Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр лава пурин те кÿлĕнмелле

02 апреля 2014 г.

 

Иртнĕ çулталăка вĕçленĕ май март уйăхĕнче ял тăрăхĕсен территорийĕсенче отчетлă пухусем иртрĕç. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çынсемпе куçа-куçăн пулса хăйсен, ял тăрăх администрацийĕсен иртнĕ çулхи ĕç итогĕсемпе, кăçалхи задачăсемпе, умри малашлăх планĕсемпе паллаштарчĕç. Паян Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхне Георгий Яковлевич Кожевникова сăмах патăмăр:

- Ял тăрăхĕн территорийĕнче демографи лару-тăрăвĕ чаплах тесе калама пултараймастăп. 814 уйрăм хуçалăхра 1603 çын пурăнать. 220 çурт-йĕрте хуçисем çуллахи вăхăтра кăна пурăнаççĕ. Иртнĕ çул çуралакан ачасем 13 пулчĕç, 24 çын вилнĕ. Ачасем сахал пулнипе ĕнтĕ паян Нискассинчи 380 вырăнлă вăтам шкула 150 вĕренекен тата «Улыбка» ача садне 110 ача вырăнне 55 ача кăна çÿрет.

Территорире ял хуçалăх продукцине ытларах уйрăм çынсем тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем туса илеççĕ. А.А. Афанасьевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ сыснасем самăртассипе тата тĕш тырă туса илессипе, М.Г. Фасхутдинов хуçалăхĕ тĕш тырă çитĕнтерессипе, С.И. Григорьев хуçалăхĕ чăх-чĕп ĕрчетессипе специализациленнĕ. Фермер хуçалăхĕ йĕркеленисем хушшинче Ю.И. Петрова, С.В. Ушакова, А.А. Николаева, Г.Г. Сятынова та асăнмалла. Ял çыннисенчен чылайăшĕ килти хуçалăхра ĕне тытать, продукцие куллен тĕрлĕ организацисемпе предпринимательсене ăсатать.

Депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕсем пулма 11 çынна суйласа хăварнă. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен депутат тивĕçĕсĕр пуçне ял старостин тивĕçне те пурнăçлать. Мĕншĕн тесен пирĕн ял тăрăхĕнче ял çыннисем старостăсене уйрăм çынсене суйлас темерĕç, çак тивĕçсене пурнăçлассине вырăнти депутатсем çине хума килĕшрĕç.

Отчетлă тапхăрта депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн 13 ларăвне ирттертĕмĕр. Вĕсенче ытларах чухне ял тăрăхĕн бюджечĕпе, кулленхи пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

2013 çул валли ял тăрăхĕн бюджетне 3716 пин тенкĕ пăхса хунăччĕ. Ăна 3825,8 пин тенкĕ чухлĕ е 103 процент пурнăçларăмăр. Хамăрăн тупăш шайĕ 788,6 пин тенкĕпе (21 процент), ял тăрăхĕн бюджетне ытти бюджетсенчен уйăрса панă субсидисемпе субвенцисем 2927,4 пин тенкĕпе (79 процент), çĕр арендин тÿлевĕ 505,3 пин тенкĕпе танлашрĕç. Вăл шутран культура сфери валли 1244,4 пин тенкĕ, наци экономики тĕлĕшпе 741,6 пин тенкĕ, çул-йĕр хуçалăхĕ валли 658,3 пин тенкĕ, шыв хуçалăхĕ валли 63,4 пин тенкĕ уйăрнă, урамсене çĕрлехи вăхăтра çутăпа тивĕçтерме 205,9 пин тенкĕ, ялсенчен йăла каяшĕсене турттарса кайма 177,6 пин тенкĕ расхутланă. Полигона пĕтĕмпе 376 кубла метр каяш тиесе ăсатрăмăр. Ку вăл Москакасси ял тăрăхĕ хыççăн районĕпе иккĕмĕш кăтарту.

Депутатсем хăйсен округĕсенче ял урамĕсене тасатса тирпейлессине йĕркелесе пырас ĕçсене япăх мар туса ирттерчĕç. Ял çыннисенчен ытларахăшĕ çак ĕçсене активлă хутшăнать. Çурхи ейÿ вăхăтĕнче плотинăсемпе пĕвесене пăхсах тăтăмăр. Кирлĕ çĕрте юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр.

Ярославка ялĕнче пурăнакансем пысăк пĕлтерĕшлĕ паха ĕç пурнăçланине уйрăммăн палăртнă пулăттăм. Çак ялти Новая урамра пурăнакан Николай Цветковпа Эдуард Николаев уйрăмах пуçаруллă пулнипе Яргейкин урамĕнче плотина дамбине тата хăйсен урамĕнчи çул иртсе каякан пĕве пуçне юсарĕç. Енчен те пирĕнтен ытларахăшĕ çавăн пек пуçаруллă, ответлă пулать пулсан, пурнăç лайăхланса пырасси иккĕлентермест.

Акă Петр Цветков Ярославкăри Садовая урамри плотина дамбине юсама май пуррине пĕлсен çак ĕçе хăех йĕркелеме пултарчĕ. Çавăн пекех Нискассинчи Новая урамра пурăнакансем субботник ирттерчĕç, кĕтсе çÿрекен ĕнесене шыв ĕçме улăхри пĕвене пĕвелесе майлаштарчĕç. Нискассинчи Кумашская урамра вара çул айккине юсаса тирпейлерĕç. Кун пек ырă ĕçсем кăçал та пулаççех тесе шанас килет.

Апла пулсан вырăнта пурăнакансен пуçарулăхĕ ытларах кирлĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ май килнипе пăрăхсем, ытти строительство материалĕсем туянса парассипе пулăшма пултарать. Ĕçсене подряд организацийĕсене пурнăçлаттарас пулсан вара ял тăрăхĕн бюджетĕнче укçа-тенкĕ çитес çук.

Ял тăрăхĕн администрацийĕ çумĕнче профилактика канашĕ, вăрçăпа ĕç ветеранĕсен, инвалидсен, пенсионерсен, хĕрарăмсен, çамрăксен вырăнти канашĕсене, ирĕклĕ халăх дружинипе ирĕклĕ пушар дружинине йĕркеленĕ. Хамăрăн кулленхи пурнăçпа çыхăннă ыйтусене татса парассипе вĕсен тÿпи те пĕчĕк мар.

Пĕлтерĕшлĕ тепĕр саманта аса илтерсе хăварнă пулăттăм. Кăçалтан тытăнса çынсене пропискăна тăратас тата пропискăран кăларас ĕçсене ял тăрăхĕнче мар, федераци миграци службин управленийĕн районти пунктĕнче кăна пурнăçлаççĕ. Апла пулсан çынсен кашни хуçалăхĕнчех çурт кĕнекисем (домовые книги) пулмалла. Çавна валли вара техника инвентаризаци бюровĕнче пурăнмалли çуртăн техника паспортне тутармалла, çурта Росреестр органĕнче регистрацилемелле.

Çĕр хутшăнăвĕн ыйтăвĕсене татса парассипе ĕçлемелли çук мар-ха. Унччен ял тăрăхĕн территорийĕнчи икĕ колхозра çынсене çĕр пайĕсем 1195 уйăрса панă пулнă. Вĕсенчен 409-шĕн харпăрлăх докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ, 208 çĕр пайĕн докуменчĕсене леçсе панă. 32 çĕр пайĕ тĕлĕшпе ĕçсене судра пăхса тухма тивет. Вилнĕ çынсем çинче шутланакан çĕр пайĕсем 446, 107-шне ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарас ĕçсем пыраççĕ. Ку ĕçсене кăçал усă курман çĕр участокĕсен «халăх инвентаризацийĕпе» пĕрле туса пымалла пулать. Кашниех ку ĕçе ответлăха туйса активлă хутшăнасса шанас килет. Çĕр участокĕсене арендăна пама вĕсен чиккисене палăртассипе пурнăçламалли ĕçсем пур.

Право йĕркине пăсасси ытларах чухне эрех ĕçнипе çыхăннă. Çавăнпа та эрехпе кĕрешессине малашне те кун йĕркинчен кăлармалла мар тесе шутлатăп.

Пушар хăрушсăрлăхĕ пирки те манмалла мар. Çуллахи вăхăтра эпир ял çыннисене кашни хуçалăхрах пичкере 200 литртан кая мар шыв, огнетушитель тытма сĕнетпĕр.

Çурхи ейÿ тапхăрĕ пуçланчĕ темелле. Çавна валли ятарлă комисси йĕркелерĕмĕр. Кашни плотинăшăнах ответлисене çирĕплетсе тухнă. Вĕсем кунти ĕçсене йĕркелесе пыраççĕ.

Юр ирĕлнĕ май хĕлĕпе пухăннă пĕтĕм çÿп-çап, тасамарлăх çиеле тухать. Çĕр типнĕ майĕпе субботниксем ирттерме тытăнас пулать. Уйăхсерен ялсенчен йăла каяшне полигона турттарса каяссине те йĕркелеме палăртатпăр.

Паянхи куна кашни ялтах çĕрлехи вăхăтра урамсене çутатса тăрассине йĕркеленĕ. Лампочкăсем çунса кайнă тĕслĕхсем пулмаççĕ теместĕп. Çапах та ытларах чухне вĕсене ял çыннисем хăйсемех улăштарса тăраççĕ. Лампочкăсене ял тăрăхĕн администрацийĕ туянса парать. Хăш-пĕр ялсенче çынсем элетропередача юписем çине хăйсем хунарсем çакнă тĕслĕхсем пур. Кашни юпа çине хунар çакас пулсан электроэнергишĕн тÿлеме бюджетра укçа çитес çук.

Ытти çулсенчи пекех май уйăхĕнче обществăлла формированисен членĕсемпе пĕрле рейдсем ирттерме тытăнма планлатпăр.

Ял тăрăхĕн территорийĕнчи шывпа тивĕçтермелли 4 системăна, канализаци системине, тасатмалли сооружени çуртне, 4 плотинăна хамăрăн харпăрлăха куçарма техника планĕсене туса хатĕрлес пулать.

Елшик, Чемей, Варпуç, Тăмкасси ялĕсенче тата Ярославкăн уйрăм пайĕнче, Çĕмĕртлĕх Чемейре шывпа тивĕçтерсе тăрасси йĕркеллех. Анчах та çак ĕçсене шанса пама тивĕçлĕ организацие шыраса тупаймастпăр-ха. Нискассинчи Пришкольная урамра пурăнакансем шыв пăрăхне хăйсен вăйĕпе хурса хăварма пултарчĕç.

Юлашки вăхăтра патшалăх çулсене юсама укçа-тенкĕпе пулăшать. 2012 çулта Ярославка ялĕнче, 2013 çулта Нискассинче çулсене юсама май килчĕ. Кăçал та Çĕмĕртлĕх Чемейре 531,6 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртатпăр.

Хĕллехи вăхăтра çулсене тасатса тăма М.Г. Фасхутдинов предпринимательпе килĕшÿ тунăччĕ. 2014 çулта çулсене юртан тасатассипе пăтăрмах пулман. Пĕррехинче ирхине трактор ваннă тĕслĕх пулнăччĕ. Çапах та каçалапа çулсене пĕтĕмпех тасатса тухма май килчĕ.

Çавна та каласа хăварас килет. Ял тăрăхĕн территорийĕнче тĕрлĕ çын пурăнать. Пурин кăмăлне тивĕçтерме йывăр. Тепĕр чухне урăх çын ячĕпе усă курса хамăр ĕçсене хура сăрăпа сăрлама, йĕпрен пĕрене тума хăтланакансем те тĕл пулаççĕ. Çапах та çавна каласа хăварасшăн. Ниçта та ырлăх-пурлăх, тулăх пурнăç çÿлтен йăтăнса анас çук. Хамăрăн пурнăçа лайăхрах тăвас тетпĕр пулсан хамăрăнах çине тăрас пулать. Халăх вăйĕ - пĕрлĕхре. Халăхпа пулсан темĕнле йывăр проблемăна та татса пама пулатех.

В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика