12 апреля 2014 г.
Паянхи куна районта 16 ял тăрăхĕ. Вĕсене пурне те вырăнти халăх шанăçне тивĕçнĕ çынсем ертсе пыраççĕ. Паллă ĕнтĕ, вырăнсенче пурнăç еплерех пуласси ытларах чухне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем хăйсен кулленхи ĕçĕсене мĕнле туса пынипе, ыйтусемпе проблемăсене татса пама çине тăнипе, ял çыннисен шухăш-кăмăлне шута илсе вĕсене мобилизацилеме пултарнипе, ыйтусене татса пама обществăлла формированисене, депутатсемпе ял старостисене анлăрах явăçтарнипе çыхăннă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕпе Лилия ТАРАСОВĂПА тĕл пулнă май шăпах çак ыйтусемпе сăмах пуçартăм.
- Лилия Юрьевна, халăх шанăçне тивĕçесси пуринчен те пулмасть. Кунпа пĕрлех çакă тата вăл пысăк яваплăх та. Сана халăх ĕненет, шанать пулсан, шанăçа тÿрре кăларас пулать вĕт-ха.
- Ку чăнах çапла. Ответлăхĕ пысăк. Эпĕ вара çирĕплетсех калама пултаратăп. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен ытларахăшĕ чăннипех те хăйсен ĕçне чун хушнипе туса пыракан çынсем. Вырăнсенчи лару-тăрăва, ыйтусене курса-пĕлсе тăраççĕ. Пĕрлехи ыйтусене хăйсенни вырăнне хурса татса пама тăрăшаççĕ.
Ял тăрăхĕсем хушшинче экономика ăмăртăвĕ йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Çакă та пуçлăхсене çине тăрса ĕçлеме хавхалантарать. Акă иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕпе малти вырăнсене Ярапайкасси (ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Павлов), Хорнуй (Манефа Колесникова), Катькас (Геннадий Лебедев) ял тăрăхĕсем çĕнсе илме пултарчĕç, дипломсемпе укçан парнесене тивĕçрĕç. Конкурс комиссийĕ Москакасси (Алексей Матросов) ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕле те лайăх енчен палăртса хăварчĕ.
- Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсем хăйсен ĕçне йĕркелесе туса пымалли тĕп документ вăл федерацин 2003 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче йышăннă «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» 131-мĕш номерлĕ Саккунĕ пулса тăрать. Унтанпа тÿрлетÿсемпе хушăмсем унта сахал мар кĕртнĕ ĕнтĕ. Вĕсем вырăнти влаçăн пĕлтерĕшне, сумне ÿстерессипе, ытларах полномочисем парассипе çыхăннă. Халĕ вара мартăн 11-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думине çÿлерех асăннă саккуна улшăнусем кĕртесси пирки саккун проекчĕ пăхса тухма тăратнине мĕнпе çыхăнтарнă пулăттăр?
- Саккун проекчĕ тĕп задачăсенчен пĕрне татса пама тивĕç. Ку вăл - вырăнти проблемăсене татса парассин эффективлăхне ÿстерессипе влаçа халăхпа çывăхрах тăвасси.
Вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин çĕнĕ модельне суйласа илесси пирки йышăнăва территори спецификине шута илсе регион шайĕнче тăвĕç. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен хальхи 5 тĕсĕ çумне татах 2 хушăнмалла. Кусем вĕсем хула районĕсем çине пайланă хула округĕ тата хулан шалти районĕ. Ку районсен органĕсене халăх суйланă май кашни депутат пуçне тивекен суйлавçăсен хисепне 20 - 40 пин çынран 2 - 4 пин çын таран чакарма май парать. Çапла вара çак шайри влаçăн витĕмĕпе ĕç эффективлăхĕ самай ÿсме тивĕç.
Реформăн тĕп задачисенчен пĕри - вырăнти влаçăн кадрсен потенциалне ÿстересси. Муниципалитетсен территорисене модернизацилес, аталантарас ĕçсене вырăнти çынсемпе тачă хутшăнса туса пымалла, обществăлла тĕрĕслев формисемпе анлăн усă курмалла. Тĕрĕссипе вырăнти вăйлă хăй тытăмлăх çĕр-шывăн кадр потенциалне пуянлатма тата çĕнетсе пыма хăватлă тĕкĕ пулса тăрĕ.
Паян ял тăрăхĕсем çине тиенекен 34 полномочирен 13-шне кăна хăварма палăртнă. Ыттисене район шайĕнче татса пама тивĕç пулĕç. Çапла туни вĕсене конкретлă та тĕллевлĕрех ĕçлесе пыма май парĕ.
- Ял тăрăхĕсен паянхи пурнăç ыйтăвĕсем патнех таврăнар-ха. Лилия Юрьевна, территорисенчи лару-тăрушăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ответлăхне ÿстермелли майсем пирки мĕн шухăшлатăр?
- Майсем нумай. Акă район администрацийĕн ял тăрăхĕсенчи кунĕсене, пĕрлехи информаци кунĕсене ирттеретпĕр, вырăнсене тухса профилактика кунĕсене йĕркелетпĕр. Вĕсене депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсене, вырăнти предприятисемпе организацисен ертÿçисене, полицин участокри уполномоченнăйĕсене, Пенси фончĕн районти управленийĕн специалисчĕсене, ытти ответлă çынсене чĕнетпĕр. Усси çук мар. Çынсем кун пек тĕл пулусене яланах йышлă пухăнаççĕ. Тĕрлĕ ыйтусем çине хурав илес, хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерес текенсем сахал мар.
Кăçал акă февраль - март уйăхĕсенче ял тăрăхĕсенче ятарлă графикпа отчетлă пухусем ирттертĕмĕр. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем халăх умĕнче иртнĕ çулхи ĕçсем пирки каласа пачĕç, умри задачăсемпе паллаштарчĕç. Халăх умĕнче отчет туни ответлăха ÿстерет. Халăх шанăçне тÿрре кăларас тесе тăрăшмастăн пулсан пит хĕретмелле те пулса тухать.
- Паллă ĕнтĕ, ял тăрăхĕсен бюджечĕсем пĕр пекех мар пулин те, пысăк пĕлтерĕшлĕ юсав, строительство ĕçĕсене туса ирттерме çапах укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Пур-и кун пек лару-тăруран тухмалли çул-йĕр?
- Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çăмăл ыйту мар. Çапах та вырăнсенче ĕç вырăнĕсем туса парассипе, производствăна йĕркелессипе, аталантарассипе çине тăрсан, бюджета тупăшсем енĕпе пуянлатмалли ытти çăл куçсемпе май пур таран туллинрех усă курсан ыйтусене татса парасси те самай ансатланать. Производство пулмасан вара хыснана налуксем пухăнаймĕç.
Çавна та манма кирлĕ мар. Ял тăрăхĕсен тĕп пуянлăхĕ вăл - çĕр. Унпа тĕллевлĕ, пĕлсе усă курас пулать, çĕр хутшăнăвĕсене кирлĕ пек йĕркелесе çитермелле. Хуçасăр çĕр пайĕсене, куçман пурлăх хатĕрĕсене ял тăрăхĕсен харпăрлăхне çирĕплетсе пĕтересси, аренда мелĕсемпе анлă усă курасси паянхи тĕп задача пулса тăма тивĕç. Ялсен территорийĕсенчи усă курман çĕр участокĕсен инвентаризацине те тивĕçлĕ шайра туса ирттерес пулать. Хальхи вăхăтра усă курмасăр пушă выртакан çĕр участокĕ пулмалла мар. Кашни тăваткал метр çĕр участокĕ продукци, тупăш, укçа-тенкĕ патăр. Паянхи куна илес пулсан усă курман çĕр лаптăкĕсемпе ыйтман çĕр пайĕсене харпăрлăха çирĕплетессипе, çĕр хутшăнăвĕсене йĕркене кĕртсе çитерессипе Турай, Уйкас Янасал, Мăн Сĕнтĕр,Чуманкасси ял тăрăхĕсенче ĕçсене япăх мар йĕркеленĕ пулсан, Ильинка, Çатракасси, Ярославка ял тăрăхĕсенче ку енĕпе активлăх çитсех каймасть-ха, шута илмен тата усă курман çĕр участокĕсем çук мар.
Ял тăрăхĕсем тĕрлĕрен проектсене, программăсене хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă иртнĕ çул Ярапайкасси ял тăрăхĕ ял тăрăхĕсенче комплекслă компактлă строительство ĕçĕсем туса ирттермелли программăна хутшăнса Шурчари Культура çуртĕнче, кунти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пысăк юсав ĕçĕсем туса ирттерме пултарчĕ. Çавна валли республика бюджетĕнчен культура енĕпе 968,2 пин тенкĕ, район бюджетĕнчен 520,4 пин тенкĕ, вĕренÿ енĕпе республикăран 1919 пин тенкĕ, районтан 479,8 пин тенкĕ укçа уйăрса парса пулăшнă.
Кăçал асăннă программăпа килĕшÿллĕн Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Шетмĕпуçĕнчи информаципе культура центрĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме республика укçа-тенкĕ уйăрса пама шантарать. Сăмах май асăннă культура учрежденине 50 çул каялла хута янă. Унтанпа кунта пысăк юсав ĕçĕсемех туса ирттермен.
- Ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырасси депутатсен ял тăрăхĕсенчи Пухăвĕсен депутачĕсем, ял старостисем пуçаруллă пулнипе, вĕсем ыйтусене татса пама халăха явăçтарма пултарнипе çыхăннă.
- Кун пеккисем кашни ял тăрăхĕнчех пур. Вырăнти ыйтусене татса панă чухне ĕçсене йĕркелесе пыракан пулмасăр ниепле те май килмест. Обществăлла ĕçсенче пуçаруллă та маттур депутатсенчен Мăн Сĕнтĕрти Владимир Ильдукова, Чуманкассинчи Николай Данилова, Ярапайкассинчи Алим Андриянова, Ярославкăри Игорь Васильева асăнса хăвармалла. Ахальтен каламаççĕ вĕсене «халăх тарçисем» тесе.
1997 çултанпа ялсенче старостăсем суйлама пуçăннă. Хăйсен кулленхи ĕçĕпе палăрма ĕлкĕрнисем вĕсем хушшинче те пур. Çынсене шывпа тивĕçтерессин ыйтăвĕсемпе уйрăмах Макаçи тата Ойкас ялĕсен старостисем Вениамин Бочкаревпа Нина Шишокина чылай тимлеççĕ. Ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе Владимир Ильин (Çеçмер ялĕ), Владимир Калинин (Мулкачкасси ялĕ), Иван Петров (Çатракасси ял тăрăхĕнчи Шупуç ялĕ) старостăсен ĕçĕ-хĕлĕ курăмлă. Пĕтĕмĕшле илсен пур ыйтупа та ĕçлеме тивет хальхи вăхăтра старостăсен.
Ял тăрăхĕсенче ялсен, урамсен кунĕсене, чиркÿ уявĕсене хатĕрленсе ирттерни воспитани пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Старостăсем ку ĕçре те йĕркелÿçĕсем шутĕнче. Анаткас Хачăкра - Ольга Данилова, Çеменкассинче - Регина Быкова. Ильинкăра, Турайра, Юнкăра тата ытти çĕрте кун пек мероприятисем ирттересси çирĕп йăлана кĕчĕ.
- Проблемăллă тепĕр ыйтăва та хускатмасăр май çук. Çуркунне çитнĕ май яланхи пекех территорисене çÿп-çапран, йăла каяшĕнчен тасатасси, тирпей-илем кĕртесси малти вырăна тухать.
- Район территорийĕнче йăлари хытă каяшсен полигонĕ пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра пухăннă çÿп-çапа ăçта кайса чикмелли пирки ыйту тăмасть. Анчах та каяша ялсенчен полигона турттарса каясси укçа-тенкĕ расхучĕпе çыхăннă. Çавна валли ял тăрăхĕсен бюджечĕсенче укçа-тенкĕ çитсех пымасть. Апла пулин те уйăхра пĕр хут та пулин нумай ялтан каяша турттарса каяссине вырăнсенче йĕркеленĕ.
Ĕçлес текен майсем шырать тесе ахальтен каламаççĕ. Кунта та майсем çук мар. Акă çÿп-çапа полигона районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн ятарлă автомашинипе илсе каясси йÿнех ларманнине шута илсе Турай, Хорнуй, Юнкă ял тăрăхĕсенче вырăнти хуçалăхсен пулăшăвĕпе усă курма тăрăшаççĕ. Автотранспортпа вĕсем тивĕçтереççĕ, ял тăрăхĕ вара каяша утилизациленĕшĕн кăна тÿлет. Ял тăрăхĕн бюджечĕшĕн перекетлĕх пĕчĕк мар.
Кунсăр пуçне тата хамăрăн культура шайĕ, тирпейлĕх пирки те манма юрамасть. Тирпейлĕхпе тасалăха чи малтанах кашнин хăйĕнчен пуçламалла. Кил картинче, урам хушшинче йĕрке пултăр тесе тăрăшмалла. Çак туйăма мĕн ачаран хăнăхтарса пырас пулать. Ăна валли укçа-тенкĕ кирлĕ мар.
- Лилия Юрьевна, хамăрăн калаçăва вĕçленĕ май юлашкинчен мĕн калас кăмăл пур?
- Пурне те çавна ăнланма ыйтатăп. Пирĕн пурнăç малашлăхра мĕнле пуласси никамран та мар, ытларах хамăртанах килет. Хамăр пуçаруллă пулсан, пĕрлехи ĕçшĕн ответлăха кашниех çирĕп туйма вĕренсен, пĕр-пĕрне критиклеме мар, пулăшса пыма тăрăшсан, умри темĕнле йывăрлăха та парăнтарма пулать. Май килнипе усă курса вара вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен мĕн пур ĕçченне, унччен район тата ял Совечĕсенче ĕçленĕ ветерансене çитсе килекен професси уявĕпе саламлатăп, йывăр та пархатарлă ĕçĕрте ÿсĕмсем, ăнлану, ăнăçу, çирĕп сывлăхпа телей сунатăп.