Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхене упрама вĕрентмелле

26 апреля 2014 г.


Чăваш чĕлхи сумне ÿстерессинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ĕçĕ пысăк вырăн йышăнать. Çак ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлама районти вĕренÿ пайĕ учительсене майсем туса парать, анчах та ачасем чăваш чĕлхине хисеплессинче ашшĕ-амăшĕн тÿпи пысăккине каламасăр иртме те çук. Чĕлхе сумĕ, ăна хисеплесси унăн илемĕпе хăй евĕрлĕхне ачаранах упрама вĕрентнинчен пуçланать.

Юлашки вăхăтра вĕрентекенсем шкулта пирĕн ачасене çĕнĕрен чăвашла калаçма вĕрентме тивет, теççĕ. Çакна вĕсем ача сачĕсенчен чăвашсем килменнипе ăнлантарса параççĕ.

Халĕ чăваш шкулĕсем валли чăвашла çырнă кĕнекесем нумай: чăваш çыравçисен кăна мар, чăвашла куçарнисем те. Илемлĕ литература кĕнекисемсĕр пуçне юлашки çулсенче библиотекăсем вĕрентÿ кĕнекисемпе те пуянланчĕç. Çакă та чĕлхе упрассинче пысăк пулăшу пулса тăрать. Чăваш чĕлхи учителĕсем республикăри вĕренÿ институчĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ курссенче вĕреннипе пĕрлех хăйсем те кĕнекесем кăлараççĕ, ачасене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Районта лайăх ĕçлекен учительсен опытне сарма тăрăшатпăр. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕ ку енĕпе ăнăçлă ĕçлет. Пĕрлешĕве Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкулти          И. Раевская учитель ертсе пырать. Районта вара ачасемпе тăрăшса, хавхаланса ĕçлекен чăваш чĕлхи учителĕсем сахал мар: Калайкассинчи вăтам шкулти А. Степанов, Юнкăри вăтам шкулти Н. Шандимирова, Сосновкăри тĕп шкулти А. Иванова, Муркашри вăтам шкулти Е. Михайлова, Шатракассинчи тĕп шкулти О. Вишнева тата ыттисем те.

Учительсем хавхалантарнипе ачасем чăваш чĕлхипе иртекен тĕрлĕ Интернет конкурссене те, викторинăсене те хутшăнаççĕ. Пирĕн районти паллă çынсене - çыравçăсене, ăсчахсене тата ыттисене халалласа мероприятисем ирттересси те ырă йăлара. Çак ĕçе чăваш чĕлхи учителĕсем, шкул библиотекарĕсем хутшăнса ачасене явăçтараççĕ. 

Чăваш чĕлхи кунне халалласа республикăра ирттерекен конкурссене ачасем те, вĕрентекенсем те кашни çулах хутшăнаççĕ. «Чăваш чĕкеçне» те нумай ача килĕштерет. Çак вĕренÿ çулĕнче акă республикăра чăваш чĕлхи учителĕсен уçă урокĕсен фестивалĕ иртрĕ. Унта пирĕн районти икĕ вĕрентекен палăрчĕç - Шомик шкулĕнчи Т. Майорова тата Шатракасси шкулĕнчи О. Вишнева. Республикăри наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн районти тапхăрĕ иртнĕ эрнере Çатракассинчи вăтам шкулта иртрĕ. Унта 6-9 классем хутшăнчĕç. Чăваш чĕлхи учителĕсен «Тишкеретпĕр малалла, кайрине те халь куратпăр» районти конкурсĕ Калайкассинчи вăтам шкулта пулчĕ. Вĕрентекенсем педагогикăри тата методикăри çĕнĕ меслетсемпе усă курса çырнă урокăн тулли конспекчĕсене тишкерсе пахаларĕç. Конкурс çĕнтерÿçи Муркашри вăтам шкулти Е. Исакова пулса тăчĕ.

Апрелĕн 23-мĕшĕнче шкулсенчи чăваш чĕлхи кабинечĕсен республика конкурсĕн районти тапхăрĕ иртрĕ. Кунта Çатракассинчи вăтам шкулти Л. Никитина вĕрентекен çĕнтерчĕ.

Çак эрнене шкулсенче чăваш чĕлхине халалласа ирттерчĕç. Кашни çулах çак эрне вăхăтĕнче чылай мероприяти йĕркелеççĕ. Ĕнер «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие те хутшăнчĕç.

Шкулсенче тăван чĕлхене упрасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, ашшĕ-амăшĕсен те тăван чĕлхене упрама, хисеплеме ачисене пĕчĕкренех вĕрентсе пырасчĕ.

И. Ершова,

районти вĕренÿ пайĕн информаципе методика центрĕн ертÿçи.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика