26 апреля 2014 г.
Амăш чĕлхине пĕлсен, унпа калаçсан кăна ача пуян кăмăл-туйăмлă тата ăс-хакăллă пулать. Çавăнпа та тăван чĕлхене хисеплеме, упрама вĕрентни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Муркаш шкулĕнчи кĕçĕн классене вĕрентекен Валентина Смирнова та çапла шутлать. Çавăнпа та ачасене чăваш тĕнчин илемне курма вĕрентес тесе чылай тăрăшать.
Хăйĕн пĕчĕк пепкисен - 1 «г» класра вĕренекенсен фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕшĕн вăл питĕ хавас. «Çак пирĕн ачасем чăваш чĕлхине - хамăрăн тăван чĕлхене юратса, мăн асаттесенчен пыракан йăла-йĕркесене пĕлсе ÿсчĕр», - тет пуçаруллă вĕрентекен.
«Шăпчăк» фольклор ушкăнне йĕркелеме Муркашри ИКЦ çумĕнчи «Муркаш» фольклор ушкăнне пуçарса яраканĕсенчен пĕри - Фаина Григорьева сĕнÿ панă пулнă. В. Смирновăн «чăвашлăх арчинче» ачасем валли хăй аллипе çĕленĕ чăваш тумĕсем те пулнă. Пĕрле вара çак ырă шухăша пурнăçа кĕртме пултарнă та.
Паян пĕчĕк «шăпчăксемпе» класс ертÿçи В. Смирнова, «Муркаш» фольклор ушкăнĕн художество пултарулăх ертÿçи А. Аникин (сăн ÿкерчĕкре ачасемпе пĕрле) тата Ф. Григорьева ĕçлесе пыраççĕ. Кĕске вăхăтрах ачасем пысăк çитĕнÿсем тума пултарнă. «Пирĕн ачасен çитĕнĕвĕсем ытларах Фаина Федосеевнăн пуçарулăхĕ, хастарлăхĕ çинче никĕсленеççĕ. Унпа, пултаруллă çынпа, ĕçлеме питĕ кăмăллă», - пĕлтерет хăйĕн шухăшне класс ертÿçи.
Апрелĕн 23-мĕшĕнче акă ачасен «Шăпчăк» фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе Чăваш чĕлхи кунне халалланă районти уяв мероприятийĕнче паллаштарчĕ. Вĕсене пăхса чăнах та савăнмалла - ачасен «Çурхи вăйă» сюити уяври чи хавхалануллă, чи илемлĕ самант пулчĕ.
Н. Николаева.