12 апреля 2014 г.
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Анатолий Лаптевпа тĕл пулнă май ял администрацийĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăх задачисем пирки каласа пама ыйтрăм. Хаваспах килĕшрĕ Анатолий Владимирович:
- Ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн ĕçне федерацин «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» Саккунне, ял тăрăхĕн Уставне, Раççей тата республика законодательствисен нормисене тĕпе хурса туса пырать. Пирĕн тĕп задача вăл - вырăнти çынсене пурăнма, ĕçлеме тата канма йĕркеллĕ условисем туса парасси, территорире обществăлла йĕркелĕхпе хăрушсăрлăха тивĕçтересси.
Ял тăрăхĕн территорийĕнчи 19 ялта 3683 çын пурăнать. Çĕр пайĕн свидетельствине илнисем пĕтĕмпе 1308 çын. Вăл шутран 635-шĕ çĕр пайĕсене харпăрлăха çирĕплетнĕ. Ыйтман çĕр пайĕсем 507 шутланаççĕ. 337 çĕр пайне пĕтĕмпе 452,15 гектар Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн харпăрлăхне çирĕплетрĕмĕр.
Пирĕн территорире çак вăхăта çĕр ĕçĕпе ĕçлекен ял хуçалăх кооперативĕсем çук. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 14 тата çынсен харпăр хăйĕн хушма хуçалăхĕсем 1303. Фермерсен харпăрлăхĕнче 96 трактор, тиев турттармалли 39 автомашина, тĕш тырă пухса кĕртмелли 8 комбайн.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ çынсене социаллă хÿтлĕх парассине тĕллевлĕ туса пырать. Пĕччен пурăнакан ватă çынсене, çителĕклех пурăнайман, йĕркеллĕ мар çемьесене учета илнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем 2 çын, воин-интернационалистсем 33-ĕн. Демографи лару-тăрăвĕ хытах шухăшлаттарать. Иртнĕ çул 34 ача çуралчĕ (2012 çулта 39), 65 çын (2012 çулта 59) çĕре кĕчĕ.
Иртнĕ çул çынсемпе ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Ял çыннисене пĕтĕмпе 2787 ыйтупа йышăннă. Çынсен пĕр сĕнĕвĕ-ыйтăвĕ те асăрхамасăр тата шута илмесĕр ан юлтăр тесе тăрăшатпăр. Вĕсене пурне те шута илсе вăхăтра хурав пама тăрăшатпăр. Тишкерсе пăхас пулсан çынсенчен ытларахăшĕ шывпа тивĕçтерессин, территорисене тирпей-илем кĕртессин, социаллă, обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетессин ыйтăвĕсене çĕклет. Хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен черетне 2013 çулта 22 çемьене тăратрăмăр.
Ял тăрăхĕн территорийĕнче харпăр хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕрне тăвасси пысăк хăвăртлăхпа пырать. Отчетлă тапхăрта çурт-йĕр тума ирĕк илекен 15 çын пулчĕ, 2303 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă.
Тирпей-илем ыйтăвĕсем çине пысăкрах тимлĕх уйăрма пуçăнтăмăр. Уйрăмах ялсем çывăхĕнче ăçта килчĕ унта çÿп-çап тăкмалли туса хунă вырăнсене пĕтерессипе çине тăтăмăр. Ялсенчен йăла каяшне полигона турттарса каясси хальлĕхе проблемăллăрах. Кирлĕ чухне яла ятарлă автомашина килет, йăла каяшне полигона тиесе каять. Çавăншăн тÿлеме ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 150 пин тенкĕ расхутлама тиврĕ.
Иртнĕ çул çуркунне ял тăрăхĕнчи пур масарсен территорийĕсене те санитари тĕлĕшĕнчен тĕплĕн тасатса тухрăмăр. Тирпей-илем кĕртес ĕçсене апрель - май уйăхĕсенче пĕтĕм территорипех туса ирттерме тăрăшрăмăр. Ытларах организацисемпе предприятисем ку енĕпе йĕркелекен субботниксене активлă хутшăнчĕç. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне пур палăксемпе обелисксене те юсаса хăт кĕртрĕмĕр. Çак ĕçсене кăçал та пуçăнма вăхăт ĕнтĕ.
Хĕллехи вăхăтра ялсенчи çулсене юртан тасатассине йĕркеленĕ. Çав ĕçсемшĕн тÿлеме 424 пин тенкĕ расхутланчĕ.
Пур ялсенче те ял çыннисен пĕрлехи пухăвĕсене йĕркелесе ирттересси йăлана кĕчĕ. Вĕсенче вырăнти ыйтусене сÿтсе яватпăр. Кусем вĕсем ытларах территорисене тасатассипе, шывпа тивĕçтерессипе, çулсене юсассипе çыхăннă ыйтусем. Хăйсен çĕр участокĕсемпе çывăхри территорисене кирлĕ пек тасатса тăманнисене çырусем ярса парса асăрхаттарма та тиврĕ. Усси пулмарĕ теместĕп.
19 ял урамне çĕрле çутатса тăма 500 пин тенкĕ расхутланчĕ. Çулсене юсама 1040,5 пин тенкĕ уйăртăмăр. Мăн Сĕнтĕрти Багров тата Заводская, Мăн Хураçкари Чеботарская, Турикассинчи Молодежная урамсенчи çулсене юсаса тухрăмăр.
Шыв пăрăхĕсен системисене юсама тата шыв уçламалли насуссене улăштарма 500 пин тенкĕне яхăн тухса кайрĕ. Шыв башнисене, скважинăсене, шыв пăрăхĕсен линийĕсене чикĕлесе тухасси (межевание) 99 пин тенкĕне ларчĕ.
Ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакансем валли Мăн Сĕнтĕрте 51 хваттерлĕ çĕнĕ çурт çĕкленет. Çавăн пекех тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем валли 15 хваттерлĕ çурт тума пуçăннă.
Хальхи вăхăтра ачасене шкул çулне çитменнисен учрежденийĕнче вырăнпа тивĕçтересси çивĕч тăрать. «Мечта» ача садне 150 ача çÿрет пулсан, черетре тăракансем татах 105 ача.
Пирĕн ял тăрăхĕн территорийĕнче спорт хисепре. Район шайĕнче ирттерекен ăмăртусене ял тăрăхĕн команди тăтăшах хутшăнать. Çитĕнÿсем те çук мар. Ĕç çыннисен хĕллехи тата çуллахи спартакиадисене йĕркелетпĕр, Хĕл ăсатăвĕн уявĕн программинче те тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем сахал мар.
Право йĕркине пăснă тĕслĕхсем 2012 çулта 50 пулнăччĕ, иртнĕ çул - 42. Апла пулин те криминаллă лару-тăру йĕркеллех мар-ха. Харпăрлăхри пурлăха вăрланă-çаратнă, хулиганла ĕçсем тунă, çынна хĕненĕ-амантнă тĕслĕхсем пулкалаççĕ. Кун пек йĕркесĕрлĕх тĕслĕхĕсене асăрхаттарассипе ытларах тимлени кирлĕ. Профилактика канашĕн ларăвĕсене 4 ирттертĕмĕр. Саккунсăр майпа алкоголь продукцине сутакансем пур. Иртнĕ çул кун пеккисене 2 тĕслĕх тупса палăртнă.
Хамăрăн полномочисене ăнăçлă пурнăçласси бюджетри укçа-тенкĕ ыйтăвĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Иртнĕ çул территорире экономика сферин аталанăвĕ тăнăç пулнине палăртма кăмăллă. Ял тăрăхĕн бюджечĕ тăпăшсем енĕпе 10431 пин тенкĕпе танлашрĕ. Вăл шутра хамăрăн тупăш пайĕ 2360 пин тенкĕ. Ку кăтарту вара унчченхи çулхинчен (2533 пин тенкĕ) чакрĕ. Апла пулсан пирĕн ку енĕпе çине тăрса ĕçлемелли куç кĕрет.
Пирĕн ял çыннисем хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме, культурăллă канма пултарччăр тесе пĕтĕмпех туса пама тăрăшатпăр. Илĕртÿллĕ те массăллă, хаваслă уявсем йĕркелени ăс-хакăл пуянлăхне ÿстерме, çынсен патриотла туйăмне аталантарма пулăшать тесе шутлатпăр. Çавна валли Мăн Сĕнтĕрте культурăпа кану центрĕ, Мăн Хураçкапа Вомпăкассинче тата Шупуçĕнче ялти клубсем пур. Мăн Сĕнтĕрте хальхи требованисене тивĕçтерекен хăтлă культурăпа кану центрĕ хута яма май килчĕ. Ăна тума уйăрса панă ытти укçа-тенкĕсĕр пуçне вырăнти бюджетран 1 млн. тенкĕ ытла расхутларăмăр. Кунсăр пуçне çурт-йĕрĕн тĕпчевне ирттерме 60 пин тенкĕ, автор надзорĕшĕн 32 пин тенкĕ уйăртăмăр.
Мăн Сĕнтĕрти культурăпа кану центрĕнчи «Янаш» юрăпа ташă халăх ансамбльне, вокалпа инструментсен «Картина» ансамбльне республика тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Юлашки вăхăтра Шупуçĕнче, Вомпăкассинче те пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленни савăнтарать.
Ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнес япăх мар аталанать. Хальхи вăхăтра суту-илÿ, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин, обществăлла апатлану сферинче 32 çын предприниматель ĕçне кÿлĕннĕ.
Организацисемпе предпринимательсенчен ытларахăшĕ ял тăрăхĕн общество пурнăçне активлă хутшăнать. Уйрăмах манăн Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн председательне Л. Майковăна, «Сундырь-Хлеб» ООО директорĕнче ĕçленĕ Л. Ильгечкина, Мăн Сĕнтĕр шкулĕн директорне К. Спиридонова, «МирТрубПласт» ООО ертÿçине В. Долгова, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисене А. Пихтеровпа А. Толстова, предпринимательсенчен А. Кузнецова, А. Иванова, В. Пейзерова, С. Седлова, В. Тимофеевăна, З. Голишниковăна, Т. Мазиковăна, Е. Михайловăна, Г. Леонтьева, кунсăр пуçне депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕсене пысăк тав сăмахĕ калатăп. Малашне те вĕсем пĕрлехи ĕçрен айккинче юлмĕç тесе шанатăп.
Ĕçĕсем вара кăçал та сахалах мар. Ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртне газ кĕртес пулать. Мăн Тутаркас ялĕнчи Пакшандаев урамĕнче çула юсамалла, 604 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртатпăр.
Çĕрпе çыхăннă ыйтусене татса парас пулать. Ыйтман çĕр пайĕсене ял тăрăхĕн харпăрлăхне çирĕплетсе пĕтермелле, çĕрпе усă куракансемпе аренда килĕшĕвĕсем тумалла.
Шыв уçламалли пур башньăсене, скважинăсене, шыв пăрăхĕсен системисене хуçасăр объектсен учетне илсе пĕтермелле, кайран арендăна пама вĕсен харпăрлăх правин свидетельствисене илмелле. Нумай хваттерлĕ икĕ çурт та кăçал ĕçе каймалли объектсем шутланаççĕ.
Чăннипех те ĕнтĕ тумалли ĕçĕсем, татса памалли задачăсем сахал мар. Пурте вĕсем пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ. Пĕрле пулса ĕçлесен кăна вĕсене ăнăçлă татса пама пултарăпăр.