30 апреля 2014 г.
...Пурнăç инçĕшне чĕнекен кăвак тÿпеллĕ çуркунне. Тĕнче ешĕл тум тăхăннă вăхăт. Çывăхри ĕшнере шăпчăк юрлать. Унтах куккук çул шутлать. Çурхи илемлĕх. Малашлăха чĕнекен самант. Пуçра çĕнĕрен те çĕнĕ ĕмĕтсем явăнаççĕ, сăвăсем çырăнаççĕ, юрă йĕркисем аса килеççĕ... Пурнăçăн çак тутине ачаран курса, унпа хавхаланса ÿснĕ Роза Соловьева паян та унăн илемне туйма пăрахман-ха. Ыттисене те çак пуянлăхпа паллаштарма ÿркенмест вăл. Çавăнпах-тăр унăн ячĕ те ялта хисепре. 5 ача çуратса ÿстернĕ хĕрарăм пурнăç илемне туллин курни тата унпа пурăнни Çатракасси ял тăрăхĕнчи тĕп усадьбăра йăва çавăрнă ĕç ветеранĕшĕн пĕртте ют пулăм мар.
«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатпа тăтăш çыхăну тытакан, вулакансене хăйĕн сăввисемпе паллаштарсах тăракан район тантăшĕ çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче 70 çул тултарать. Вуншар çул хыçа юлчĕ пулин те, Роза аппа кашни çуркуннех хăйĕн ывăлĕсемпе кинĕсем, хĕрĕсемпе кĕрĕвĕсем, 15 мăнукĕ çине пăхса хăйне çамрăккăн туять. Роза Ксенофонтовнăн пурнăç пĕркеленчĕкĕсен тыткăнĕнчи куçĕ умне хăй çамрăк чух çуркуннене кĕтни хăйне евĕр кино пек тухать.
Ĕç ĕмĕрне çĕр ĕçне тата фермăра обществăлла выльăх-чĕрлĕхе пăхассине халалланă Роза аппа Çĕньял Хуракассинче çуралса ÿснĕ. Ачаллах ĕçе хăнăхнăскер 18 çултах Çатракассинчи Иосиф Соловьев механизаторпа çемье çавăрать. Çÿпçипе хупăлчи, теççĕ килĕшÿллĕ мăшăрсем пирки ялта. Çак сăмахсем Иосиф Петровичпа Роза аппа пирки каланăнах пулнă. Çамрăк çемьере йыш тăтăш хушăнса пынă пулин те мăшăр алă усса ларни пулман. Вĕсем иккĕшĕ те иртен пуçласа сĕм тĕттĕмчченех колхоз производствинче вăй хунă. Ачисем çитĕнерехпе Роза аппа ывăлĕсемпе хĕрĕсене те фермăна илсе каяссине пурнăçа кĕртнĕ. «Ачамсене пĕчĕккĕллех ĕçе хăнăхтарнăран вĕсемшĕн паян пите хĕретместĕп», - терĕ ĕç ветеранĕ ман ума черетлĕ сăвă кăларса хурса. Ăна район юбилейĕпе çыхăнтарса çырнă:
Муркаш районĕпе пĕрле
Пĕр çулта çуралнă эпĕ.
Февральте унăн юбилейĕ.
Ман юбилей - майĕнче.
Эп тултартăм 70 çул,
Ма васкать-ши вăл, кун-çул?
70 çул вăл нумай мар -
Шутласан сахал та мар.
Пурăннă чух савăнан,
Хуйхине те эс куран.
Çавах пур пĕр чăтмалла,
Малаллах пурăнмалла.
Анчах эпĕ аннеччĕ,
Çитрĕ вăхăт - асанне.
Кукамай та эп нумай,
Савăнтараç чуна май.
Савăнăç куççуль куçра,
Ачасем пурте çумра.
Мăнуксем те йĕркипе,
Мăшăрĕсемпе пĕрле.
«Тав Турра», - калас килет,
Татах пурăнас килет.
Çийĕр кукăль ман ятпа,
Савăнса пур тăванпа.
Пысăк чунлă ĕç ветеранĕ çуркуннерен пуçласа хура кĕрчченех вăрмантан тухмасть. Кăмпипе мăйăрне те, тĕрлĕ çырлине те ачисемпе мăнукĕсене валли татнисĕр-пухнисĕр пуçне сутлăха та кăларать вăл.
Сăвă юратакан юрăран катара тăма пултарĕ-и-ха тата? Паллах çук. Роза Ксенофонтовна та юлашки çулсенче - районти ветерансен хорĕн солистки.
- Хам районăн тата «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн тантăшĕ пулни мана пурнăçпа тан пыма хавхалантарать. Иртнĕ ăрурисем тăвайманнине пирĕн пурнăçламалла, пирĕнтен юлнисене - ачамăрсен. Çакăнта тăрать те ĕнтĕ пурнăç аталанăвĕ, - терĕ район хаçачĕн черетлĕ номерне уçнă май манăн пĕлĕшĕм.
Çакăн пек хастар хĕрарăма 70 çул тултарнă ятпа тăванĕсемпе, ачисемпе, мăнукĕсемпе пĕрле эпир те хаçат редакцийĕ енчен ăшшăн саламлатпăр. Ĕмĕтÿ тулли пултăр, пурнăçу вăрăма килтĕр!
А. БЕЛОВ.