Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр шухăшлă пулни пĕлтерĕшлĕ

29 марта 2014 г.


Ял тăрăхĕсенче пухусем иртрĕç. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ял çыннисемпе тĕл пулса хăйсен иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчетсем туса пачĕç. Хăйĕн отчетлă докладĕнче Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Фомин çавна палăртрĕ:

- Ял тăрăхĕн администрацийĕ иртнĕ çул хăйĕн ĕçне планпа килĕшÿллĕн туса пычĕ. Ял çыннишĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăракан ыйтусене яланах халăхпа, депутатсемпе, старостăсемпе канашласа татса пама тăрăшрăмăр. Обществăлла формированисене те хамăр ĕçсене ытларах хутшăнтарма тăрăшатпăр.

Депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн ларăвĕсене отчетлă тапхăрта 14 ирттертĕмĕр. Вĕсенче ял тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе çыхăннă 21 ыйту пăхса тухнă. Сăмах май 2012 çулта 9 ларура 13 ыйту пăхса тухнăччĕ. Ларусене старостăсене, хĕрарăмсен канашĕн членĕсене т. ыт. те йыхравлатпăр.

Ялсене тирпей-илем, хăт кĕртессипе пысăк ĕçсем пурнăçлама май килчĕ. Паллă ĕнтĕ, çакă вăл ку ĕçсене депутатсем, старостăсем çынсене ытларах явăçтармасăр пулман. Акă Юнкă ялĕнчи Молодежная урамри çакăнса тăракан кĕпере юсарăмăр. Çавăн пекех Çармăçкасси ялĕнче çăл юсанă çĕрте ял çыннисем пуçарулăх кăтартса ĕçлерĕç. Ял çыннисем тăрăшнипех Коминтерн выççăлккинче çĕнĕ çăл туса лартрăмăр. Пĕрремĕш Май выççăлккинче пĕвесемпе плотинăна юсанă. Коминтерн выççăлккинче урамсене çĕрлехи вăхăтра çутатса тăрассине йĕркеленĕ.

Ялсенче пурăнакансемпе тĕрлĕ ыйтупа тĕл пулу, пуху тăтăшах ирттересси ырă йăлара темелле. Иртнĕ çул та ял урамĕсене, обществăлла вырăнсене тасатса тирпейлес, йăла каяшĕсене пухас, пушар тухасран асăрханас ыйтусемпе ял çыннисемпе пĕрре кăна мар тĕл пулса калаçнă.

Ял çыннисенчен чылайăшĕ хăйсен килти хушма хуçалăхне аталантарма патшалăх пулăшăвĕпе усă курма тăрăшнине ырă пулăм тесе палăртнă пулăттăм. Иртнĕ çул 26 хуçалăх çăмăллатнă кредит илме кăмăл турĕ. Укçа-тенкĕпе ял çыннисем хуçалăхра усă курмалли ятарлă техника хатĕрĕсем, выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ е выльăх тытса усрамалли çурт-йĕр тăваççĕ.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерсе ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисем пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта манăн чи малтанах чикĕллĕ яваплăхлă «ВаСем» обществăна, хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацине, Отеновăн хушма хуçалăхне, чикĕллĕ яваплăхлă «Агрофирма «Елкино» обществăна, чикĕллĕ яваплăхлă «Транзит-Сити» обществăна, О. Аргандеевăн хресчен (фермер) хуçалăхне ырăпа палăртса хăварас килет. «Юнга-Согласие» кредит кооперативĕ вара çынсен килти уйрăм хуçалăхĕсене аталантарма çăмăллатнă майпа кредитсем парса пысăк пулăшу кÿрет.

Юнкăри вăтам шкул, «Рябинушка» ача сачĕн, пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕн коллективĕсемпе çыхăнса ĕçлесе пыма тăрăшатпăр. Ял тăрăхĕн территорийĕнчи обществăлла формированисенчен вара профилактика канашне (председателĕ В. Фомин), ветерансен канашне (Л. Илугина), инвалидсен канашне (В. Кольцова), хĕрарăмсен канашне (Л. Толстова), çамрăксен канашне (А. Михалкина) асăнмалла. Вĕсем те пĕрлехи ĕçе хăйсен тÿпине хываççĕ.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче учета илнĕ йĕркеллĕ мар çемьесем çук мар. Иртнĕ тапхăрта кун пек çемьесенче 23 хутчен пулнă. Профилактика канашĕн ларăвĕсене 7 ирттернĕ, вĕсенче кулленхи ыйтусене сÿтсе явнă. Юнкăри информаципе культура центрĕнче тĕрлĕ темăпа калаçу 9 хутчен йĕркелерĕмĕр. Çамрăксене право ыйтăвĕсемпе анкета ыйтăвĕсем çине хуравлаттарни те усăллă пулчĕ тесе шутлатăп, вăл уйрăм пĕтĕмлетÿсем тума май парать.

Канмалли кунсемпе уяв кунĕсенче каçхи вăхăтра клуб учрежденийĕсенче общество формированийĕсемпе ирĕклĕ халăх дружинин членĕсем дежурство тăрассине йĕркеленĕ. Ку вăл право йĕркелĕхне тивĕçтерессипе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче тĕрлĕрен ăмăрту йĕркелесе ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Хоккейла выляссипе ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн, воин-афганецсен кубокне тивĕçессишĕн ăмăртусем çÿллĕ шайра иртеççĕ. Çĕнтерÿ кунне халалласа вара футболла выляссипе çулленех ăмăрту ирттеретпĕр. Хĕл ăсатăвĕн, Çĕнтерÿ кунĕн, Çĕнĕ çул уявĕсене, Çамрăксен, Ватă çынсен кунĕсене пĕрле хатĕрленсе ирттеретпĕр, Юнкăра вара пулăçсен уявне йĕркелеме пуçăнчĕç.

Ял тăрăхĕн бюджет укçи-тенкипе усă курнине анализ туса пăхас пулсан, иртнĕ çул Юнкăри информаципе культура центрĕ валли 1189180 тенкĕ уйăртăмăр. Ялсенчен йăла каяшĕсене турттарса тухнăшăн тÿлеме 207 пин тенкĕ ытла тухса кайрĕ. Ман шутпа ку вăл нумайрах. Çавăнпа та кăçал укçа-тенкĕне перекетлес шутпа ку тĕлĕшпе уйрăм çынсен автотранспорчĕпе те усă курма шутлатпăр.

Урамсене çутатса тăма 170 пин тенкĕ расхутланчĕ. 2012 çулта 230 пин тенкĕ тăкакланăччĕ. Электричество хунарĕсен автоматла майпа ĕçлекен таймерĕсене вырнаçтарни перекетлĕрех пулма май пачĕ.

Юнкăри Центральная урамра 480 метр тăршшĕ шыв пăрăхĕ çĕнĕрен хурса хăвартăмăр. Çакна валли 231 пин тенкĕ расхутланă. Юнкă ялĕнчи Малый Чувак урамĕнче шыв уçламалли башньăна юсама тиврĕ. Сăмах май шывпа тивĕçтермелли системăсем кивелсе çитнĕ ĕнтĕ, вĕсене вĕçĕм юсаса тăма сахал мар укçа-тенкĕ тухса каять.

Çулсене йĕркеллĕ шайра тытса тăни кирлĕ. Иртнĕ çул Çармăçкассинче асфальт сарнă çула юсама 577 пин тенкĕ ытла уйăртăмăр. Кăпасра вара 80 пин тенкĕлĕх ытла юсав ĕçĕсем пурнăçланă.

Ял тăрăхĕн кăçалхи бюджетне 4 млн. та 540 пин тенкĕне яхăн çирĕплетрĕмĕр. Паллă ĕнтĕ, бюджета тупăшсем енĕпе пуянлатма май паракан çăл куçсемпе анлăрах усă курни кирлĕ. Ку тĕлĕшпе усă курман тата пушă выртакан çĕр лаптăкĕсен инвентаризацине йĕркеллĕ туса ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ. Ял çыннисем те çак ĕçе активлă хутшăнасса шанас килет. Пĕрлĕхре вăй тесе ахаль каламаççĕ. Депутатсем, старостăсем, обществăлла организацисем, ял çыннисем яланах пĕрле пулсан кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме, ыйтăва татса пама май пулĕ тесе шутлатăп. Иртнĕ çул килĕштерсе, ăнланса ĕçлесе пынăшăн вара пурне те тав сăмахĕ калатăп.

В. ШАПОШНИКОВ

хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика