Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх министрĕ хуçалăхсенче пулчĕ

16 апреля 2014 г.

 

Çур аки çывхарса килет. Çак ответлă тапхăрта мĕн туса ĕлкĕрмелли çинчен иртнĕ эрнере районти ял хуçалăх предприятийĕсен тата Х(Ф)Х ертÿçисен канашлăвĕнче пуçтарăнса калаçнăччĕ ĕнтĕ. Иртнĕ шăмат  кун вара пирĕн района Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ С. Павлов килсе кайрĕ, хуçалăхсенче çур акине хатĕрленес ĕç епле пынипе паллашрĕ.

Чи малтанах Сергей Владимирович район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе         В. Ананьевпа «Оринино» хуçалăхра  пулчĕ. Машинăпа трактор паркĕнче çав кун шăпах техника тĕрĕслевĕ иртетчĕ.

- Çур акине паян тесен паян тухма хатĕр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çитеççĕ. Механизаторсем те пур, - терĕ хуçалăх ертÿçи Ю. Шишокин Сергей Владимировича.

Министр ĕç условийĕсемпе кăсăкланчĕ.  Ку енĕпе те асăннă хуçалăх ĕçченĕсен пăшăрханмалли çук.

-  Февраль уйăхĕнчен пуçласа  ĕç укçине 16 процент таран хăпартрăмăр. Апрельтен пуçласа тата 20-шер процент преми пама пуçлатпăр, - тет Юрий Николаевич.

Ку çеç те мар. Отпуска кайнă чух тата ял ĕçченĕсене пĕр оклад чухлĕ преми параççĕ.

Сергей Владимирович выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăрупа та кăсăкланчĕ. Хуçалăх ертÿçи каланă тăрăх паян «Орининора» 205 ĕне. Сĕте хуçалăх Етĕрнери сĕт-çу заводне ăсатать. Асăннă предприятипе ĕçлени  - Орининсене çур акинче те пулăшу.

- Эпир ытти хуçалăхсем пек банксенче кредит илместпĕр. Çур аки тума та, тыр-пул пухса кĕртме те партнер пулăшать, - тет хуçалăх ертÿçи.

Кăçал та Етĕрнесем вĕсене 1-1,5 млн. тенкĕ пама шантараççĕ.

«Оринино» хуçалăх ĕçченĕсем министрпа тĕл пулнă чух чуна хумхантаракан ыйтусене те хускатрĕç. Министр чи малтанах ял çыннисене килти хушма хуçалăхсене аталантарма паракан кредитăн процент ставкине саплаштармалли субсиди республикăна килсе çитни çинчен каласа савăнтарчĕ.

Ял çыннисене патшалăх паракан ытти пулăшусем те кăсăклантараççĕ. Министр çакна палăртрĕ. Пĕлтĕр минераллă удобренисем туяннă чух парса пулăшма федераллă бюджетран укçа-тенкĕ килмен пулсан та республика ял ĕçченĕсене çак çăмăллăха пачĕ. Кăçал вара ун вырăнне чылай çĕнĕ пулăшусем хушăнчĕç. Усă куракан кашни гектар пуçне укçа парса пулăшать. Хранилищĕсем тусан тухса кайнă укçа-тенкĕн 30 процентне патшалăх тавăрса парать. Е тата выльăх-чĕрлĕх фермисене реконструкцилеме кредита 15 çуллăха пама пуçлаççĕ. 8 процентне федераци бюджетĕнчен, тепĕр 3 процентне республика бюджетĕнчен саплаштарса парать патшалăх.

Ĕçлекене патшалăх та пулăшать. «Оринино» хуçалăх яланах техникăна «Чувашагролизинг» урлă туяннă пулсан, халь çак ĕçе «Рослизинг» урлă та çăмăллăнах пурнăçлама пулать. Сергей Владимирович документсене хатĕрлесе парас енĕпе министерство пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ. Документсене Мускава Интернетпах яма пулать. Техникăна вара киле килсех параççĕ.

В. Ананьев каланă тăрăх «Герой» хуçалăх кăçал «Рослизинг» урлă 3 техника хатĕрĕ туянать.

Сергей Владимирович ял çыннисен кашни ыйтăвĕ çине хуравларĕ.

Ун хыççăн «Путь Ильича» агрофирмăна çитсе килчĕ. Унăн ертÿçи А. Воробьев хуçалăх çур акине хатĕррине пĕлтерчĕ.

Вут пек «çунтарса» тăракан Геннадий Шарапов тĕп инженер пур чухне урăхла пулма та пултараймасть.

- Хăйĕн ĕçне çав тери юратса тăвать. Ун пек специалистсем халь сайра тĕл пулаççĕ, - тет Алексей Валентинович.

Механизаторсем  ку хуçалăхра та çителĕклĕ. 2 «Бюлер» трактора çамрăксене шанса панă. Çур акине кăçал Иван Васильевпа Алексей Воробьев тухĕç  ют çĕр-шыран кÿрсе килнĕ çав вăйлă «хурçă утсемпе».

Хуçалăхра вăрлăх та, минераллă удобрени те çитет.

- 250 тонна минераллă удобренишĕн укçине тÿлерĕмĕр. Кашни кун 40-шер тонна кÿрсе килетпĕр, - тет  А. Воробьев.

Алексей Валентинович министра выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕн малашлăхĕпе те паллаштарчĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ çĕнĕ КЗС-ра пулса курчĕ.

Министр та мĕн курнипе кăмăллă пулчĕ. Ял ĕçченĕсене çур акине ăнăçлă ирттерсе пысăк тухăç илме ырă сунчĕ.

Л. ТУКТИНА.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика