Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача амăшĕсене патшалăх пулăшать

23 апреля 2014 г.

 

Нумай ачаллă амăшĕсене пенсипе тивĕçтерессипе патшалăх тĕрлĕ çăмăллăхсем туса парать, ача амăшĕн капиталĕпе тивĕçтерет.

Чăваш Республикинче икĕ е ытларах ачаллă 50 пин ытла çемье ача амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ. Районта кун пек çемьесем 1552. Вăл шутран республикипе 27 пин çемье, районĕпе 746 çемье ача амăшĕн капиталĕпе усă курса хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Республикипе 847 çемье, районĕпе 30 çемье укçа-тенкĕпе ачисене аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕрентнĕшĕн е садика çÿретнĕшĕн тÿлеме усă курнă. Çавна валли федераци бюджетĕнчен уйăрнă патшалăх пулăшăвĕ республикипе 9,1 млрд. тенкĕпе, районĕпе 249,3 млн. тенкĕпе танлашнă.

Пенси шутласа панă чухне ачана пĕр çулталăк çурăна çитиччен пăхса пурăннă тапхăра, пĕтĕмпе вара 4 çулталăк çурă, 2015 çултан тытăнса пĕтĕмĕшле 6 çула шута илеççĕ. Кунсăр пуçне çĕнĕ законодательствăпа килĕшÿллĕн ача пăхса пурăннă тапхăршăн çулталăкри пенси коэффициенчĕсем пысăкрах пулаççĕ. Иккĕмĕш ачашăн вăл 2 хут, виççĕмĕшпе тăваттăмĕшĕшĕн 3 хут пысăкрах пулать. Акă амăшĕ 4 ача çуратса ÿстернĕ, вĕсене пăхса пурăнса 6 çул отпускра пулнă пулсан, çавăншăн унăн коэффициенчĕ 24-па танлашать. Кунсăр пуçне виççĕмĕш тата тăваттăмĕш ача пăхса пурăннă тапхăршăн пысăклатнă пенси коэффициенчĕсене шутласа параççĕ, вăл уйăхра 28 пин тенкĕ ĕçлесе илнин шайĕнче пулать.

Пенсин çĕнĕ законодательствинче нумай ачаллă амăшĕсен тата çурçĕр регионĕсенче ĕçлесе пурăннă амăшĕсен 50 çула çитсен пенсие тухмалли правине сыхласа хăварнă. Чăваш Республикинче 5 е ытларах ача пăхса ÿстернипе 17 пин амăшĕ вăхăт çитмесĕрех паракан пенсие илсе тăрать. Çурçĕр регионĕсенче ĕçленипе тата çемьере икĕ е ытларах ача пулнипе 50 çулта пенси илсе тăма тытăннисем 200-е яхăн амăшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика