26 апреля 2014 г.
Ăшă кунсем çитнĕ май çур аки вăй илсе пынă вăхăт. Пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттерет çак вăхăтра çĕр ĕçченĕ. Ĕç нумай пулин те асăрханулăх пирки манас марччĕ. Çулсеренех ытти регионсенчен республикăна ял хуçалăх культурисен вăрлăхне, улма-çырла тĕммине чылай кÿрсе килеççĕ. Паллах, вĕсемпе пĕрле чир-чĕр е сиенлĕ хурт-кăпшанкă килес хăрушлăх та пысăк. Пĕлтĕр, сăмахран, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем чечек, пахча çимĕç, нумай çул ÿсекен культурăсен вăрлăхне, тĕмсем сутса услам тăвакан 96 çын ĕç-хĕлне тĕрĕсленĕ те, вĕсем пурте саккунсене уяманни палăрнă. Вĕсене административлă майпа явап тыттарма тивнĕ: Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне (Госреестр) кĕртмен сортсен вăрлăхне сутнăшăн (71 йĕркесĕрлĕх), сорт тата шăтаслăх пахалăхне çирĕплетекен документсемсĕрех хутаçсене сутлăха кăларнăшăн (25 йĕркесĕрлĕх).
Вăрлăх контролĕ енĕпе юридици вăйĕнчи 81 çынна тата 61 усламçăна тĕрĕслесен йĕркене пăснă 168 тĕслĕх çиеле тухнă: акнă чухне – 46 процент, сутнă чухне – 111 процент, упранă чухне – 6 процент, документсем тĕлĕшпе – 4 процент.
Пай пуçлăхĕ З. Фомичева каланă тăрăх пĕтĕмпе 1435 парти инспекторсен тимлĕхне лекнĕ, çав шутран 387 партине Госреестра кĕртмен, 204 парти тĕлĕшпе вара тивĕçлĕ документсем пулман.
Пахчара çăвĕпех ĕçлени сая ан кайтăр тесен паха вăрлăх туянни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та специалистсем ăна ятарлă лавккасенче туянма сĕнеççĕ. Унта сутуçăсем тухăç мĕнле пуласси, сăтăрçăсенчен хÿтĕленмелли меслетсем пирки ăнлантарса параççĕ. Вĕсен вăл е ку парти тĕлĕшпе сертификат (свидетельство) пулмалла. Вăл - тавар хăрушсăрлăхĕн тата пахалăхĕн гаранчĕ. Документра культура ячĕ, унăн сорчĕ, парти номерĕ тата ытти информаци пулмалла. Енчен те сертификатра (свидетельствăра) çырни хутаç çинчипе пĕр килсен – вăрлăх пахалăхлă.
Вăрлăх хутаççисем çинче малтанах производитель ятне, адресне тата телефонне, культурăпа сорт ятне, стандарт паллине, парти номерне, унăн йывăрăшне (грамм е шутне), усă курма юрăхлă вăхăтне кăтартни кирлĕ.
Иккĕмĕшĕнчен, сортсене Госреестрта регистрациленипе кăсăкланăр: Интернетри адресĕ – www.gossort.com.
Виççĕмĕшĕнчен, пахчана сăтăрçăсем илсе килесрен асăрханма сутуçăран фитосанитари докуменчĕсем ыйтмалла, унпа паллашмалла.
Специалистсем асăрхаттарнă тăрăх документсăр вăрлăхран паха çимĕç туса илесси иккĕленÿллĕ. Ку кăна та мар, унпа пĕрле сирĕн пахчана хăрушă чирсемпе сиенлĕ сăтăрçăсем лекме пултараççĕ.
Инçе кайма та кирлĕ мар. Республикăра çур улмин ылтăн нематоди сарăлнине пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа та çĕр улми вăрлăхне пĕлмен çынран туянсан хамăр патри вăрлăхранах шар курас хăрушлăх пур. Пахчана урăх сорт кĕртиччен ăна лабораторире тĕрĕслеттерни те пăсмĕ. Пĕр-пĕр сăтăрçă е чир-чĕр вăй илсен унран хăтăлма çăмăл пулмĕ.
Россельхознадзор управленийĕн специалисчĕсем тĕрĕслевсем вăхăтĕнче сутуçăсен хутаçĕсенче сăтăрçă курăксен вăрлăхĕсене кашни çулах тупаççĕ. Повилика, амбрози, ипомея текен сăтăрçăсемлĕ партисене çунтарса пĕтерни те пĕрре мар пулнă.
Н. ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзор управленийĕн
пресс-секретарĕ.