23 апреля 2014 г.
Çак кунсенче нумай хуçалăхра ял хуçалăх техникине ĕçе хатĕрлессипе, акма кондициллĕ вăрлăх янтăлассипе, ытлă-çитлĕ минераллă удобренисемпе сĕрмелли-çунтармалли материалсем туянассипе юлашки хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Хатĕрленсе çитнисем ĕç вăйĕсене хире те кăлараççĕ ĕнтĕ. Çак сăн ÿкерчĕке иртнĕ тунти кун, ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче курма май килчĕ. Çĕр ĕçне тулли хăватпа тухакана курсан чун хĕпĕртерĕ.
- Çур акине тухасси тата ăна вăхăтра ирттересси - паян кашни хресчен умĕнчи тĕп тĕллев. Тĕллевлĕ ĕçленине кура паян пĕр çемьери пек тăван уй-хире черетлĕ çур акине тухатпăр. Ăна валли пирĕн хуçалăхра ака кондицине тивĕçтерекен вăрлăх çителĕклĕ. Хĕл кунĕсенче минераллă удобренине те, сĕрмелли-çунтармалли материалĕсене те çур аки ирттермелĕх янтăларăмăр. Ял хуçалăх техникине те ĕçе тухма юсаса çитертĕмĕр. Çур акине хутшăнакансемпе ĕç условийĕсем туса хатĕрлерĕмĕр, вĕсемпе паллаштартăмăр. Сăмах май çакна та калатăп. Эпир вăрлăх хатĕрлекен хуçалăх пулнипе кăçал пысăк репродукциллĕ вăрлăх пĕтĕмпе 170 тонна сутрăмăр. Вăл шутран хамăр районти хуçалăхсем 50 тонна туянчĕç, - терĕ хуçалăх ертÿçи Игорь Николаев çурхи ĕçсем пуçланакан хирте уй-хир ĕçченĕсемпе калаçу ирттернĕ май.
Çак тăрăхра юлашки 10 çулта çурхи уй-хир ĕçĕсене Уйкас Янасал чиркĕвĕн настоятелĕ Иоанн атте пилленипе пуçласси - ырă йăлара. Иртнĕ тунти кун та вырăнти çĕр ĕçченĕсем çак йĕркене пăсмарĕç. Çапла вара Иоанн аттепе уйри кĕлле хутшăнса Александр Александров механизатор хăйне шанса панă ДТ-75 тракторпа нумай çул ÿсекен курăксен пуссине сÿрелеме пуçларĕ.
- Вăхăтра нÿрĕк тытса хăварăп та çĕр хатĕрлеме тухăп, - хăйĕн умĕнчи тĕллевĕсене пĕлсе калаçать 25-мĕш çур акине хутшăнакан Александр Петрович.
Хуçалăх председателĕ И. Николаев паллаштарнă тăрăх уй-хир ĕçченĕсемпе механизациленĕ звеносен кăçал кĕске вăхăтра 220 гектар кĕрхи культурăсене тата 588 гектар нумай çул ÿсекен курăксене апатлантармалла, 800 гектар ытла çурхи культурăсем акса хăвармалла. Çак ĕçсене пурнăçлама 6 ака агрегачĕ, çĕр хатĕрлекен тата культиваци тăвакан 3-шер трактор хутшăнмалла. Çывăх вăхăтрах вĕсене валли пулăшу та çитмелле: хуçалăха çĕнĕрен туяннă Т-150 трактор килмелле. Игорь Васильевич каланă тăрăх хуçалăх ака ĕçĕсене пĕтĕмпех минераллă удобренисемпе усă курса ирттерме пăхать. Кунсăр пуçне 40 гектар çине тислĕк хывса хăварассине те ĕç планне кĕртнĕ.
Хуçалăх ĕçченĕсем çур акине тухнине паллă тунă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономикăпа АПК аталанăвĕн тата муниципаллă пурлăх управленийĕн ертÿçи В. Ананьев та хутшăнчĕ.
- Паян сирĕншĕн те, пирĕншĕн те хумхануллă самант, анчах савăнăçлă кун. Сирĕн паянхи хавхаланăва курсан эсир хăвăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçласси иккĕлентермест, - терĕ Владислав Кириллович ĕçе кайма хатĕр «хурçă утсем» еннелле пăхса.
Уй-хир ĕçченĕсене тухăçлă та инкекрен асăрханса ĕçлеме пилленĕ Иоанн атте каланă сăмахсем çак кун кашнин асĕнчех юлчĕç тесе шухăшлатăп: Евангелире акаканпа выракан пĕрле савăнать тенĕ. Çакна шута илсе П. Степанов, Ю. Егоров, А. Белов механизаторсем сеялкăсене тултарнă минераллă удобренипе хир анлăшнелле «вирхĕнчĕç». Хире удобрени илсе тухакан А. Павлов механизатор тата С. Филипповпа И. Платонова акаçăсем вĕсене ăнăçу сунса юлчĕç.
Çапла вара Ильич яч. хис. хуçалăхра çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланчĕç. Эрне вĕçнелле акана тухас кăмăл пуррине пĕлтерчĕç уй-хир ĕçченĕсем.
Шутланисем пурнăçа кĕрсе пыччăр!
А. БЕЛОВ.