05 апреля 2014 г.
Иртнĕ хĕл кунĕсем юрпа тулăхах пулаймарĕç пулин те, ир-каç самаях сивĕ тăракан çанталăк çĕр питне юртан тасатма васкамасть-ха. Ытти çулсенче йĕпе-сапапа тулăх уйăхра шыв кĕрлесе юхни кăçал сисĕнсех каймасть: юр шывĕ пĕчĕккĕн çĕре сăрхăнать. Ăшă кунсем те нумай кĕттермессе кураксем тăрăшсах йăвана çавăрни те, кăнтăртан килсе çитнĕ шăнкăрчсен юрри таврана тыткăнлама пуçлани те, кăнтăр вăхăтĕнче хĕвел ăшши çĕр çине ытларах анни те систереççĕ. Тĕнче куç умĕнчех пĕтĕмĕшле чĕрĕлсе пырать. Юр ирĕлнĕ май ун айĕнчен тухакан ăпăр-тапăра, çÿп-çапа вăхăтра пуçтарса тăрасси кун йĕркине тухать.
Çĕр улми вăрлăхне тĕрĕслесе яровизацилеме кăларса хурассипе тăхтамалли çук. Юр ирĕлнĕ май крыжовникпе хурлăхан тĕммисене 65 градус вĕри шывпа мунча кĕртмелле. Ăшăннă теплицăсенче редис акма меллĕ вăхăт çывхарать. Ку ĕçрен те çывăрса ан юлăр. Малалла сад-пахчаçăн кашни кунхи ĕçĕсем пирки.
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ. Чÿрече умĕнче калча тума томат, пăрăç, баклажан акма меллĕ вăхăт. Ку таранччен асăннă ĕçсене пурнăçлайман пулсан - васкăр!
Ака уйăхĕн 1 - 3-мĕшĕсем. Акнă-лартнă культурăсене шăварни тата минераллă удобренисемпе апатлантарни юрăхлă. Калча тума кабачоксене, патиссонсене, мăн хăярпа хăярсене т. ыт. те акса хăварăр. Маларах акса ÿстернĕ калчасене куçарса сайралатма юрать.
Ака уйăхĕн 3 - 6-мĕшĕсем. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана, калчасене шăварма тăхтамалла. Çĕрсене кăпкалатăр, калчасене сайралатăр. Улма-çырла йывăççисене сыпма юрать.
Ака уйăхĕн 6 - 8-мĕшĕсем. Улма-çырла йывăççисемпе тĕмсен тураттисене касма юрамасть. Вĕсене шăварăр, апатлантарăр. Калча тума хăяр акма юрать. Помидор калчисене куçарса лартса сайралатăр.
Ака уйăхĕн 8 - 11-мĕшĕсем. Шăрăха тÿсĕмлĕ чечексене, явăнса ÿсекен культурăсене акма, лартма тата сайралатма меллĕ тапхăр. Çак кунсенче акнă газон курăкĕ тикĕс шăтать. Улма-çырла йывăççисем сыпнине лайăх чăтса ирттереççĕ. Çĕрпе ĕçлеме пуçлăр.
Ака уйăхĕн 11 - 13-мĕшĕсем. Пĕр çул тата нумай çул ÿсекен чечексемсĕр пуçне нимех те акманни лайăхрах. Маларах акнă чечексене сайралатмалла. Ÿсен-тăрана шăварма тата минераллă удобренисемпе апатлантарма, сăтăрçăсемпе кĕрешме меллĕ кунсем. Помидор, пăрăç, баклажан, физалис калчисене пысăкрах шăнăçсене куçарса лартăр.
Ака уйăхĕн 13-мĕшĕ. Уйăх календарĕпе пÿлĕмри ÿсен-тăрансене шăварма мелсĕр кунсем. Çĕре кăпкалатăр, шăтнă калчасене сайралатăр. Розăсене лартма тата куçарса лартма юрăхлă вăхăт.
Ака уйăхĕн 13 - 16-мĕшĕсем. Уйăх тулнă вăхăтра акни, лартни, куçарса лартни тата ÿсен-тăранпа ытти ĕçсене пурнăçлани меллĕ мар. Акнă-лартнă калчасене сайралатăр, çÿп-çап пуçтарса пахчана тирпейлĕр, йăрансем хатĕрлĕр.
Ака уйăхĕн 16 - 18-мĕшĕсем. Улма-çырла йывăççисене касма, тураттисене иртме юрамасть. Ÿсен-тăрана шăварма тата органикăллă удобренисемпе апатлантарма меллĕ. Калча тума хăяр акмалла. Çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме кăларса хурăр. Йăрансем хатĕрлĕр.
Ака уйăхĕн 18 - 20-мĕшĕсем. Ир пулакан çĕр улми лартма вăхăт. Шăрăха тÿсĕмлĕ чечексене акăр, çурхи ыхра лартма тăрăшăр. Улма-çырла йывăççисен сăтăрçисемпе вăхăтра кĕрешни эффективлă. Улмуççи, груша, чие йывăççи, слива, ирга, роза, жимолость лартма меллĕ вăхăт. Çĕре кăпкалатни лайăх. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕ - Мăн кун.
Ака уйăхĕн 20 - 22-мĕшĕсем. Ир пулакан редис акмалла. Çÿллĕ ÿсмен помидор калчисене куçарса лартмалла. Улма-çырла йывăççисен сăтăрçисемпе кĕрешмелле. Ÿсен-тăрана органикăллă удобренипе апатлантармалла.
Ака уйăхĕн 22 - 24-мĕшĕсем. Акма-лартма мелсĕр кунсем. Теплицăсемпе парниксене ĕç сезонне хатĕрлĕр. Йăрансене полиэтилен хутпа витсе ăшăтăр. Улма-çырла йывăççисен сăтăрçисемпе кĕрешĕр. Ÿсен-тăрансене органикăллă удобренипе апатлантарăр.
Ака уйăхĕн 24 - 26-мĕшĕсем. Ÿсен-тăрана шăварăр тата органикăллă удобренипе апатлантарăр. Кишĕр акăр. Пÿрте е теплицăна акнă калчасене сайралатăр. Йăрансем хатĕрлĕр. Улмуççисемпе тĕмсем тавра тата çĕр çырли ÿсекен йăрансем çине органикăллă удобрени хурăр.
Ака уйăхĕн 26 - 28-мĕшĕсем. Çĕр пиçсе çитрĕ пулсан ăна сухаламалла, культивацилемелле. Хатĕр çĕр çине пуçлă сухан, çурхи ыхра, ир пулакан çĕр улми лартма юрать. Йывăç-тĕме сăтăрçăсенчен хÿтĕлеме имçампа пĕрĕхмелле. Улмуççи, груша, чие, слива, ирга, роза лартмалла, вĕсене апатлантармалла.
Ака уйăхĕн 28 - 30-мĕшĕсем. Нимĕн те акма, лартма, куçарса лартма, сайралатма, ÿсен-тăранпа ытти ĕçсене пурнăçлама сĕнÿ çук. Çум курăкĕпе кĕрешме меллĕ. Анасем çине удобрени хывмалла. Ĕç хатĕрĕсем янтăламалла. Мĕн çитменнине туянмалла.