Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыхăнусăр малашлăх çук

16 апреля 2014 г.

 

 

1944 çулта Муркаш районне йĕркеленĕ хыççăн парти, совет органĕсене, производство тата ял хуçалăх предприятийĕсене çыхăнса ĕçлеме чи малтанах телефон çыхăнăвĕпе çыхăнтарасси чи пĕрремĕш задачăсем шутне тухса тăнă.

Малтанхи çулсенче телефон çыхăнăвне юпасем тăрăх каякан çыхăну линийĕсемпе тивĕçтернĕ. Кайрантарах вара ку тĕллевпе çыхăнăвăн алăпа çыхăнтармалли телефон коммутаторĕсемпе усă курма пуçланă. Тĕп коммутатор Муркашра, ыттисем Мăн Сĕнтĕрте, Йÿçкассинче, Чуманкассинче, Ярославкăра пулнă. Абонентсене пĕр-пĕринпе икĕ пралуклă линисемпе телефонисткăсем сыпăнтарнă.

Ял çыннисене тĕрлĕ информацисене тата хыпарсене пĕлтерсе тăма пралук карса радио линийĕсем йĕркелесси анлă сарăлса пынă. Хыпарсене пĕлтерсе тăракан вырăнти студисем чи малтанах Муркашра, Мăн Сĕнтĕрте, хăш-пĕр колхозсенче ĕçлеме тытăннă.

1969 çулта Муркашпа Мăн Сĕнтĕре сыпăнтаракан участокра пăхăр пралуклă МКСАП 1х4х1,2 маркăллă кабель çĕр айĕпе хурса çыхăну йĕркеленĕ, частота уплотненийĕн КНК-6 икĕ аппаратурине вырнаçтарнă. 1970-мĕш çулсен пуçламăшĕнче вара алăпа çыхăнтармалли телефон коммутаторĕсене координат системин автоматлă телефон станцийĕсемпе (АТСК) улăштарма тытăннă.

1972 çулта «Дружба» (Ярапайкасси), «Герой» (Шурча), «Свобода» (Çатракасси) колхозсенче шалти производство телефон çыхăнăвĕн (ВПТС) станцийĕсене тума пуçăннă. Ку ĕçсене вĕсем хăйсен укçи-тенкипе пурнăçланă. 10 çул хушшинче пур ял хуçалăх предприятийĕсем те хăйсен вырăнти радиоузелĕсене хута янă.

1976 - 1977 çулсенче район центрĕнче çыхăну сооруженийĕсене реконструкцилес ĕçсем сарăлнă. 1000 номерлĕ АТСК 100Ÿ2000 телефон станцийĕ вырнаçтарса телефон канализацийĕ хута янă. Çакă районти телефон çыхăнăвне аталантарма май паракан пысăк утăм пулса тăнă.

Муркаш районĕнчи телефон çыхăнăвĕн аталанăвĕн палăрăмлă çĕнĕ шайĕ 2005 çулпа çыхăннă. Çав çул район центрĕнче Раççейре туса кăларнă АЛС-4096С маркăллă çĕнĕ цифра коммутаторĕ вырнаçтарнă. Çав çулах ялсенчи АТС-сенче те цифра мелĕпе ĕçлекен çыхăну оборудованийĕ вырнаçтарма пуçăннă. Çакă тĕп АТС-па тата хулапа çыхăнма май панă, çыхăнăвăн пахалăх шайĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çулталăк хушшинче Йÿçкассинче, Орининта координат АТС-ĕсене цифрăллисемпе улăштарнă, Матьăкра, Панклире, Атапайра, Мулкачкассинче тĕп коммутатор (АЛС-4096С) йышши çĕнĕ АТС-сем хута янă. Вĕсене çыхăнăвăн пăхăр кабельне хурса хăварса сыпăнтарнă, вĕçĕнчи станцисенче ОПМ-30 тата ОЛТ маркăллă çĕнĕ цифра аппаратури вырнаçтарнă. Шупашкарпа Муркаш хушшинче çыхăнăвăн çĕнĕ оптика кабельне хунă.

Çакăн хыççăн хуласем, çĕр-шывсем хушшинчи çыхăну тата телеграф пахалăхĕ чылай лайăхланчĕ. Даннăйсене ярса памалли аппаратура, Интернет пурнăçа кĕчĕç. Предприятисемпе организацисенче тата ял çыннисем хушшинче компьютерсем анлă çул тупрĕç. Çынсем электрон почтипе усă курма, скайп мелĕпе хутшăнма тытăнчĕç.

Республикипе чи малтанхисенчен пĕри 2006 çулхи июнь - ноябрь уйăхĕсенче районти пур шкулсене те компьютерсемпе çыхăнтарас тата Интернетăн анлă йăрăмлă мелĕпе çыхăнма май туса парас енĕпе çине тăрса ĕçлерĕмĕр. 2006 çултах ноябрь уйăхĕнче Çатракассинчи АТС-ра ялсенче пĕрремĕш хут Интернетăн анлă йăрăмлă мелĕпе çыхăнмалли DSLAM аппаратурине вырнаçтартăмăр. 2007 çулта Муркашри çыхăну цехĕн коллективĕ ялсенчи АТС-сенчи оборудованисене çĕннисемпе улăштарас ĕçсене малалла туса пычĕ. Çапла вара 2008 çулта районти юлашки 24-мĕш АТС хута кайрĕ.

2008 çул вĕçĕнчен тытăнса 2009 çул пуçламăшĕччен акционерсен «Волгателеком» обществи ертсе пынипе Муркашри 150 тăваткал метр лаптăк йышăнакан цифра çыхăнăвĕн аппаратурине татах çĕнĕреххипе, пĕтĕмпе те 20 тăваткал метр лаптăк йышăнаканнипе улăштартăмăр. Автоматла режимпа ĕçлекен аппаратурăна пăхса тăракан та кирлех мар.

Универсаллă услугăсене пурнăçа кĕртессипе Правительство йышăннă программăпа килĕшÿллĕн 2007 çул пуçламăшĕнче районти кашни ялтах таксофонсем вырнаçтарассипе çине тăрса ĕçлеме тытăнтăмăр. Ку ĕçе кĕске вăхăтра пурнăçлама пултартăмăр.

Координат АТС-ĕсене улăштарас ĕçсене вĕçленĕ хыççăн 2010 çулхи август уйăхĕнче Муркаш - Мăн Сĕнтĕр линипе çыхăнăвăн пăхăр кабелĕ çинчен оптика кабелĕ çине куçма май килчĕ. Çавна май çыхăнăвăн Оптик-NGE-160G аппаратурипе усă курма пуçăнтăмăр. Вăл Интернет тата телефон çыхăнăвĕ валли 1 ГГб юхăм (поток) яма май пачĕ. Çакă Мăн Сĕнтĕрте пурăнакансен район центрĕпе тата хулапа хальхи çыхăну мелĕпе çыхăнассин ыйтăвне татса пачĕ, Интернета тухассин хăвăртлăхне ÿстерчĕ, телевидени каналĕсене пăхасси те лайăхланчĕ.

Май килнипе усă курса 2011 - 2012 çулсенче Москакассинчи, Орининти тата Çатракассинчи АТС-сене те оптика аппаратури çине куçартăмăр. Интернета тухассин хăвăртлăхĕ ÿсрĕ, нумай каналлă телевидение пăхма та майсем пулса тăчĕç.

2012 çулхи çуркунне район центрĕнче оптикăна киле çитерессипе (FTTX - Интернет тата телевидени) ĕçсем пуçăнчĕç. Муркашра пурăнакансем валли Октябре 50 çул, Гагарин, Мир, Чапаев тата Заводская урамсенче оптика кабельне 4 ункă хурса хăварнă. Пĕрремĕш абонента 2012 çулхи майăн 17-мĕшĕнче сыпăнтарнă. Район администрацийĕ, районти шалти ĕçсен пайĕ, райпо, район сучĕ, бизнес-инкубатор, пушар чаçĕ, районти тĕп больница валли оптика кабелĕсене икшер хывнă. 2013 çул вĕçĕнче çыхăнăвăн оптика кабельне Мăн Шаптакри АТС-а çитертĕмĕр.

Хальхи вăхăтра 250 çынран кая мар пурăнакан пур ялсене те оптика çыхăнăвне çитерес задача тăрать. Çакă вăл пĕтĕмпех бухгалтери учечĕн ĕçне централизацилеме, ĕç тухăçлăхне ÿстерме, предприятисенче экономика пĕлтерĕшлĕ йышăнусене хăвăрт тума, ĕç вырăнĕнчен тухмасăрах калаçусем, видеоконференцисем ирттерме май парать.

Сăн ÿкерчĕкре: 1972 çул. Муркашри çыхăну цехĕн ĕçченĕсем субботник хыççăн çыхăну цехĕн кивĕ çурчĕ умĕнче.

В. РЫЖКОВ,

Муркашри çыхăну цехĕн электроçыхăнăвăн 1-мĕш категори инженерĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика