Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Типĕ курăк

26 апреля 2014 г.

 

Паян хаçат вулакансене типнĕ курăка вут тивертсе кĕл тăвассишĕн тăрăшакансем пысăк йăнăш туни пирки аса илтерес килет. Çакна пурнăçланă чух кашнин пушар хăрушсăрлăх правилисене тĕп вырăнта тытмалла. РФ Правительствин кăçалхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче кăларнă 113 номерлĕ йышăнăвĕнче çирĕплетнĕ йĕркепе курăка çунтарма шут тытсан ăна пĕччен пурнăçлассинчен тытăнса тăмалла. Темĕнле пулсан та курăк çунтарассине çилсĕр вăхăтра пурнăçлама тăрăшмалла. Çунтаракан лаптăка малтанах йĕри-тавра сухаласа тухмалла. Çак вырăн çывăхри çурт-йĕртен 50 метртан инçерех пулмалла.

Типĕ курăка çунтарма хутшăнакансен алă айĕнчех пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсем тытмалла. Ĕçе явăçтаракансемпе яваплă специалистсен пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе инструктаж ирттермелле. Асăннă ĕçсене вăрман çывăхĕнче пурнăçланă чух РФ Правительствин «Вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ĕçлемелле.

Районти 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ тивертнĕ типĕ курăка сÿнтерме паян кунсерен 3-4 хутчен тухать. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Токшикри пĕр килти хушма хуçалăхра пахчари курăка тивертсе янă та çулăма чарайманнипе кил хуçисем лаçсăр тăрса юлчĕç. Пушар машинисем вăхăтра çитнипе çеç çулăм сарăлаймарĕ. Çак инкек ыттисемшĕн те асăрхаттару пуласса шанас килет.

И. МЕШКОВ,

районти 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика