Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхпе тăнăçлăх уявĕ

30 апреля 2014 г.

 

Республика ялавĕ, гербĕ тата гимнĕ пирĕн Чăваш çĕр-шывĕн законодательствăпа çирĕплетнĕ патшалăх символĕсем пулса тăраççĕ. 2004 çулта вара ЧР Патшалăх символĕсен кунне официаллă çирĕплетнĕ.

Ялава, герба тата гимна Чăваш Республикин официаллă символĕсем тесе йышăннă май  унăн патшалăх статусне хамăрах палăртатпăр. Пирĕн пурнăçри вĕсен вырăнĕпе пĕлтерĕшне Чăваш Республикин 1997 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче йышăннă Саккунĕнче çирĕплетнĕ. Çынсемшĕн герб вăл уйрăм территори символĕ, ялав - уйрăмлăх знакĕ, гимн - патшалăха юрăра палăртни пулса тăраççĕ.

Патшалăхăн тĕп символĕсене хатĕрлес ĕçе Чăваш Енĕн пĕтĕм пултарулăх элити, республикăн пиншер гражданĕ, унчченхи СССР тата Раççей Федерацийĕн пур кĕтесĕнчи чăваш диаспорин представителĕсем хутшăннă. Нумай суйланă, хĕрÿ дискуссисем ирттернĕ хыççăн 1992 çулхи апрель уйăхĕнче Чăваш халăх художникĕ Э.М. Юрьев туса хатĕрленĕ гербпа ялава йышăннă.

1999 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне уявлани республикăра пурăнакансен, хăнасен асĕнче нумайлăха асра юлмалли кун пулса тăрать. Ун чухне республикăн тĕп хулинче çĕнĕ флагшток çинче Чăваш Республикин патшалăх ялавĕ вĕлкĕшме тытăннă.

Граждансем патшалăх символикине епле йышăнни обществăн ăнланулăх шайне кăтартса парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика