02 апреля 2014 г.
2014 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин «Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесен çĕр участокĕсем уйăрса парасси çинчен» Саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» Саккунне алă пуснă. Саккуна федераци законодательствин нормисене тĕпе хурса йышăннă. Вăл нумай ачаллă çемьесен пурнăç условийĕсен пахалăхне ÿстерме лайăхрах майсем туса парассипе çыхăннă.
Акă федерацин «Çурт-йĕр строительствине аталантарма майсем туса парасси çинчен» Саккунĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх влаç органĕсен халĕ виçĕ е ытларах ачаллă çемьесем валли харпăр хăйĕн çурт-йĕрне çавăрма федераци харпăрлăхĕнчи çĕр участокĕсене те уйăрса пама полномочи пур.
Саккунра нумай ачаллă çемьене республика, муниципалитет тата федераци харпăрлăхĕнчи çĕр участокне уйăрса парассине тата çакăн йĕркине çирĕплетнĕ.
Çавăн пекех федерацин «Харпăр хăйĕн хушма хуçалăхĕ çинчен» Саккунĕпе килĕшÿллĕн нумай ачаллă çемьене учета илнĕ чухне çĕр участокне суйласа илессин правине пăхса хунă: ял-хула чиккинче (хушма хуçалăхри çĕр участокĕ) е унăн тулашĕнче (уйри çĕр участокĕ).
Унччен саккунпа палăртнă тăрăх нумай ачаллă çемьене тÿлевсĕр майпа сĕнекен çĕр участокĕн вырăнне суйласа илессипе чикĕлĕх пулнă. Енчен те çемье сĕнекен çĕр участокĕ килĕшменнине алă пусса виçĕ хутчен çирĕплетсен е палăртнă вăхăтра хăйсен йышăнăвĕ пирки хыпарламасан ăна çĕр участокĕ тÿлевсĕр илме тивĕç нумай ачаллă çемьесен черечĕн реестрĕнчен кăларнă. Халĕ ку йĕрке пăрахăçланать.
Сăмах май. Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчен чи малтанхисенчен пĕри 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем уйăрса парасси çинчен» 10 № Саккунне йышăннă. Унта нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕ тÿлевсĕр уйăрса парассин йĕркине палăртнă.
2014 çулхи мартăн 21-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх оранĕсенче çĕр участокĕ илме нумай ачаллă 4273 çемье черетре тăрать. Учета илнисенчен пĕтĕмпе çĕр участокĕ тÿлевсĕр илнисем çак вăхăта 2245 çемье. Вăл шутран çĕр участокĕсене 1387 çемье пурăнмалли çурт-йĕр тума, 813 çемье хăйсен хушма хуçалăхне йĕркелеме, 45 çемье дача тума илнĕ. Нумай ачаллă çемьесене республикипе пĕтĕмпе 255 гектар çĕр уйăрса панă.