30 апреля 2014 г.
Шупашкар хулин Ленин тата Мускав районĕсенчи судсен адресĕпе почтăпа 1973 çулта çуралнă С. Нестеровран кăçалхи апрелĕн 16-мĕшĕнче пĕлтерÿ килнĕ. Ăна иртнĕ çул Дзержинск хулин сучĕпе айăпланă, ултă çуллăх ирĕкрен хăтарма йышăннă пулнă. С. Нестеров Ленин тата Мускав районĕсенчи судсен çурчĕсенче террорла акт ирттерме хатĕрленнĕ май унта сирпĕнекен устройство (тротил) хуни, ăна дистанци мелĕпе 2014 çулхи майăн 1 тата 9-мĕшĕсенче хута ярасси пирки пĕлтернĕ.
Çак кунах ятарлă службăсем çÿлерех асăннă судсен çурчĕсенче тĕрĕслев ирттернĕ, сирпĕнекен устройство тупман, çапах та террорла актсем пулмассине çирĕплетсе калама май çук, вăл шутра С. Нестеров палăртнă кунсенче те.
Çÿлерех асăннисене тĕпе хурса Раççей Федерацийĕн Аслă сучĕ çумĕнчи Чăваш Республикинчи суд департаменчĕн управлени ертÿçи В. Петров республикăри районсенчи судсен территорийĕсенче террор акчĕсенчен сыхланас тĕлĕшпе вĕренÿ ирттерме сĕннĕ. Çавна май çÿлерех асăннисене тĕпе хурса Муркаш район сучĕн председателĕ Эльза Тарасова çакăнти коллектива пухрĕ, терроризм акчĕсенчен сыхланас тĕлĕшпе асăрхаттару-вĕрентÿ ирттерчĕ.
Раççей Федерацийĕнче Терроризма хирĕç кĕрешессин концепцийĕ вăйра тăрать. Унăн тĕп саманчĕсемпе РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕ Е. Плечов паллаштарчĕ. Раççей, республика тата район шайĕсенче вĕсен ертÿлĕхĕ çумĕнче ку тĕлĕшпе ятарлă профилактика комиссийĕсем, оперативлă штаб йышĕсем йĕркеленĕ. Вĕсен кашнин çирĕплетнĕ ĕç планĕ пур, вăл шутра вăл е ку çуртри çынсене эвакуацилесси те.
- Террорла акт пуласси пирки пĕлтерсен çухалса каймалла мар. Эвакуаци çул-йĕрне объектри хăрушлăха тата унти лару-тăрăва кура палăртаççĕ. Чи малтанах кĕсье телефонĕ, çутă сÿнтермелле, ытти техникăна чармалла. Чи кирлĕ документсемпе укçа-тенкĕне хăвăр çума илмелле. Пĕччен тĕллĕн ыттисенчен уйрăлса каймалла мар, хушупа çирĕплетнĕ ответлă ĕçчен калани тĕпре пулмалла, ыттисен унăн ятарлă инструкцине пăхăнмалла, - ăнлантарать Евгений Иванович кунта пухăннисене.
Кирек епле объектăн та хăрушсăрлăх паспорчĕ пур. Инкек-синкек пулас пулсан унпа килĕшÿллĕн ĕçлемелле. Террорла акт ирттерме хатĕрленни пирки пĕлтерсен тĕрĕслеве харпăр хăй тĕллĕн тума юрамасть, ăна валли ятарлă хушу кирлĕ.
- Объектри тата ун тулашĕнчи паллă мар иккĕленÿллĕ япалана тытма, салтма ан васкăр. Çак вырăна тĕплĕн пăхса тухăр та ыттисене пĕлтерĕр, учреждени ертÿçине ун пирки хыпарламасăр ан хăварăр. Коллективран уйрăлса кайни синкерлĕхпе вĕçленме те пултарать. Çак пăтăрмахра медицина пулăшăвĕ пама пĕлни тата пултарни питĕ пĕлтерĕшлĕ, - терĕ вĕренĕве малалла тăснă май суд приставĕсен районти уйрăмĕн аслă приставĕ С. Герасимов.
Çакăн йышши пĕлтерÿпе шÿтлени вара пачах та кулăшла мар: ĕç вăхăчĕ татăлать, тĕрĕслев ирттерме тĕрлĕ органа явăçтарма тивет тата ытти те.
- Террор акчĕ хатĕрлекен вара социаллă объект, халăх йышлă пухăннă вырăна суйлать. Сирпĕнекен устройствăна тĕрлĕ мелпе, вăл шутра телефон хумĕпе те, хута яма май килни татах та асăрхануллăрах пулмаллине пĕлтерет, - терĕ район прокурорĕ С. Павлов.
Вĕренĕве вĕçленĕ май Эльза Леонидовна пурне те тепĕр хут асăрхануллă пулмаллине, çакăн йышши самантра çухалса каймалла маррине палăртрĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла. Çакăн йышши синкерлĕх хатĕрлес текенсем, вырăнсăр шÿтлес шухăшлисем татах та тĕл пулма пултараççĕ, ун пек чухне пĕр тăхтаса тăмасăр çакăн пирки учреждени ертÿçипе шалти ĕçсен пайне шăнкăравламалла, пĕлтерÿ паракан çын çинчен ытларах пĕлме тăрăшмалла.
Р. Илларионова.