Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кашни саманчĕ асăмра»

23 апреля 2014 г.

 

Лазарь Кожелеева шăпа халĕ Турай ял тăрăхне илсе çитернĕ. Иртнĕ кунсен ахрăмĕ чун-чĕрере ытла та тарăн йĕр хăварнă çав, темĕнле йăваш кулăна та пусарса чуна хурлантарать.

- Нимĕç фашисчĕсем Совет Союзне тапăнса кĕнĕ çул Москакассинчи шкултан вĕренсе тухрăмăр. Çапла килсе тухрĕ, пирĕн малашнехи ĕмĕтсем - тухтăр, инженер пулас тенисем -  хăмпă пекех çурăлчĕç. Кам вăй-хал çитерет, йывăр ĕçе пикентĕмĕр, фронта кайма пултаракансене вăрçă хирне ăсатрăмăр. Пире, Çитăр Петĕрĕпе мана,  ялти бригадир Алексей Антипов трактор бригадине плугаре вырнаçтарчĕ. Мана - Мăрсакри Ониса трактористка, Петĕре - Москакассинчи Праски трактористка çумне. Паллах, çакăншăн питĕ савăнтăмăр, арçын ĕçне çыпăçрăмăр вĕт.

Пĕррехинче çапла уй-хир сухалатпăр, тимлесех ĕçлетпĕр. Хачăкри ватă Макçăм Солянов,  армантан килекенскер, лашине  тăратсах пирĕн пата пычĕ. Эпир радиатора шыв яраттăмăр.

- Эсир сăмаварпа сухалатăр-иç,  -  терĕ çакă.

Анан икĕ пуçĕнче те шыв каткисем ларатчĕç, циркуляци пулман. Тутаркас ялĕнчен тепĕр хĕр-трактористка пурччĕ. Нимĕр-пăтă таврашĕ çиместчĕ вăл, Клавдия Васильевна повар ăна валли çăмарта пĕçерсе тухатчĕ. Манăн чĕлхе пур-çке-ха, çак хĕре  пĕррехинче: "Санăн чĕлхÿ çинчи пĕр хут тир вистенсе ÿксе-и;» - тесе персе ятăм. Вăл вара çăмарти-мĕнĕпех трактор хыçне чăмрĕ, - каласа парать Лазарь Никифорович иртнĕ çулсем пирки.

Хăш чухне çак яшсене трактор  та шанса панă сухалама. Пĕрле  вĕреннĕ ачасем пăхса тăнине кура хайхискерсем хăйсене ун чухне космоса каякан çын пекех туйнă.

Апла-капла çу каçкаланă хыççăн хĕл те çитнĕ. Пĕррехинче, Сăр шывĕ хĕрринче  нимĕç танкĕсене кĕрсе ÿкмелли  шăтăксем чавнă чухне, Спиридон Козырин  мучипе (Придон мучи тенĕ ăна) иккĕшĕ те  чирлесе кайнă. 40 градус ытла сивĕ тăнă вĕт ун чухне.

- Çакна лайăх ас тăватăп, çăвартан сурнă сурчăк çĕре çитичченех шăнса ларатчĕ. Çапла вара киле  килмелле пулчĕ. Эпĕ сывалкаларăм-ха, Придон мучи çĕре кĕчĕ. Эпĕ уншăн атте вилнĕ пекех хуйхăртăм, - калаçăва малалла тăсать вăл.

Унăн ывăлĕпе Костьăпа Лазарь пĕр класра вĕреннĕ. Шкулпа юнашар кантăр çăвĕ кăлармалли заводра Костьăн ашшĕ маçтăрта ĕçленĕ. Кăнтăрлахи тăхтавра Костьăпа иккĕшĕ завода кайнă, вăл вара ачасене çу кăларман турантă панă. Çак çимĕç ачасемшĕн пĕр талăк пурăнмалли калори пулнă.

Вăл вăхăтра ватти-вĕттипех вăрçă рельсĕ çине куçнă. Лазарь ашшĕне, Кирилл Кондратьева, платник ĕçне аван пĕлекенскере, 53 çула çитнĕ пулсан та çар комиссариачĕ урлă Шатракассинчи карçинкка артельне  çар çунисем тума мобилизациленĕ. Кунта вăй хуракансене  пĕрер килограмм чухлĕ çăкăр панă. Ĕçлеме пултаракан, хăмаран тунă винтовка макечĕсемпе хĕç-пăшалланнă хĕрарăмсене мобилизаци йĕркипех вăрçă хирĕнчен сержант званийĕпе  таврăннă Александр Желтов пуçламăш çар ĕçне вĕрентнĕ. Çак ушкăна халăх хушшинче «бабий батальон» тенĕ.

- Пĕррехинче çуркунне черетпе ял Советне лашапа дежурствăна кайма тиврĕ. Унăн председательне Самсун майри тетчĕç (Самсунĕ ăна вăрçă хирĕнчен «çаклатса» килнĕ).  Вăл Ситуккассинче пурăнатчĕ, пÿрчĕ пысăкчĕ, çав пÿртре виççĕмĕш класра шкулта вĕреннĕ эпир. Ирхине ăна килĕнчен лартса тухса чиперех каяттăмăрччĕ-ха. Пĕчĕк тăвайкки пурччĕ, лаша тапранса кайрĕ те чараймарăм. Мĕн пулассине пĕлнĕ пулсан çавăтса анмаллаччĕ те ĕнтĕ. Тăвайккине çитсен çаврăнса пăхатăп та Самсун майри ÿксе юлнă. Эх, ятлатăп лашана. «Ма сана салтака илсе кайман-ши, унта та сана, итлеменскере, походнăй кухня çактарсан е тупă кăкарттарсан та трибунал кĕтетчĕ. Эсĕ усал ача, сана ФЗУна  ярас пулать», - тетĕп. Хама валлиех каларăм пулас. 1942 çулхи апрельте мана, 16 çула кĕнĕскере,  хайхи ФЗУна каймалли повестка  шыраса тупрĕ, - каласа парать Лазарь Никифорович.

Çапла вара суту-илÿ çуртне хирĕç вырнаçнă сарă тĕслĕ çуртра (малтан пединститут пулнă) Харьковран куçарса килнĕ электромеханика завочĕн  цехĕнче токарь-револьверщикра ĕçлеме тÿр килнĕ ăна. Пĕвĕпе пĕчĕк пулнипе урасем çитмен, çавăнпа та аяла  пушă ещĕксем  лартма тивнĕ. Станоксем умĕнче пĕтĕмпех ача-пăча тимленĕ. Унта Сĕнтĕр районĕнчен Мăн Хураçкари Вячеслав Бархаткин  кăна пулнă. Çĕрле хулари çар комиссариачĕ таврашĕнче  е хăйсем пурăнакан общежити тавра окоп чавнă. Шупашкар хули çине  бомба ÿкнĕ хыççăн окоп чавнине никама та каламастпăр тесе алă пустарнă вĕсене. Канмалли кунсенче киле каллĕ-маллĕ çуранах танкканă.

Аслă Отечественнăй вăрçа Москакасси ялĕнчи 77 хуçалăхран  84 çын тухса  кайнă. 48-шĕ вара вăрçăра пуçне хунă. Кун-çулĕ татăлнисен  шутĕнче çемье çавăрма ĕлкĕрмен 34 каччă пулнă. Хăш-пĕр килтен икшер-виçшер çынна ăсатма тивнĕ. Вăрçă хирĕнчи ырă мар хыпара ку тăрăхран Кожелеевсен династийĕ илме пуçланă пулас. Вăрçă пуçланнă тепĕр кунхинех Леонтий Кожелеев вилни çинчен калакан пĕлтерĕве Надежда Полякова почтальонка уя илсе çитернĕ. Халăх çак хыпартан шикленнипе  макăрма пуçланă. Вăрçăран сусăрăнса килнĕ Ишек çынни çапла пĕлтернĕ: «Леонтин икĕ ури те татăлса саланнă мĕн, кăкăрта снаряд ванчăкĕсем. «Манăн çемье çавăрса пурăнасси çакăнта пулчĕ», - тенĕ те  вилсе кайнă».

- Москакасси ялĕнчен тухнă офицерсенчен  вăрçăран Петр Живойкин анчах таврăннă. Павел Желтов штаб çине бомба тÿрремĕнех ÿкнипе вилнĕ. Ăна мĕнле пытарнине Тереç ялĕнчи çар фельдшерĕ пулса çапăçнă Ефим Замков каласа панине ас тăватăп. Хăй вăл вăрçăран таврăнсан пенсие тухичченех Ахманере  фельдшерта ĕçлерĕ, - калаçăва вĕçлерĕ хисеплĕ ветеран.

 Роман Кожелеев лейтенант, Николай Антипов лейтенант, Леонтий Кожелеев кĕçĕн лейтенант тата ыттисен ячĕсем - халăхра чыс-хисепре. Николай Ложнов, Егор Ялугин, Иван Смирнов вăрçăран кăкăрĕсем çине орденсем çакса таврăннă. Тĕрлĕ медальпе пуян Николай Кузьмин кун-çулĕ те интереслĕ.

Лазарь Никифоровичăн аслашшĕн çичĕ ывăл пулнă. Германи вăрçинче Никитăпа  Иван  кĕçĕн командирсем вилнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра Романпа Леонтий пуçĕсене хунă.  Лазарь Никифорович каланă тăрăх вăл Москакассинчи çыхăну уйрăмĕн ертÿçинче тимленĕ. Свердловскри политехника институтĕнче вĕреннĕ. ОБХСС-па КГБ-н штатра тăман сотрудникĕ пулнă.

Р. Илларионова.         

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика