Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьесем çĕр участокĕсене тивĕçеççĕ

29 марта 2014 г.

 

Нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр майпа çĕр участокĕсемпе тивĕçтересси патшалăх политикин тĕп енĕсенчен пĕри пулса тăрать. Мĕншĕн тесен çакă вăл демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе, çынсене хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма майсем туса парассипе тÿрремĕнех çыхăннă.

Маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтерес тĕллевпе Муркаш район администрацийĕ Шупашкар хулин администрацийĕпе пĕрле пирĕн районти Катькас ялĕ патĕнчи çĕр участокĕнче çурт-йĕр тума палăртакан ĕçсен проектне туса хатĕрленĕ. Унти пĕтĕм çĕр лаптăкне 900-е яхăн уйрăм çĕр участокĕ çине уйăрнă. Вăл шутран 625 участокĕ Шупашкар хулинчи тата 154 участокĕ Муркаш районĕнчи нумай ачаллă çемьесем валли. Пурăна-киле кунти вырăн Катькас ялне анлăлатĕ, кунта ача сачĕ, шкул, суту-илÿ тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисем, ача-пăча тата спорт площадкисем, автопарковкăсемпе йăла каяшне пухмалли вырăнсем пулĕç. Шутласа пăхнă тăрăх ку вырăнта 4725 çын пурăнма тытăнмалла.

2013 çулта ку территорири çĕр участокĕсене хатĕрлесе çитерсе муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетессипе пур ĕçе те туса ирттертĕмĕр. Çапла вара Муркаш районĕнчи нумай ачаллă çемьесен харпăрлăхне пама 111 участок, пĕтĕмпе 10,9 гектар хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Черетре тăракансенчен нумайăшĕ Катькас ялĕ патĕнче çĕр участокĕ илме килĕшет. Мĕншĕн тесен участоксем лайăх вырăнта вырнаçнă, вĕсен рынок хакĕ те пĕчĕк мар.

2014 çулхи мартăн 6-мĕшĕ тĕлне Муркаш районĕн территорийĕнче тÿлевсĕр майпа çĕр участокĕ илме тивĕçлĕ нумай ачаллă çемьесен реестрне 185 çемьене кĕртнĕ. Кун пек çемьесем ытларах Муркаш (36), Москакасси (23) тата Катькас (22) ял тăрăхĕсенчен.

Учета илнĕ нумай ачаллă çемьесенчен 163 çемье (88,1 процент) çĕр участокне харпăр хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕрне тума, 22 çемье (11,9 процент) килти хушма хуçалăхне аталантарма илесшĕн.

Паянхи куна Муркаш район администрацийĕ нумай ачаллă çемьесем валли пĕтĕмпе 153 çĕр участокĕ йĕркеленĕ. Вăл шутран 77 участока нумай ачаллисене уйăрнă: 73 участок (6,9 гектар) - пурăнмалли çурт-йĕр тума тата 4 участок (0,9 гектар) - хушма хуçалăх валли.

Çĕр участокĕ тÿлевсĕр илме ирĕк паракан сертификатсене нумай ачаллă 34 çемьене панă: пурăнмалли çурт тума 30 çемье пĕтĕмĕшле 2,7 гектар, 4 çемье хушма хуçалăх валли пĕтĕмĕшле 0,9 гектар çĕр илнĕ.

Муркаш районĕпе нумай ачаллă çемьесене харпăрлăха çĕр участокĕ тÿлевсĕр уйăрса панă пĕтĕмĕшле лаптăк 7,9 гектарпа танлашать, вăл шутран Катькас ялĕ çывăхĕнче - 6,8 гектар.

И. ЗАХАРОВ,

район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика