23 апреля 2014 г.
1967 çулта çуралнă е кĕçĕнрех граждансен 2015 çул вĕçлениччен йышăну тăвас пулать: пухăнакан пенсие йĕркелемелле е пĕтĕм взноссене пенсин страхланă пайĕ валли уйăрмалла;
2015 çултан тытăнса пенсин пухăнакан пайĕ пенсин хăйне уйрăм тĕсĕ пулса тăма тивĕç. Ăна гражданин хăйĕн ирĕкĕпе йĕркелет. Пухăнакан пенсие Раççей Пенси фончĕ те, çавăн пекех патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсем те йĕркелеме пултараççĕ.
Енчен те гражданин пухăнакан пенсишĕн пулсан, унчченхи пекех страховани взносĕсен 6 проценчĕ çавăн валли кайса тăрĕ. Çын пухăнакан пенсие йĕркелеме килĕшмест пулсан, ĕç паракан Пенси фондне страховани взносĕсене 16 проценчĕпех страхланă пенси валли куçарса тăрĕ.
Енчен те гражданин халиччен пĕр хут та ертсе пыракан компание е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне суйласа илмелли правăпа усă курман тата малашне те пухăнакан пенсие инвестицилеме заявлени çырса памасть пулсан, ĕç паракан çыншăн тÿлесе тăракан взноссем 16 проценчĕпех страхланă пенси валли кайса тăрĕç. Пухăнакан пенсие йĕркелес текенсен вара суйласа илнĕ ертсе пыракан компание е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне кăтартса заявлени çырса пама тивет.
Граждансем унчченхи çулсенче пĕр хут та пулин ертсе пыракан компание е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне суйласа илесси пирки заявлени çырса панă пулсан, пухăнакан пенси валли взноссен 6 проценчĕ, страхланă пенси валли - 10 процент кайса тăрĕ. Ку категорие кĕрекенсем малашне страхланă пенсие кăна сыхласа хăварас теççĕ пулсан, пухăнакан пенсие пăрахăçласси пирки заявлени çырмалла пулать. Хальхи вăхăтра кун пек заявлени çырса памалли йĕркене РФ Правительствинче сÿтсе яваççĕ.
Енчен те граждансем 2013 çулта 2 процент тарифпа патшалăхăн «Внешэкономбанк» компанине суйласа илесси пирки заявлени панă пулсан, пур взноссене те страхланă пенси валли куçараççĕ. Пухăнакан пенсие йĕркелес текенсен ăна инвестицилесси пирки заявлени çырса памалла.
Çавна палăртса хăвармалла. Граждансен пенсийĕсен унччен йĕркеленнĕ пухăнакан пайĕсене унчченхи пекех инвестици тупăшне кура инвестицилесе тăрĕç тата пенсин пухăнакан пайне палăртнă чухне шута илĕç. Ертсе пыракан компание тата пенси фондне вара 5 çул хушшинче пĕр хут кăна улăштарма юрать.
Саккунпа килĕшÿллĕн 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн хăйсен ĕç пурнăçне пуçăнакан граждансен пĕрремĕш взнос хывнăранпа 5 çул хушшинче тарифа суйласа илме май пур. Заявлени çырса париччен взноссем пĕтĕмпех пенсин страхланă пайĕ валли кайса тăрĕç.
Йышăну тунă чухне çавна манма кирлĕ мар. Пенсин страхланă пайне патшалăх çуллен индексацилесе тăрать. Пенсин пухăнакан пайĕ мĕн чухлĕ пуласси гражданин суйласа илнĕ ертсе пыракан компани е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕ ăна инвестицилесе илнĕ тупăшран килĕ.
Пенси фончĕн районти
управленийĕ.