Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регистраци ыйтăвне ан ман

12 апреля 2014 г.

 

Çĕр-шывра халăх вырăнтан вырăна йышлă куçнă вăхăтра пурăнатпăр. Çынсем хăйсене вуншар çул каяллахинчен ирĕклĕрех тытни лайăх-ха вăл, анчах саккунсем улшăнни Раççей гражданĕсене хăй пурăнакан е вăхăтлăх тытăнса тăнă вырăнсенче вăхăтра  регистрацилессипе тата унтан тухассипе тăтăшах тимлĕ пулма ыйтать. Çакăн çинчен тата миграци службинчи çĕнĕлĕхсем пирки хамăр вулакансене ăнлантарса пама эпир федераллă миграци службин районти территори пункчĕн пуçлăхĕнчен Любовь ПЛЕЧОВĂРАН ыйтрăмăр.

- Калаçăва чĕннĕшĕн тавах. Граждансене хăйсем пурăнакан вырăнсенче саккунпа килĕшÿллĕн вăхăтра регистрацилесси тата çак ыйтăва тĕрĕс пурнăçласси - Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи федераллă миграци службин управленийĕн районти территори пункчĕн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри. Кун хыçĕнче вара конкретлă çынсен ĕçĕ-хĕлĕ тăрать, пурнăç аталанăвĕ сăнланать. Ăна пăхăнманнисем тĕлĕшпе саккун административлă явап тыттарассине те пăхнă (2013 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче вăя кĕнĕ «РФ уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» федераци саккунĕ). Çак саккунпах РФ Уголовнăй кодексне 322.2 статья кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн Раççей гражданинне фиктивлă майпа «хăй пурăннă е вăхăтлăх пурăннă» çĕрте регистрациленĕшĕн пÿлĕм хуçисене 100 - 500 пин тенкĕлĕх айăплама пултараççĕ. Ку «ĕçпе» судпа айăпланнисене 3 çул хушшинчи ĕç укçи чухлĕ айăплав кĕтет. Вĕсен 3 çул хушши суд палăртнă ĕçсене вырнаçма та юрамĕ.

Лару-тăрăва тата яваплăха ăнланса эпир хамăр патăмăра килекен кашни гражданинăн ыйтăвнех вăхăтра та туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр.

Граждансен хăйсем пурăннă е вăхăтлăх пурăннă вырăнсенче регистраци учетне тăрас пулсан ял тăрăхĕсенчен хуçалăх кĕнекинчен çырса илнине илмелле. Пурăнмалли вăл е ку çурт тĕлĕшпе унта регистрациленме шутланă гражданинăн харпăрлăх прави пулмалла. Ăна çирĕплетекен документа патшалăх регистрацийĕ, кадастр тата картографи тĕлĕшпе ĕçлекен Федераллă служба учрежденийĕнчен илмелле.

Йĕркене пăхăнса пурăнсан сирĕн саккун умне те тăмалла пулса тухмĕ.

Граждансем хăйсем пурăннă е вăхăтлăх пурăннă вырăнсенче регистрациленме тата регистраци учетĕнчен тухма ыйтса çырнисене регистраци учечĕшĕн яваплă органсене  электрон мелпе те тăратма пултараççĕ. Çакна валли патшалăх тата муниципаллă услугăсен пĕрлехи порталĕ пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика