09 апреля 2014 г.
Хăйсен пухăнакан пенсине ертсе пыракан компанисенче тата патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсенче йĕркелесси пирки 2013 çулта заявлени çырса панă граждансем заказлă çырусемпе уведомленисем илме тытăнаççĕ. Иртнĕ çул Пенси фончĕ пухăнакан пенсисене инвестицилесси пирки Раççейĕпе пĕтĕмпе 18,1 млн. заявлени йышăннă. Ку вăл 2012 çулхинчен 2 хута яхăн нумайрах.
Чăваш Республикинче 59 пин заявлени йышăннă е унчченхи çулхинчен 1,5 хут ытларах. Заявлени çыракансенчен ытларахăшĕ Раççей Пенси фондĕнчен тухса патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне суйласа илнĕ (60 процент) е патшалăх тытăмне кĕмен пĕр пенси фондĕнчен тепĕр пенси фондне куçма кăмăл тунă (22 процент). Патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондĕнчен тухса Раççей Пенси фондне кĕрес текенсем 9 процент тата ертсе пыракан компание суйласа илекенсем те çавăн чухлех.
Муркаш районĕнче иртнĕ çул 230 заявлени йышăннă. 2012 çулта заявлени çыракансем 113 çын пулнăччĕ. Патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондĕнчен Раççей Пенси фондне таврăнас кăмăллисем 140 заявлени (60,9 процент), ертсе пыракан компание суйласа илекенсем 89 заявлени (38,7 процент) панă, Раççей Пенси фондĕнчен патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне куçма 1 заявлени (0,4 процент) йышăннă.
Пенси фондне суйласа илессипе ыйтусем пур пулсан эсир кирек хăçан та Пенси фончĕн районти управленине пыма пултаратăр. Адресĕ: Муркаш ялĕ, Октябре 50 çул урам, 23 а çурт. «Хĕрÿ лини» телефонĕсемпе 58-59-45, 8-800-510-5555 номерсемпе тата районти управление 63-1-91 номерпе шăнкăравлама пултаратăр.
Пенси фончĕн районти управленийĕ.