаклатчĕ. Пурнăçра мĕн кирлине вăл пĕтĕмпех хăйĕн вăйĕпе, хăй тăрăшнипе тунă. Пире те çыннăн çăкри çине çăвар карса пăхмалла мар, хăвăршăн хăвăрăнах тăрăшмалла тесе вĕрентетчĕ. Вăл епле тĕрĕс каланине халĕ эпĕ лайăх ăнланатăп.
Умра - майăн 9-мĕшĕ - Çĕнтерÿ кунĕ, савăнăçпа пĕрлех хурлăх кунĕ те. Миллионшар çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, вăрçă халăха ырату, хуйхă, çухату сахал мар кÿнĕ. Пирĕн хамăрăн асаттесемпе аттесен иртнĕ вăрçăри паттăрлăхне манмалла мар, кашнин ячĕ пирĕн асăмăрта пулмалла.
Маврикий Петрович кăçалхи Аслă Çĕнтерÿ кунĕччен пурăнаймарĕ. 2013 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче вăл хăйĕн куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Сыхласа хăвараймарăмăр аттене.
Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илме хатĕрленекен мĕн пур вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсене вара уяв ячĕпе саламлатăп, сывлăх, çывăх çынсен ăшшине сунатăп!
А. ПЕТРОВА.
Çĕмĕрле районĕнчи Дубовка ялĕ.