16 апреля 2014 г.
Уйрăм çынсем эрех ăшне путни ахаль те куç умĕнчех: пĕрисем ирех ялти лавккана утаççĕ, теприсем эрнелĕх пурăнма «фанфурик» туянас тесе райцентра «ĕçпе кайма» та ÿркенмеççĕ. Чăнах та кунти хăш-пĕр «точкăсенчен» çак вилĕм шĕвекне вуншар кĕленче тултарса тухакансем те сахал мар. Кун пеккисен йышĕнче вара хĕрарăмсем те пур.
Çак кунсенче районти предпринимательсен канашĕ, хĕрарăмсен канашĕ тата депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем районта çакăн пек 20 ытла «точка» пуррине палăртса вĕсен хуçисем патне уйрăммăн çырупа тухрĕç. Пиллĕкĕшĕ калаçу вăхăтĕнчех спирт пур шĕвеке малашне сутма чарассине пĕлтернĕ. Ку та савăнтарать: тен пĕр вунă ача та пулин амăшĕн ăшшине ытларах туйма пуçлĕ.
Хĕрарăм эрех ĕçни çемьешĕн мĕн тери пысăк хуйхă, чăн-чăн инкек пулнине çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен районти комиссин ларăвĕсене хутшăннă май тата ытларах туйса илетĕн. Мĕн чухлĕ ача ашшĕ-амăшĕн тимлĕхне курмасăр ÿсет.
Паян çак хăрушă пулăм пирки çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен районти комиссин ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракан секторĕн ертÿçи Лариса Петрова хăйĕн шухăшне пĕлтерме кăмăл турĕ:
- Мĕн акатăн - çавă шăтать, теççĕ халăхра. Çак каларăша паян шутласа кăларман. Халăх ăруран ăрăва куçса пыракан пурнăçа сăнласа, пур ăс-хакăла ăса хывса авалтанпах çапла каланă. Тĕрĕс мар пулнă пулсан ку каларăш тахçанах манăçа тухнă пулĕччĕ. Çак сăмахсем вара паянхи кун та питĕ çивĕч.
Ĕçке путнă ашшĕ-амăшĕн ачисен пурнăçăн анлă çулĕ çине мĕнле тухмалла-ши? Ашшĕ-амăшĕ йĕркесĕр пурăннине курса вĕсем урăх çула тĕрĕс суйласа илме пултарайраççĕ-ши? Çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен районти комиссин кашни ларăвĕнче эпир ашшĕ-амăшĕ эрехпе иртĕхсе ачисем çинчен маннă тĕслĕхсемпе тĕл пулатпăр. Кун пек çемьесенче тата пĕр е икĕ ача кăна мар, нумай чух ку çемьесем нумай ачаллисем.
Акă иртнĕ кварталта кăна ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн (РФ Административлă право нормисене пăснин кодексĕн 5.35 статйи) çырнă протоколсем тăрăх 32 ĕç пăхса тухрăмăр. Саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттартăмăр.
Хĕрарăмсем эрех ĕçсе çемье çинчен манни ытларах пăшăрхантарать. Эрех ĕçнинчен сипленме хăйсен кăмăлĕпе каякансем те пур, анчах «эпĕ алкоголик мар» тесе хăйсем чирлине йышăнманнисем те сахал мар. Çын алкоголизм чирĕпе чирлесси çине çемье, общественность, коллектив эрех ĕçнине сивлемесĕр йышăнни те витĕм кÿрет.
Эрех ĕçес тĕлĕшпе çынсене тăватă ушкăна уйăрма пулать: эрех пачах ĕçменнисем, сайра-хутра ĕçекенсем, час-часах ĕçекенсем (эрехпе иртĕхекенсем) тата алкоголиксем. Юлашки икĕ ушкăнне кĕрекенсем «мĕнпе чирлерĕн çавăнпа сиплен» тесе хăйсем тĕллĕн ниепле те эрех айĕнчен тухаймаççĕ. Вĕсем врач пулăшăвĕсĕр мала каяймĕç. Çавăнпа та вĕсене çывăх çыннисемпе юлташĕсен нарколог врач патне кайма сĕнмеллех тесе шутлатăп. Кун пек те ĕç тухмасть пулсан пирĕн пата - çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен районти комиссин ĕç-хĕлне тивĕçтерекен сектора (район администрацийĕн çурчĕ, пĕрремĕш хут) та килме пултаратăр. Эпир яланах кирлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшма хатĕр. Ачасем йĕркеллĕ ÿсчĕр çеç.
Н. Николаева.