16 апреля 2014 г.
Иртнĕ эрнере районти ветерансен пысăк йышĕ, вăл шутра пенсионерсен пĕрлĕхĕ, АПК ветеранĕсен канашĕ тата ветерансен канашĕ черетлĕ ларăва ирттерме Йÿçкасси ял тăрăхне çитсе килчĕ. Çавăн пекех вĕсемпе районти ответлă ĕçченсем те пулчĕç.
Сумлă делегаци чи малтанах пултаруллă ертÿçĕ, ял хуçалăх производствин анлă тавра курăмлă йĕркелÿçи, чылай шайри хисепе тивĕçнĕ Раççейри ял хуçалăх наукисен академийĕн çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм Раççейри наукăпа тĕпчев институчĕн «Ударник» ФГУП директорĕ пулнă П. Давыдова халалланă Асăну хăми умĕнче пуç тайрĕ.
Ĕçлĕ çул çÿрев ватă çынсемпе инвалидсен Йÿçкассинчи интернат çуртне илсе çитерчĕ. Кунта чи малтан асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Кузьмин пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Пухăннисем çĕрпе, тирпей-илем кĕртессипе кăсăкланчĕç. Ыйту çул-йĕр тавра та пулчĕ, тĕслĕхрен, Вăрманкассине кĕрсе тухма питĕ йывăр.
- Пирĕн ял тăрăхĕнчи çул-йĕр пĕтĕмпе 32,8 çухрăм тăршшĕ. Муниципалитет шайĕнчи мĕн пур çула тытса тăма бюджетра укçа-тенкĕ çитсе пыраймасть. Çавăнпа та юсав ĕçĕсене тĕллĕн-тĕллĕн пурнăçлама тивет. Паллах, пĕр харăс пур ĕçе пурнăçлама май çук, юсама тăрăшăпăр, - терĕ Анатолий Николаевич лару-тăрăва ăнлантарнă май.
Асăннă делегаци сумлă çулхи çынсенчен тăрать, çавăнпа та вĕсене ытларах асăннă учрежденири ĕç-хĕл кăсăклантарчĕ. Кашниех кунта хÿтлĕх тупнă çынпа калаçма тăрăшрĕ. Сÿтсе явмалли вара вĕсен чылай пулчĕ. Интернат çурта В. Шивирева ăнăçлă ертсе йĕркелесе пырать. Хÿтлĕх тупнисене кунти пурнăç туллин тивĕçтерет. Çакна эпир вĕсемпе калаçнинчен тата вĕсен кăмăл-туйăмĕнчен пĕлтĕмĕр. Шăпа тĕрлĕрен çынна пухнă, чи çамрăкки 48 çулта, 90 çула çитнисем те пур, хăшĕ тата ултавçăсен серепине лексе пурăнмалли çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă. Çапла вара çакăнти кашни çын патшалăх пулăшăвне тата кунта вăй хуракан тимлĕхне аван туять.
Муркашри тĕп больницăн Йÿçкассинчи пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕ тата ун çумĕнчи медицина сестрисен пулăшăвĕн уйрăмĕ те йывăр шăпаллă тата аслă ăрури çынсемшĕн питĕ меллĕ.
- Тĕрлĕ йывăр чир-чĕрпе нушаланакансене килти условире пăхма çăмăл мар е пачах та май çук. Шăпах çакăн пек çынсене илсе килеççĕ пирĕн пата. Медицина услугипе тивĕçтересси çÿллĕ шайра. Хăш-пĕр ĕçе кунта тума май килменнипе тата чир шайне кура малашнехи сиплев е тĕрĕслев ирттерме районти тĕп больницăна илсе тухатпăр. Паллах, çакă та меллĕ чирлĕ çыншăн. Лару-тăрăва кура хăшĕсене икĕ-виçĕ эрнелĕх е ытларах вăхăтлăх илсе килеççĕ, - паллаштарать кунти врач Р. Михайлова.
Услугăшăн пĕр талăкра 350 тенкĕ тÿлемелле, вĕсене хăш-пĕр эмелпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Кунта вырнаçасси маларах чăрмавлă пулнă, черет кĕтме тивнĕ. Çынсен ыйтăвне тивĕçтерес тесе халĕ çакăн йышши уйрăм Турай больницинче те уçăлнă, çавна май вăрăм черет кĕтсе хăшкăлмалла мар.
Ыйту хыççăн ыйту çуралчĕ пухăннисен. Сиплев ĕçĕпе çыхăннисем юлашки вăхăтра ытларах та ытларах калаçтараççĕ çынсене. Тĕл пулăва районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В. Данилов хутшăнма кăмăл тунăран кашни ыйту çине тивĕçлĕ хурав пулчĕ. Йÿçкасси тата Уйкас Янасал офисĕсенче шăл тухтăрĕ çукки чăрмавлă. Судпа медицина экспертизи тивĕçтерекен услуга кăткăслăхĕ (вилнĕ çынна касасси) чылайăшне хумхантарать. Республикăри пĕчĕк районсен больницисен шăпи те иккĕленÿллĕ, пирĕн район больници ку категорие кĕменни савăнтарать, паллах.
Çавăн пекех социаллă хÿтлĕх, социаллă пулăшу, пенси сфери тĕлĕшĕнчи ыйтусем çине те тивĕçлĕ хурав тупрĕç. Вĕсене асăннă органсен ертÿçисем ăнлантарчĕç.
- Ĕçе çапла шайра йĕркелени уйрăмах аслă çулхисене питĕ кирлине эпир тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр. Малашне те çавăн пек тĕл пулусем йĕркелеме тăрăшăпăр. Çыннăн чуна тивекен кашни ыйтăвне ответлă ĕçчен илтме тата ун çине тивĕçлĕ хурав пама пултартăр, çавăн пекех пĕр-пĕринпе пĕрле ларса чуна уçса калаçни те пысăк пĕлтерĕшлĕ, - терĕ пенсионерсен пĕрлĕхĕн ертÿçи А. Скворцов.
Р. Илларионова.