29 марта 2014 г.
Çулталăк пуçланнăранпа Муркашри ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç тупас тĕллевпе 69 çын килчĕ. 64 çынна ĕç тупса пама май тупрăмăр, вăл шутран обществăлла ĕçе 18 çынна явăçтарнă. Март пуçламăшĕ тĕлне центрта пурĕ 47 ĕçсĕр çынна регистрациленĕччĕ. Пирĕн центрта тĕрлĕ услуга илме пулать, акă профориентаци енĕпе çак вăхăтра 93 çынна пулăшу патăмăр.
Центра ĕç шыраса пыракансен йышĕнче тĕрлĕ категорие кĕрекен çынсем пур, 14-18 çулсенчи çамрăксем те. Вĕсем вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕç тупса пама ыйтаççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр çак ачасене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернин лайăх енĕ çав ачасемшĕн кăна мар, пĕтĕм обществăшăн та пĕлтерĕшлĕ. Ачасем çапла майпа ĕçлеме хăнăхса ÿсеççĕ.
Вăхăтлăх ĕçе эпир чи малтанах йывăр лару-тăруллă, нумай ачаллă çемьесенче ÿсекен, шкулта е полици пайĕнче учетра тăракан ачасене ытларах явăçтарма тăрăшатпăр. Паллах, ытти ачашăн та чару çук. Вăхăтлăх ĕç пурнăçласа ачасем хăйсене тыткаламалăх укçа та ĕçлесе илеççĕ.
Кăçал акă 14-18 çулсенчи 50 çамрăка вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтертĕмĕр. Çакна валли 3 килĕшÿ тунă. Хамăр палăртнă тăрăх вара кăçал пирĕн районти 595 ачана вăхăтлăх ĕç тупса памалла.
Çул çитмен çамрăксен ĕçе вырнаçас тесен паспорт, медицина справки, пенсие обязательнăй майпа страхланин свидетельстви, налук тÿлекенĕн свидетельстви, 15 çул тултарманнисен ашшĕ-амăшĕн заявленийĕ (ачана ĕçлеттерме килĕшни пирки) кирлĕ. Çул çитменнисене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессипе эпир ытларах шкулсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр.
14-18 çулсенчи ачасем тĕрлĕ ĕçе хутшăнма пултараççĕ: тирпей-илем кĕртес ĕçсене пурнăçлаççĕ, йывăç лартаççĕ, производство предприятийĕсенче тĕрлĕ пĕчĕк ĕçе пурнăçлама пултараççĕ тата ытти те. Вĕсене хăрушлăхпа çыхăннă ĕçсене, йывăр йăтассипе çыхăннă, ачасене психологи тĕлĕшпе сиен кÿме пултаракан ĕçсене, паллах, явăçтармастпăр. Ачасем ĕçе лайăх кăмăл-туйăмпа тата юратса пурнăçлаччăр тетпĕр.
Ачасен, паллă ĕнтĕ, ĕç кунĕ аслисен пек мар. Шкулта вĕренекен 14-16 çулсенчи ачасем акă кунне 2,5 сехетрен ытла мар вăй хумалла, 16-18 çулсенчисем 4 сехетрен ытла ĕçлемеççĕ.
Ачасене çак ĕçе явăçтарассинче ашшĕ-амăшĕн шухăш-кăмăлĕ те пысăк вырăн йышăнать. Ача хăйĕн пушă вăхăтне усăллă ирттернинчен лайăххи çуккине ăнланать пулсан ашшĕ-амăшĕ, хăйĕн ачине çак ĕçе явăçтарма тăрăшать. Ĕçре ача ыттисемпе хутшăнма та хăнăхать, ĕçĕн результатне те курать. Çавăнпа та пирĕн центр урлă вăхăтлăх ĕç тупни аван тесе шутлатăп.
Ачасене вĕренÿрен пушă вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсене ĕçлеме вырнаçтарасси хальлĕхе пулсах пымасть. Эпир шутланă тăрăх вара çак предприятисенче те ачасем ĕçлеме пултаракан ĕçсем пур. Шкул ачисем ял хуçалăх ĕçне хутшăнни, вĕсем ял хуçалăх предприятийĕнче кам тата мĕнле ĕç пурнăçланине курса тăни ял хуçалăх сферишĕн те, ял аталанăвĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăхĕнчи ĕçсене хутшăнса, тен, ачан малашне те кунтах тимлес туртăм çуралать.
И. Димитриева,
ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи.