29 марта 2014 г.
Çак кунсенче «Герой» хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕнче хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. Пĕр ушкăн кăкарса ĕçлемелли агрегата юсассипе ĕçлет пулсан механизаторсем хăйсен «хурçă учĕсене» техника тĕрĕслевне хатĕрлеççĕ. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ В. Андреев та кунтах.
- Механизаторсемпе водительсем тата уй-хир ĕçченĕсем пĕр чăмăра пĕрлешсе вăй хуни çурхи ĕçсене тĕплĕн хатĕрленме пулăшать. Никам та ума лартнă тĕллевсенчен пăрăнса ĕçрен ютшăнмасть, - терĕ тĕп инженер юсавçăсен бригади патне çитсен. Унăн сăмахĕсемпе эсир сăн ÿкерчĕксенче куракан юсавçăсемпе механизаторсем те килĕшрĕç. «Хуçалăхăн ыранхи тĕрекĕ эпир паян кашни хăйĕн ĕç вырăнĕнче епле вăй хунипе тÿрремĕнех çыхăннине ăнланатпăр. Çавăнпа çурхи куна сая ярас килмест», - терĕç вĕсем.
«Герой» хуçалăхра çурхи кунпа туллин усă курма тăрăшнине хуçалăх ертÿçи Г. Иванова та уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Хуçалăх çур аки валли минераллă удобрени 100 тонна илсе килме килĕшÿ тунă. Кĕçнерни кун тĕлне 40 тонна килнĕччĕ те ĕнтĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра пурнăçламалăх ГСМ кÿрсе килнĕ. «Техника юсакансем çитеççĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕ хатĕр. Саппас пайсем пур. Кирлĕ вăрлăх пĕтĕмпех ака кондицине тивĕçтерет. Иртнĕ кунсенче çеç Ильич яч. хис. хуçалăхран 8 тонна элита урпа вăрлăхĕ туянтăмăр. Çур акине тĕплĕ хатĕрленсе çитетпĕр тесе шутлатăп», - терĕ калаçу вăхăтĕнче Галина Никитична.
Пĕрлехи ĕç халăх мулне çаврăнать. Çак чăнлăха «Герой» хуçалăхра малти вырăнта тытаççĕ.
А. БЕЛОВ.