09 апреля 2014 г.
Çĕр-шывра «халăх инвентаризацийĕ» вăй илни пушă е çÿп-çап айĕнче выртакан çĕрсем тĕлĕшпе тимлĕх ÿсессе шантарать. Хальлĕхе вара...
Пĕлтĕр «Россельхознадзор» инспекторĕсем Раççейре ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче 3,8 пин санкцилемен çÿп-çап купи тупса палăртнă. Çакă вара 5,5 пин гектар сухаланмасăр юлнине кăна мар, çĕр ăпăр-тапăр япала айĕнче пăнтăхланса-япăхса выртнине пĕлтерет.
Специалистсем палăртнă тăрăх тирпейсĕрлĕх вырăнĕсем йышлă пулнинче муниципалитет йĕркеленĕвĕн органĕсен айăпĕ пысăк. Мĕншĕн тесен шăпах вĕсем Федерацин "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕрлехи принципĕсем çинчен" 131-мĕш саккунĕпе килĕ-шÿллĕн йăлари каяша пухассине тата ăна ятарлă вырăна кайса тăкассине тивĕçлĕ шайра йĕркелемеççĕ е ку енпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ.
Чăваш Республикин тĕп хулине хăтлă та тирпейлĕ тесе палăртаççĕ. Анчах районсем пирки çапла калама иккĕленсе тăмалла. Чи малтанах хуçасăр çĕрсем куçа курăнаççĕ. Çÿп-çаппа тем чухлĕ кĕрешсен те вырăнсенче унран çав-çавах хăтăлса пĕтейменнине çирĕплетеççĕ асăннă службăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем. Пĕлтĕр, сăмахран, кирлĕ мар япаласем саркаланса выртнă 37 лаптăк куç тĕлне пулнă. Патшалăх инспекторĕ Виталий Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх кунашкал йĕркесĕрлĕхпе уйрăмах Улатăр (0,511 га), Вăрмар (0,46 га), Вăрнар (0,43 га), Муркаш (0,37 га), Сĕнтĕрвăрри (0,17 га) районĕсем палăрнă.
Патшалăх çĕр надзорĕн пайне 2008 çулта туса хунăранпа çакнашкал çитменлĕхсене пĕтерес ĕç çулсерен вăйланса пырать темелле, анчах йăлари каяш куписем те тупăнсах тăраççĕ. Çак çитменлĕхсене асăрханă май Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Патăрьел районĕсенчи ял тăрăхĕсен администрацийĕсене явап тыттарнăччĕ те ĕнтĕ. Хула çывăхĕнчи районсенче халĕ те çÿп-çап куписем унта та кунта курăнкалаççĕ. Кунта вырăнти çынсем тирпейсĕр теес килмест, хуларан канма килекенсем хăйсем хыççăн пуçтарса хăварманни паллă. Çут çанталăк тасалăхĕшĕн тăрăшман çынсен ăс-тăнне мĕнле улăштармалла-ши;
2009 çулта вара ял тăрăхĕн 27 ертÿçине тата предприятисен 5 пуçлăхне ку енпе ытларах вăй хумаллине ăнлантарса предписани патăмăр. Пĕтĕмпе 52 лаптăк шар курни çиеле тухнăччĕ. Çавăн пекех инспекторсем кайăк-кĕшĕк каяшĕпе вараланнă 37,6 гектара йĕркене кĕртме хистенĕ.
2010 çулта асăрханă 52 çÿп-çап купине те инспекторсен калаçăвĕ хыççăн вырăнсенче çийĕнчех пуçтарса тирпейлеме май килнĕ. Тĕрĕслев çитиччен маларах çак ĕçе пурнăçланă пулсан 32 ял тăрăхĕн ертÿçине явап тыттарма сăлтав пулмĕччĕ те.
2011 çулта «Россельхознадзортан» ял хуçалăх çĕрĕсен тирпейлĕхне тата тасалăхне ятарласа тĕпчемелли çинчен калакан çыру килчĕ. Чăваш Республикинчи район администрацийĕсенчен çÿп-çап пăрахма ирĕк панă 25 вырăн пурри çинчен пĕлтернĕ. Анчах акма е пахча çимĕç лартса ÿстерме юрăхлă çĕрсем çинех тем те пĕр ывăтнă тĕслĕх те чылаййи куç умне тухрĕ – 357 купа.
Пур районта та тенĕ пекех (Улатăр, Куславкка, Муркаш, Тăвай районĕсемсĕр пуçне) ял тăрăхĕсен ертÿçисене административлă майпа айăпланă: Канаш тата Шупашкар районĕсенче - 7-шер, Красноармейски районĕнче - 6, Сĕнтĕрвăрри районĕнче - 5, Элĕк тата Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар районĕсенче - 4-шар.
Çакна каламалла, ахаль çынсен те яваплăх туйăмĕ "хавшак". Вĕсен лаптăкĕсенче йăлари каяш йăваланнă 302 тĕслĕхе шута илтĕмĕр. Етĕрне, Куславкка, Патăрьел çыннисене явап тыттарма та тиврĕ.
Сад-пахча юлташлăхне кĕрекен лаптăксенче санкцилемен çÿп-çап купи 41 тупăннă.
Чăнах та ĕнтĕ, республикăра çавăн чухлĕ тирпейсĕр тата хуçасăр çĕр лаптăкĕ пурри шухăша ярать. Вĕсене вăхăтра тасатнипе инспекторсем кăсăклансах тăраççĕ. Унчченхи çулсенче асăрхаттарусене шута илнĕ пулсан, 2012 çулта предписанисене пурнăçламаншăн Патăрьел районĕнчи Турхан ял тăрăхĕн администрацине тата Шупашкар районĕнчи Янăш ял тăрăхĕн ертÿçине район сучĕсен решенийĕпе штраф хунă.
Пĕлтĕр те вуншар çÿп-çап купи инспекторсен куçĕ тĕлне пулнă. Яваплисен кашни тĕслĕхшĕнех ответ тытма тивнĕ.
Кунпа эпĕ пăнчă лартмастăп-ха. Ку – калаçу пуçламăшĕ кăна тенĕ пулăттăм. Мĕншĕн тесен кăçал çак ĕç малалла тăсăлĕ. Хальлĕхе йĕри-таврари юр ирĕлнĕ май ун айĕнчи таса марлăх çиеле тухать. Çурхи тĕнче илемлĕ пулмалла пек, анчах...
Надежда Васильева, управлени пресс-
секретарĕ.