Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки хире чĕнет

16 апреля 2014 г.

 

Ытти çулсенче çурхи шыв-шур сассипе тулнă ака уйăхĕ кăçал çĕр ĕçченне шыв юхнипе хăратмарĕ. Ир-каç хальлĕхе сивĕ тăни тата хирсенче юр çукки хресчене çанталăк ăшăтнипе пĕрле ака-суха ĕçĕсем те алăкран шакканине систерет. Çĕр ĕçĕпе пурăнакан чăваш çынни çак вăхăта ака уйăхĕ тесе ыт ахальтен каламан ĕнтĕ: хĕл ыйхинчен вăраннă тĕнче çур акине хатĕрленет. Çулталăк тăрантаракан чи ответлă тапхăр тесе хаклать ăна çĕр ĕçченĕ. Хаклать те ир-каçа пăхмасăр çĕр-аннемĕр умĕнчи яваплăха туйса уй-хир ĕçĕсене хатĕрленет. Епле пырать-ха çак хатĕрленÿ кăçал; Çак ыйту çине тулли хурав парассипе иртнĕ кĕçнерни кун, ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Е. Андреев яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăх тĕслĕхĕнче район администрацийĕн экономикăпа АПК аталанăвĕн пайĕ районти хуçалăхсен инженерĕсемпе агрономĕсен çур аки умĕнхи йăлана кĕнĕ семинар-канашлăвне ирттерчĕ.

Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ кăçалхи çур акине ытти çулхисенчен ответлăрах хатĕрленни кунти ĕçсемпе çывăхарах паллашсан курăнать. Пĕтĕмлетсе каласан хуçалăхра çурхи уй-хир ĕçĕсен планне туса хатĕрленĕ, унпа механизаторсене тата уй-хир ĕçченĕсене паллаштарнă, сĕрмелли-çунтармалли материалсем çителĕклĕ хатĕрленĕ, техникăна хире кăларма юсаса çитернĕ. Хуçалăх ертÿçи Виталий Семенов кун пирки çапла каларĕ:

- Çур акине пĕр-икĕ кун хушшинче хатĕрленсе çитме май çуккине эпир хамăр хуçалăхра пурте курса-пĕлсе тăратпăр. Çавăнпа та çак ĕçе эпир иртнĕ кĕркунне ял хуçалăх техникине управа лартассинчен пуçăнтăмăр. Çак ĕçе тирпейлĕ пурнăçланăран хăш техника хатĕрĕ валли мĕнле саппас пайсем кирлине эпир хĕле кĕричченех шута илтĕмĕр. Çапла вара улăштармалли пайсене йăлтах çĕнĕрен туянса хутăмăр. Иртнĕ кунсенче юсавçăсем вĕсене йăлтах майлаштарса тухрĕç. Ака вăрлăхне те çителĕклĕ янтăланине шута илсен эпир паян çур акине тухма хатĕр. Пирĕн тĕллев - ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерсе тухăç никĕсне хывса хăварасси. Ăна пурнăçлама ĕç ушкăнĕсем хатĕр. Вĕсем ĕç дисциплинине хăй еккипе ямасан пĕр йышра пулса çур акине те агротехникăпа пăхнă пек кĕске тапхăрта ирттерессе шанатăп.

Ÿсĕм çулĕ çине тăнă кооператив çур акине хатĕрленнипе паллашиччен Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче семирар-канашлăвăн пленарлă пайĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ             Р. Тимофеев тата республика шайĕпе ĕçлекен специалистсем активлă хутшăнни ĕçлĕ канашлăва тухăçлă йĕркелеме май пачĕ.

Ĕçлĕ тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕ. Хăйĕн кĕске сăмахĕнче вăл кăçалхи çур аки районшăн уйрăмах пĕлтерĕшли çинче чарăнса тăчĕ.

- Кун тăршшĕ вăрăмланнă май çур акиччен вăхăт сахалрах та сахалрах. Хуçалăхсенче лару-тăру тĕрлĕрен пулнине курса тăратпăр. Çур акине хатĕрленессипе республика шайĕнчи лару-тăру пире хальлĕхе савăнтарсах каймасть. Анчах çакă çур аки пахалăхĕ çине витĕм кÿмелле мар. Мĕншĕн тесен юлнă кунсенче пурнăçламалли ĕçсем çакăнта ырă улшăнусем кĕртме май парасса куратпăр. Пирĕн çакăнпа усă курмалла. Юлашки çулсенче ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси каялла утăмланине чарса лартасси шăпах çур акирен пуçланать. Унран пĕлтерĕшлĕреххи пирĕн  çĕр ĕçченĕшĕн халĕ пулмалла та мар. Çавăнпа та паян пирĕн çур акине хатĕрленессипе юлнă кашни ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Кĕр çитсен вара вăхăтра пурнăçламан ĕçсемшĕн пит хĕретмелле ан пултăр, - терĕ семинар-канашлури ĕçлĕ калаçусен никĕсне палăртса район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Кăçалхи çур акире пурнăçламалли ĕçсен планĕпе пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-экономикăпа АПК аталанăвĕн тата муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçи В. Ананьев паллаштарчĕ. Ĕçсен калăпăшĕ вара пĕчĕк мар. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен агротехникăна пăхăнса  кĕске вăхăтра çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пурĕ 11,2 пин гектар, пĕр çул ÿсекен курăксене 1509 гектар, кукурузăна 316 гектар çинче акса хăвармалла. Кунпа пĕрлех вăхăчĕпе усă курса 482 гектар çĕр улми тата 28 гектар пахча çимĕç лартмалла. 4881 гектар çинчи кĕрхи культурăсемпе 5200 гектар йышăнакан нумай çул ÿсекен курăксен пуссисене сÿрелесе нÿрĕк тытса хăварасси тата вĕсене минераллă удобренисемпе апатлантарасси те - çурхи ака-сухара туса ирттермелли ĕçсем.

Ума лартнă тĕллевсене кирлĕ пек пурнăçлассинче вăрлăх пахалăхĕ тĕп вырăнта пулнине хресчен ăнланатех ĕнтĕ. Çавăнпа та семинар-канашлура «Россельхозцентр» филиалăн районти уйрăмĕн ертÿçи А. Павлов вăрлăх пахалăхĕ пирки калани кашниншĕнех вырăнлă пулчĕ теес килет. Канашлу ирттернĕ кун тĕлне районти хуçалăхсем ака валли кирлĕ вăрлăха пĕтĕмпех (2966 тонна) тĕрĕслеттернĕ. 2194 тонни çеç (74 проценчĕ) ака кондицине тивĕçтерни вара шухăшлаттарать. Е. Андреев яч. хис., Суворов яч. хис., Ильич яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе            А. Трепневăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ака вăрлăхĕ пĕтĕмпех кондициллĕ пулни тĕслĕх илмеллисем хамăр хушăрах пуррине çирĕплетет.

Çур аки ирттерме минераллă удобрени те, ÿсен-тăран хÿтĕлемелли им-çам та, дизель топливипе бензин та паян çителĕклĕ мар. Анчах хуçалăх ертÿçисем кунта татса памалла мар ыйтусем çукки пирки калаçни шанчăк çуратрĕ.

Уйрăм сăмах хирте ĕçлекен ял хуçалăх техники тĕлĕшпе. Патшалăх техника надзорĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ С. Николаев сăмахĕнчен ума çакнашкал ÿкерчĕк тухрĕ. Асăннă кун тĕлне хире тухмалли тракторсен, сеялкăсемпе плугсен, культиваторсен ытларах пайĕ ĕçе хатĕр пулнă. Çавăнпа та Сергей Александрович уяр кунпа туллин усă курса акана тухиччен техникăна юсавлисен ретне лартма тăрăшма, тракторсене техосмотр тăратассипе тимлесе ĕçлеме ыйтрĕ.

Семинар-канашлура çур акине хатĕрленессипе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулакансене те, ыранхи кун çине пÿрне витĕр пăхакансене те итлерĕç. Кун йĕркине çĕнĕлĕхсемпе паллашассине те кĕртрĕç.

Çĕнĕлĕх тенĕрен. Ĕçлĕ калаçу пуçăниччен хуçалăхсен ертÿçисемпе агрономĕсем тата инженерĕсем вăрлăх аласа хатĕрлемелли çĕнĕ техникăпа паллашрĕç.

 Ĕçлесен пурăнма та, аталанма та пулатех. Инженерсемпе агрономсен семинар-канашлăвĕ пĕлтĕрхи кăтартусене тĕпе хурса 2014 çул валли ĕç планĕ йышăнчĕ.

 

 А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика