12 апреля 2014 г.
Республика Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинче ялта пурăнакансене медицинăпа санитарин пĕрремĕш пулăшăвне парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн 2013-2015 çулсенче республикăра модульлĕ 100 фельдшерпа акушер пунктне ĕçе кĕртмелле. Пирĕн районта та кĕçех çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута каймалла. Çакăн пирки Муркашри район тĕп больницин тĕп врачне Владислав Данилова тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр.
- Хорнуй ял тăрăхĕнчи Шаптак ялĕнче кăçал çĕнĕ ФАП ÿссе лармалла. Владислав Григорьевич, ку тĕлĕшпе ĕçсем мĕнле пыраççĕ?
- Пĕлтĕр Шомик ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ, кăçал палăртнă тăрăх çакăн пек пункт Шаптакра хута ямалла.
Фельдшерпа акушерăн çĕнĕ пункчĕсен малтанах ятарласа вĕсем валли çирĕплетнĕ санитарипе гигиена правилисене тивĕçтермелле. Кашни ФАП-а çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла. Шыв кĕртмелле, таса мар шывăн юхса тухмалла. Çаксене пĕтĕмех тăватпăр. Кунсăр пуçне ФАП-ра фельдшерăн йышăну пÿлĕмĕ (смотровой пÿлĕмпе пĕрле), прививкăсем тумалли пÿлĕмпе пĕрлештернĕ процедура пÿлĕмĕ, кĕтсе лармалли ятарлă вырăн, медицина персоналĕ валли уйăрнă пÿлĕм, эмел упрамалли, çурта тирпей кĕртмелли хатĕрсен уйрăм пÿлĕмĕсем тата ытти хăш-пĕр пÿлĕмсем те пулмалла.
Хальхи вăхăтра çак çурта туса лартассипе аукцион тапхăрĕ пырать, çĕре муниципалитет харпăрлăхĕнчен республика харпăрлăхне куçараççĕ. Указпа килĕшÿллĕн çурта туса лартассине ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви хăй çине илет, унти коммуникацисемпе ĕçлесси ял тăрăхĕн тата район администрацийĕн тивĕçĕ пулса тăрать.
Шаптакри фельдшерпа акушер пункчĕ çав вырăнтах пулать, мĕншĕн тесен унта юнашар ялсенче пурăнакансене те пырса çÿреме меллĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх ФАП çулла уçăлмалла.
- Владислав Григорьевич, Мăн Сĕнтĕрти больницăн хирурги уйрăмĕ тĕлĕшпе тĕрлĕ сас-хура çÿрет. Хирурги уйрăмне кăна мар, больницине те хупаççĕ текенсем те пур. Ку тĕлĕшпе сирĕн конкретлă хурав пурах пулĕ.
- Чи малтанах Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансене çак тĕлĕшпе конкретлă хурав парас тесе эпĕ унти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаптев халăх умĕнче отчет туса панă тĕл пулăва хутшăнтăм. Халăхра больницăна хупаççĕ текен тĕрĕс мар сас-хура çÿрет.
2012 çулта Муркашри район тĕп больницине тата Мăн Сĕнтĕрти больницăна пĕрлештернĕ хыççăн Мăн Сĕнтĕрти больницăна «Мăн Сĕнтĕрти иккĕмĕш номерлĕ район больници» ятпа хăварма йышăнтăмăр, участок больници туса хăварман. Çакна больницăра тĕрлĕ специалистсем ĕçлесе çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама пултарччăр тесе тунă. Çавна май кунта паян УЗИ тăвакан врач та, офтальмолог та, невролог та, ытти енĕпе ĕçлекен врачсем те тимлеççĕ. Пурĕ - тĕрлĕ специальноçлă 15 врач тата вăтам медицина персоналĕ 36 çын.
Хирурги уйрăмĕн ĕç-хĕлне лайăхлатас тĕллевпе икĕ больницăн хирурги уйрăмĕсене пĕрлештерме йышăнтăмăр, мĕншĕн тесен, сăмахран, ăш-чикри операцисене темиçе хирургран тата анастезиологпа реаниматологран тăракан бригадăсăр ирттерме юрамасть. Икĕ больницăра та çакăн пек çÿллĕ шайра ĕçлекен пысăк бригада службине йĕркелесе хальхи вăхăтри оборудованипе тивĕçтерме май çук. Мăн Сĕнтĕрте ĕçленĕ Николай Ефимович Григорьев хирурга Муркашри район тĕп больницине ĕçлеме куçарнă. Вăл халĕ эндоскоп оборудованийĕпе усă курса ÿте май пур таран сахалрах касса ăнăçлă операцисем тума тытăнчĕ.
Пирĕн хирургсем кÿршĕри Мари Республикинчи Горномари тата Элĕк районĕсенчен килекенсене те хирурги тĕлĕшĕнчен медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Хамăр районта пурăнакансене операци кирлĕ пулса тухсан, паллах, никама та пулăшусăр хăвармастпăр. Операци тăвасси те, ун хыççăн сипленесси те тÿлевсĕр.
Малашне вара эпир пирĕн хирурги центрне татах та вăйлăрах аталантарасшăн.
Мăн Сĕнтĕрти больницăра терапи, неврологи, инфекци уйрăмĕсем, поликлиника çумĕнчи кăнтăрлахи стационар та хăйсен ĕçне пăрахăçламаççĕ. Васкавлă медицина пулăшăвĕн бригади талăкĕпех ĕçлет, ун çумĕнче хирурги енĕпе пĕчĕкрех процедурăсене туса ирттермелли пÿлĕм уçнă, кирлĕ чух хирургсене те чĕнеççĕ. Травматологпа хирург çынсене малтанхи пекех йышăнаççĕ.
Хирурги уйрăмĕсене пĕрлештернĕрен Мăн Сĕнтĕрти уйрăмра ĕçленĕ кашни çыннах (ĕçлеме пултаракан ÿсĕме кĕрекенсене) ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме тăрăшрăмăр.
Мăн Сĕнтĕрти больница хупăнать тени нимĕнпе сăлтавланман тĕрĕс мар сас-хура кăна. Больницăна никам та хупма шутламасть.
- Тавах тĕплĕ хуравсемшĕн.
Н. Николаева.