23 апреля 2014 г.
Кăçалтан пуçăнса общество пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме ялта пурăнакансене активлăрах хутшăнтарас тĕллевпе вырăнсенче пурăнакан граждансен пуçарăвне пулăшма ятарлă грантсем уйăрма пăхнă. Грант уйăрса парса пулăшасси федерацин «Ял территорийĕсен 2014 - 2017 çулсенчи тата 2020 çулчченхи тапхăрти тăнăç аталанăвĕ» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пулса пырать.
«Кану зонисене, спорт тата ача-пăча площадкисене тăвасси тата йĕркене кĕртесси» енпе конкурса кăçал районти Москакасси тата Ярапайкасси ял тăрăхĕсем хутшăннă.
Гранта тивĕçнисем хушшинче - Ярапайкасси ял тăрăхĕн проекчĕ те. Унăн ячĕ - «Сыпай ялĕнче спортпа сывлăх сыхлавĕн нумай функциллĕ уçă площадкине тăвасси».
Проекта пурнăçа кĕртни çынсен канăвне усăллăрах йĕркелеме, спорта аталантарма хушма инвестицисем явăçтарма май парĕ. Çапла вара малашне ял çыннисен спортпа çывăх пулма, хăйсен сывлăхне çирĕплетме, спортпа туслисен хăйсен ăсталăхне туптама майсем çителĕклĕ пулĕç.
Проектпа пăхса хунă нумай функциллĕ спорт площадки Сыпай ялĕн центрĕнче вырнаçнă. Унăн лаптăкĕ 1375 тăваткал метр. Унта хоккейла, мини-футболла, баскетболла тата волейболла выляма, тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем йĕркелесе ирттерме май пулĕ.
Проект хакĕ - 1 млн. та 325 пин тенкĕ. Пуçаруллă граждансен ушкăнĕн ертÿçи - депутатсен Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕ Александр Шишкин.
Н. ГРИГОРЬЕВА.