02 апреля 2014 г.
Пуш уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле ял хуçалăх производство кооперативĕсенче иртнĕ çулталăка пĕтĕмлетсе, мĕн тунине тишкерсе малашлăх планĕсене уçăмлатасси кун йĕркине тухрĕ. Паян районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче отчетпа суйлав пухăвĕсен тапхăрĕ пырать. Рынок хутшăнăвĕсенчи экономика улшăнăвĕ çакна çирĕп ответлăхпа çиччĕ виçсе тума ыйтать. Пуш уйăхĕн юлашки кунĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем «Свобода», Суворов яч. хис., Чкалов яч. хис. хуçалăхсенче пулчĕç.
Иртнĕ эрне кун çак ответлă ĕçе пĕр йыша пухăнса Ильич яч. хис. хуçалăх ĕçченĕсем те туса ирттерчĕç. Мĕнле ĕçлерĕç-ха пĕлтĕр Уйкас Янасалсемпе Ваçкассисем тата Купăрлясем; Çак ыйту çине пухăва ячĕшĕн тухман хуçалăх ертÿçи те, тĕп специалистсем те пĕлтĕрхи ĕçсене тĕплĕ тишкерсе хурав пачĕç, мĕн тата мĕнле ĕçленине кура умри плансене палăртрĕç, тĕллевсене епле ăнăçлăрах пурнăçлама майсем пуррине сÿтсе яврĕç.
Пĕлтĕрхи çанталăк условийĕсем хăйне евĕр пулчĕç. Вĕсем кĕр кунĕсенче йывăрлăхсем кăларса тăратрĕç пулин те, паянхи ĕçе ырана хăварманнисене лачакана путараймарĕç. Çанталăк условийĕсене пăхмасăрах аталану çулĕпе утакансем хушшинче Ильич яч. хис. хуçалăх та пур. Кунти ĕçченсем кашни сехетпе тулăх усă курас тĕллевпе пĕлтĕр тулли вăй-хăватпа тата агротехнологие пăхăнса çур аки ирттерчĕç, акнă-лартнă культурăсене çум айне тумасăр тата сăтăрçăсенчен асăрхаса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерчĕç, паха утă пуçтарчĕç, выльăх апатне вăхăтра та çителĕклĕ хатĕрлерĕç. Çакăн пек тăрăшулăхпах çумăрлă çанталăка çĕнсех пысăк лаптăксем çинче вырма ирттерчĕç, хирсене кĕрхи культурăсем акса хăварчĕç. Кашниншĕнех паллă, кая юлсан - каю шăтать. Çак тĕрĕслĕхе Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче кулленех малти вырăнта тытрĕç.
Хуçалăх ĕçченĕсем пĕлтĕр 510 гектар çинчен тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 1442 тонна тирпейлĕ пухса илсе кĕлете кĕртсе хучĕç. Куç шăрçине сыхланă пек пăхса ÿстернĕ пурлăх çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсенче те хуçалăх аталанăвне чакарса яма памарĕ.
Уйкас Янасал тăрăхĕнче пĕри - пурнишĕн, пурте пĕриншĕн девизпа ĕçлени иртнĕ çу кунĕсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх апачĕ те ытлă-çитлĕ янтăлама çул уçрĕ. Çапла вара пĕрлехи вăйпа хĕл валли улăх-çаран утине 55 тонна, нумай çул ÿсекен курăкран - 385 тонна, пĕр çул ÿсекен курăкран - 144 тонна янтăлама май килнĕ. Виçĕ пин тоннăна яхăн силос хывса хăварни те, ытлă-çитлĕ улăм пуçтарса хуни те выльăх-чĕрлĕхрен хĕл кунĕсенче продукци илессине тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварма пулăшнă.
Ильич яч. хис. кооператив вăрлăх туса илекен хуçалăх шутланнăран ку енпе те алă усса ларман. Кондициллĕ вăрлăх тата ытти уй-хир продукцине сутса хуçалăх иртнĕ çул 3 миллион та 610 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Игорь Васильевич Николаев хăйĕн отчетлă сăмахĕнче çĕр ĕç технологине пур ĕçчен те çирĕпрех пăхăнсан çак кăтарту самай ÿсме майсем пуррине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе палăртрĕ.
- Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пирĕн ĕçлекенсем те, производство хăвачĕсем те çитеççĕ. Хамăр ĕç дисциплинине тивĕçлĕ шайра тытсан тулăхрах пурăнма пире нимĕн те чăрмантармасть. Йывăрлăхсене те, вĕсене çĕнмелли çул-йĕре те пурсăмăр та курса тăратпăр. Хуçалăхра кадрсен ыйтăвĕ тăтăшах ума тухса пырать. Çавăнпа та çамрăксемпе ĕçлессине хамăрăн приоритетлĕ тĕллев тесе шутлатпăр. Çамрăк специалистсене хуçалăха илсе килесси, вĕсене пурăнма тата ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса парасси кооператив ĕçченĕсен пĕрлехи тĕллевĕ. Юптарури пек çуллахи илемлĕ кунсене юрласа та выляса ирттерсен хĕл кунĕсенче савăнăç валли вырăн юлманнине ăнланатпăр та çак тĕллеве пурнăçласа яланах производствăпа экономика планĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеме тăрăшатпăр, - терĕ отчетлă пухура ырă шанчăк палăртса Игорь Васильевич. Çак сăмахсем нумай цифрăсемлĕ тулли докладăн шăнăрĕ пулчĕ теессĕм килет.
Хуçалăх производствин тепĕр енĕ вăл - выльăх-чĕрлĕх отраслĕ. Çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май кунта та хуçалăх аталану çулĕпе тепĕр утăм малалла тунă тесе калатăп. Хуçалăх ертÿçин докладĕнчен те, ăна сÿтсе явма хутшăнса тĕп зоотехник каланинчен те, тĕп бухгалтер çулталăк ĕçĕсене экономика тĕлĕшĕнчен пĕтĕмлетнинчен те ял хуçалăх производство кооперативĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен тĕрлĕ продукци пĕтĕмпе 24 миллион та 233 пин тенкĕлĕх сутни курăнчĕ. Вăл шутран 14939 пин тенкине сĕт отраслĕ панăран хуçалăх ертÿçи ĕне кĕтĕвне малашне те тивĕçлĕ шайра тытасси пирки шутланине ырламалла кăна. Паянхи куна 652 пуç мăйракаллă шултра выльăхран сумалли ĕнесем - 244 пуç. Пĕлтĕр кашни ĕне пуçне вăтамран 4537 килограмм сĕт суни - ырă кăтартусенчен пĕри.
Мăйракаллă шултра выльăхсемпе пĕрлех кооператив сысна отрасльне те хупăнма паман. Хуçалăх ертÿçи сысна какайĕ те тупăш çулĕ çине тухасса ĕненет. Паян хуçалăхра сыснасем 400 пуçа яхăн.
Ÿсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсен, машинăпа трактор паркĕн аталанăвĕсем çине критикăлла пăхса хуçалăх ертÿçи лайăх ĕçлекен, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан ĕçченсене ятран асăнчĕ. Вĕсем: М. Николаева, Р. Николаева, Л. Степанова, Ю. Иванова, З. Семенова, А. Михайлов, Р. Терентьева, А. Кудисов, А. Павлов, Л. Петрова, П. Клементьева, Н. Иванова, И. Антонов, В. Петрова, И. Иванов, В. Петров, В. Ильин, Л. Макаров, А. Александров т. ыт. те.
Ертÿçĕ отчетне сÿтсе явма хутшăнса хуçалăхăн тĕп агрономĕ Ф. Егоров та, тĕп зоотехникĕ В. Аврамова та, тĕп инженерĕ Г. Сергеев та хăйсен умĕнчи тĕллевĕсене ăнланни, вĕсене пурнăçа кĕртме майсем пурри пирки каларĕç.
Отчетпа суйлав пухăвне хутшăнса район администрацийĕн экономикăпа АПК аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Н. Костина хуçалăхăн малашлăхĕ пуррине уйрăммăн палăртрĕ.
- Сирĕн хуçалăх районта ыттисемшĕн нумай енпе тĕслĕх пулса тăрать. Анчах сирĕн паянхи калаçу эсир мĕн тунипе лăпланманни пирки калать. Ку - ырă ен. Паян сирĕн алă усма сăлтав çук. Умра - çур аки. Ăна хатĕрленессипе те эсир çанă тавăрсах ĕçленине ĕненетĕп. Эсир хăвăр ĕçĕрпе районта малашне те ырă ятлисен хушшинче юласса шанатăп. Ял хуçалăх çулне тупăшлă вĕçлени сирĕн ĕç потенциалĕсем пуррине çирĕлетет, - терĕ хăйĕн сăмахĕнче Нина Марксовна.
Тупăш тенĕрен. Умри ĕçсене вăхăтра пурнăçланăран тата çĕнĕлĕхсене алла илсех пынăран, патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курнăран хуçалăх иртнĕ çула тупăшпа вĕçленĕ.
Умри тĕллевсене лайăх курса тăни кунта паянхи пулăм мар. Специалистсемпе уй-хир ĕçченĕсем, механизаторсем, выльăх пăхакансем пĕр чăмăрта пулса ĕç кăна аталану çулне уçса пынине ăнланни, малашлăх ĕмĕтсемпе пурăнни кăçал та хуçалăх тупăш çулĕнчен пăрăнмасса шантарать. Çапла пултăрччĕ те.
А. БЕЛОВ.