Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç тухăçĕ юсавлă техникăпа çыхăннă

29 марта 2014 г.

 

Малалла пăхакан çĕр ĕçченĕн çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕ паллă. Вĕсене туллин те пахалăхлăн пурнăçлас тĕллевпе управра ларакан ял хуçалăх техникине ĕçе хатĕрлесе çитерессипе паян çителĕклĕ вăй хуратпăр-и-ха; Çĕр ĕçĕн тĕп пайне хресчен техника пулăшăвĕпе пурнăçланăран ял хуçалăхĕн çак сферинче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси епле пынипе интересленсе патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕпе С. НИКОЛАЕВПА калаçу ирттертĕмĕр.

- Сергей Александрович, ял хуçалăх техникине хире тухма хатĕрлесси пĕр кунхи ĕç мар. Хатĕрленипе пĕрлех унăн хире тухиччен техосмотр тăрса ĕçе тухма ирĕк илмелле. Кунта çĕнĕлĕхсем пур-и?

- Çур аки çывхарнă май сирĕн ыйту паян нихăçанхинчен те ытларах кун йĕркине çывăх тăрать. Çĕр ĕçченĕн тĕллевĕ - çур акине тĕплĕн хатĕрленесси. Çак тĕллевпе вăл ĕç планĕ тăвать, вăрлăх янтăлать, минераллă удобрени тата сĕрмелли-çунтармалли материалсем туянать, хĕл каçнă техникăна юр айĕнчен кăларса юсама пуçлать, киввине çĕннипе ылмаштарать т. ыт. те. Пĕр сăмахпа каласан малашлăхпа пурăнаканăн ларса канма та вăхăт çук. Пирĕн службăн çак вăхăтри тивĕçĕ - хресчене çур аки ĕçĕсене юсавлă техникăпа тухма ирĕк парасси. Çакна валли иртнĕ кĕрччен РФ Правительствин 2002 çулхи 117-мĕш номерлĕ постановленийĕ ĕçлерĕ. Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче вара РФ Правительствин йышăнăвĕпе унта улшăнусем кĕртрĕç.  Тракторсене, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕр тата строительство техникине, вĕсен прицепĕсене патшалăх техника тĕрĕслевне тăратма çĕнĕ йĕрке çирĕпленчĕ. Вăл паян пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçисемшĕн, инженерсемпе механизаторсемшĕн тĕп саккун пулса тăрать. Кăçал тракторсемпе вĕсен прицепĕсене пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен тата хăйсен харпăрлăхĕнче трактор тытакан уйрăм граждансен техника хатĕрĕсене техосмотра унпа килĕшÿллĕн ака-çу  уйăхĕсенче тăратмалла. Çакна валли Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ-тĕслĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ В. Димитриев иртнĕ кунсенче приказ кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн районти хуçалăхсемпе предприятисем тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техникăна тытакан уйрăм граждансем валли кăçалхи техосмотр графикне çирĕплетнĕ. Вăл ял тăрăхĕсенчи пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕрле çав территорисенче пурăнакан уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи ял хуçалăх техникишĕн те пĕр кунта иртĕ. Техосмотр вырăнĕ - пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен машинăпа трактор паркĕ. Аяларах илсе кăтартнă графикра техосмотрсене ăçта хăçан тăмаллине тата çав кун тĕрĕслеве миçе единица техника тухмаллине кăтартнă:

 Уйкас Янасал ял тăрăхĕ

Ильич яч. хис.                     03.04                     18

Уйрăм граждансем           03.04* 23.04        10

Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ

ИП Пихтеров А. Н.            11.04.                    8

КФХ Бархаткин В. В.         11.04                     7

КФХ Толстов А. И.             11.04                     7

Уйрăм граждансем           11.04* 24.04        64

Ильинка ял тăрăхĕ

«Волга»                               21.04                     2

«Хлебороб»                       21.04                     11

Ильинкăри лагерь             25.04                     3

Ильинкăри вăтам шкул    25.04                     1

Уйрăм граждансем           21.04* 25.04        35

Катькас ял тăрăхĕ

«ВТМ»                                  17.04                     2

«Моргаушская»                 17.04                     11

Калайкассинчи вăтам шкул  28.04               2

Уйрăм граждансем           17.04* 28.04        64

Муркаш ял тăрăхĕ

Е. Андреев яч. хис.           09.04                     12

«Моргаушскавтотехсервис» 29.04              4

Муркашри кирпĕч завочĕ    29.04                6

«Моргаушское» ЖКХ         29.04                   5

Муркашри вăтам шкул     29.04                     2

Уйрăм граждансем           09.04* 29.04        13

Москакасси ял тăрăхĕ

«Передовик»                      14.04                     17

Уйрăм граждансем           14.04* 30.04        53

Оринин ял тăрăхĕ

«Восток»                             02.04                     11

 «Оринино»                        02.04                     20

«Моргаушимежрайгаз»   05.05                     2

Орининти вăтам шкул     05.05                     3

Уйрăм граждансем           02.04* 05.05        16

Çатракасси ял тăрăхĕ

«Свобода»                          08.04                     27

Уйрăм граждансем           08.04* 06.05        35

Турай ял тăрăхĕ

Суворов яч. хис.07.04                     18

Уйрăм граждансем           07.04* 07.05        24

Хорнуй ял тăрăхĕ

«Путь Ильича» АФ            10.04                     9

Уйрăм граждансем           10.04* 08.05        23

Чуманкасси ял тăрăхĕ

Чапаев яч. хис.                  04.04                     25

Чкалов яч. хис.                   04.04                     13

Чуманкассинчи вăтам шкул  13.05              2

Уйрăм граждансем           04.04* 13.05        40

Шетмĕпуç ял тăрăхĕ

«АПФ «Колос»                   18.04                     4

Мичурин яч. хис АФ          18.04                     7

КФХ Горбунов В. В.           18.04                     6

КФХ Петров А. А.               18.04                     5

Тивĕшри вăтам шкул       14.05                     2

Уйрăм граждансем           18.04* 14.05        30

Юнкă ял тăрăхĕ

«ВаСем»                             15.04                     7

«Моргаушская» МСО       15.05                     3

Юнкăри вăтам шкул         15.05                     2

Уйрăм граждансем           15.04* 15.05        32

Йÿçкасси ял тăрăхĕ

«Ударник»                          16.04                     60

Йÿçкассинчи вăтам шкул  16.05                   2

Уйрăм граждансем           16.04* 16.05        35

Ярапайкасси ял тăрăхĕ

«Герой»                               01.04                     14

Уйрăм граждансем           01.04* 19.05        46

Ярославка ял тăрăхĕ

Уйрăм граждансем           22.04* 21.05        30

Хуçалăхсен ертÿçисемпе инженерĕсем тата техника хуçисем çур аки умĕн çак графика çирĕп пăхăнасса шанас килет. Техникăна ĕçе юрăхлă хатĕрлени çур акири ăнăçăвăн пĕрремĕш утăмĕ пулнине кашниех ăнланатпăр.

- Хресчен ĕçĕ çур акире пуçланать кăна. Апла пулсан, ытти ĕç валли те ял хуçалăх техникине техосмотр тăратмалла.  Çапла мар-и?

- Кашни ĕçех вăхăтра та пахалăхлă ирттерес тесен  алă айĕнче тăтăшах юсавлă техника пулмалла. Çавăнпа та пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕрлех предприяти-организацисен те, шкулсен  те хăйсен тракторĕсемпе прицепĕсене тĕрĕслеве кая юлмасăр тăратмалла.

- Сергей Александрович, калаçу пуçламăшĕнче эсир техосмотра хатĕрленнĕ чух кăçал çĕнĕлĕхсем пурри пирки каларăр. Мĕн çине тимлĕрех пăхмалла?

-  Кунта калаçу РФ Правительствин иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче çирĕплетнĕ 1013 номерлĕ йышăнвĕ пирки пырать. Техосмотра хатĕрленĕ техника çинче пур механизмпа агрегат та ĕçлемелле, вĕсен таса, тормоз системипе руль управленийĕн т. ыт. те юсавлă пулмалла, тракторсемпе ытти хăй тĕллĕн çÿрекен техника çинче пушартан сыхланма  огнетушитель, ĕçлекенсене вăхăтра медицина пулăшăвĕ пама медицина аптечки, авари чарăнăвĕн паллисем пулмалла. Техника тĕрĕслевне хатĕрленнĕ чух инженерсемпе механизаторсен хăй тĕллĕн çÿрекен техникăн паспорчĕ, регистраци свидетельстви тата кашни механизаторăн медицина справки çинчен асрах тытмалла. Техникăна техосмотр тăратаканăн унпа ĕçлеме ирĕк илме патшалăх пошлини тÿлени çумра кирлĕ. Кунпа пĕрлех тракторист çумĕнче ирĕк паракан категориллĕ удостоверени тата страхланин полисĕ пулмалла. Техосмотра хатĕрленнĕ май тракторсемпе прицепсене çуса тасатмалла, сăрламалла.

Кам та кам техникăна техосмотра хатĕрлемелли сĕнÿсемпе асăрхаттарусене патшалăх техника надзорĕн районти инспекцийĕнче илме ĕлкĕреймен, çав хуçалăхсен ертÿçисемпе инженерĕсен тата техника хуçисен ăна хальтерех килсе илмелле, вĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçлеме пуçламалла.

Енчен те техника единици хăрушсăрлăх правилисене тивĕçтерет пулсан унăн хуçине ТО тухни пирки калакан свидетельство паратпăр. Пĕр-пĕр енпе тивĕçтерÿ пулмасан çитменлĕхе пĕтерме 20 кун вăхăт парса акт çыратпăр. Çак хушăра та техника тĕрĕслев тăраймасан унăн патшалăх номерне вĕçертсе илетпĕр. Ку вара техникăпа пачах усă курма юраманнине пĕлтерет.

Юсавлă техника çеç çур аки пахалăхĕпе ĕç хăрушсăрлăхне ÿстерĕ, хресчене пысăк тухăç илме, экономикăна тĕреклетме шанчăк парĕ.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика