09 апреля 2014 г.
Çуллахи вăхăтра ачасене хула тулашĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене каймалли путевкăсемпе тивĕçтересси автоматизациленĕ майпа пĕлтĕр пĕрремĕш хут иртрĕ.
- Ку ĕç кăçал та çак йĕркепех иртет, анчах та икĕ тапхăрпа, - ăнлантарса пачĕç район администрацийĕн вĕренÿ пайĕнче.
Пĕрремĕш тапхăр апрелĕн 12-мĕшĕнче пуçланать. Çак кунтан заявкăсене йывăр лару-тăруллă çемьесенче ÿсекен тата лагере тÿлевсĕр майпа канма кайма ирĕк пур ачасене («Муркашри халăха социаллă услугăсемпе тивĕçтерекен центр» урлă каякансем) çуллахи вăхăтра лагере канма тата сывлăха çирĕплетме ярас текен ашшĕ-амăшĕсенчен е саккунлă представителĕсенчен йышăнма пуçлаççĕ. Вĕсем путевка хакĕн 5 процентне кăна тÿлеççĕ. Путевкăсен тулли хакĕ вара 11748 тенкĕпе танлашать.
Апрелĕн 19-мĕшĕнче заявкăсем йышăнмалли иккĕмĕш тапхăр пуçланать. Çак кунран пуçласа ыттисем те хăйсен ачисене лагере канма ярас тĕллевпе электрон майпа заявка пама пуçлаççĕ. Çакна каласа хăвармалла: çемьери кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăш пурăнмалли чи пĕчĕк укçа суммин 150 процентĕнчен пĕчĕкрех пулсан ашшĕ-амăшĕ (саккунлă представителĕ) путевкăн 20 процентне тÿлет, 150-200 процентпа танлашать пулсан - 30 процентне, 200 процентран ытларах тивет пулсан - 50 процентне.
- Хăйсем хăш ушкăна кĕнине ашшĕ-амăшĕ лайăх пĕлет, ку ĕç-хĕлпе вĕсем пĕлтĕрех тĕл пулчĕç, - терĕç специалистсем.
Путевка туянма заявка парас текен ашшĕ-амăшĕн (саккунлă представителĕсен) ача вĕренекен шкула ирхи 9 сехет тĕлне çитмелле. Шкулта заявлени çырмалла пулать, хăйсемпе пĕрле ача çуралнине ĕнентерекен хут копине, ашшĕн е амăшĕн (саккунлă представителĕн) паспорт копине те илмелле.
Заявка йышăнас тапхăр майăн 31-мĕшĕнче кăна вĕçленет, анчах та пĕлтĕрхи «урок» ашшĕ-амăшне ĕçе юлашки куна хăвармалла маррине кăтартса пани асрах-ха.
Н. ДИМИТРИЕВА.