05 апреля 2014 г.
Кăçал районăмăр 70 çул тултарнă май пирĕнтен кашниех харпăр хăй ĕçлекен коллектив пурнăçне тишкерет. Нумайăшĕн аталанăвĕнче те хăйне евĕр юбилейсем палăраççĕ. Вĕсенчен пĕри - выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци.
ЧР Патшалăх ветеринари службин «Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Муркаш районĕнчи станци» патшалăх учрежденийĕн историйĕ пысăк. Вăл хăйĕн кун-çулне ЧР Министрсен Канашĕн 1964 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнчи йышăнăвĕнчен пуçлать. Пĕрремĕш пуçлăхĕ - Р.А. Огурцов, каярах - А.А. Алексеев. 1965 çултанпа çак должноçа М.А. Миронов йышăннă. Коллектива вăл аталану çулĕпе пĕр улшăнмасăр 30 çул ытла ертсе пынă. 1999 çултанпа çак яваплă ĕçре - Н.С. Яковлев. Унпа ирттернĕ калаçăва паян вулакансене сĕнетĕп.
- Николай Семенович, эсир хăвăр историе алă тупанĕ çинчи пекех курса тăратăр. Çавна шута илсе учрежденин малтанхи çулĕсенчи лару-тăрăвĕпе паллаштарсамăр.
- Иртнине пĕлекен çеç аталану çулĕпе çирĕп пырайрать. Çакна ăнланса хамăр историе, утса тухнă кун-çула эпир нихăçан та манăçа хăвармастпăр. Вăл - пирĕн пуянлăх. Иртнине пăхсан куç умне çакнашкал ÿкерчĕк тухать: 1965 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районта 24247 пуç ĕне выльăх, 20700 сысна, 3987 лаша, 26080 сурăхпа качака шутланнă. Çак пысăк кĕтĕве ветстанципе пĕрле Мăн Сĕнтĕрти ветлечебница, 3 ветучасток, 12 ветпункт пăхса тăнă. Выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăма çăмăл пулманни вăл çулсенчи выльăх-чĕрлĕх ящур, лептоспироз, юхан-суран, юнлă вар витти, урни тата ытти чирпе йышлă аптăранинчен курăнать. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем выльăх апатне вăхăтра ытлă-çитлĕ хатĕрлейменни, сиплеме медикаментсемпе инструментсем çитменни лару-тăрăва йывăрлатнă кăна.
Кадр ыйтăвĕ те районта вăл çулсенче питĕ çивĕч тăнă, анчах ун чухнехи вет-специалистсем çине тăнипе тата хуçалăхсен ертÿçисем пулăшнипе выльăхсене чир-чĕртен сыватас ĕçе лайăх йĕркелеме пултарнă.
- Çулсем иртнĕ май эсир те пĕр вырăнта тăман. Районти ветеринари службин аталанăвне камсем ытларах ырă витĕм кÿнĕ тесе калайратăр?
- Кунта пĕрне мухтаса теприне тиркес килмест. Михаил Алексеевич ертсе пынă çулсене вара ăшшăн çеç аса илетĕп. Шăпах вăл çине тăнипе 1978 çулта ветстанципе ветлаборатори пĕр çуртра ĕçлеме пуçларĕç. Çакă пирĕн ĕçе самай çăмăллатрĕ. Эпĕ Нискассинчи ветеринари участокĕн заведующийĕ пулнă 1982 - 1984 çулсенче те, каярах ветстанци пуçлăхĕн çумĕн тивĕçне пурнăçланă тапхăрта та хăй çирĕп ыйтнипе мана пысăк яваплăха туйса ĕçлеме хăнăхтарчĕ вăл. Çак паха енсем коллективпа ĕçлеме тытăнсан мана питĕ кирлĕ пулчĕç.
ЧР Ял хуçалăх министерствинче ветеринари ĕçĕн пуçлăхĕ пулнă, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ выльăх тухтăрĕ, ветеринари ăслăлăхĕсен докторĕ Г.И. Иванов ырă витĕм кÿнине те палăртмасăр иртессĕм килмест. Пĕрлехи ĕçсен ăнăçăвне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ выльăх тухтăрĕсем - Р.М. Петрова, А.И. Михайлова, Р.Г. Леонтьева, М.И. Павлова, Н.С. Воробьева, Г.Т. Кириллова, И.Н. Яковлева, Н.М. Петрова - пысăк тÿпе хывни те паян кашнин куçĕ умĕнче.
- Аталану çулĕ тикĕс пулмасть. Çĕр-шыв экономика тĕлĕшĕнчен лекнĕ пăтăрмахлă тапхăра мĕнле тÿссе ирттертĕр?
- Йывăрлăхсене кĕтме яланах хатĕр пулмалла. Вăл çулсенче республикăри хăш-пĕр районта ветеринари участокĕсене нумай хупрĕç. Эпир вара пуринпе те килĕшÿллĕ ĕçлесе çĕнĕрен тăваттă - Юнкăра, Йÿçкассинче, Москакассинче тата Катькасра - уçрăмăр. Çав йывăр вăхăтра Муркаш район самоуправленийĕн пуçлăхĕ пулнă Валерий Вязов, ЧР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи ветеринари управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Виталий Семенов, «Передовик» ял хуçалăх производство кооперативне ертсе пынă, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă Валериан Краснов нумай тĕкĕ пачĕç. Пĕрлехи тăрăшулăхпа Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин департаментне çĕнĕ учрежденисем йĕркелесси пирки çеç мар, вĕсене кадрсемпе, федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕпе тивĕçтерме ыйтса сахал мар вăй хума тиврĕ. Паян хăвăрах куратăр - тăрăшни харама каймарĕ. Хальхи вăхăтра район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та пирĕн ĕçпе кăсăклансах тăнине палăртатăп. Кирлĕ вăхăтра вăл нихăçан та канаш-сĕнÿсĕр, пулăшусăр хăвармасть.
- Николай Семенович, сирĕн тытăмăн ку чухнехи ĕçĕ-хĕлĕпе çитĕнĕвĕсем çинчен те пĕлес килет.
- Пĕр вырăнта ларасси пире валли мар. Хальхи вăхăтра кашни ял тăрăхĕнчех ветеринари участокĕ пур. Вĕсем çулленех тĕрлĕрен ветеринари-санитари мероприятийĕ ирттереççĕ: выльăхсене çулталăк хушшинче профилактика шучĕпе 30 ытла тĕрлĕ эмел яраççĕ, 45 тĕслĕ диагностика тĕпчевĕ ирттереççĕ.
Юлашки çулсенче Раççейри, çавăн пекех Чăваш Енри сысна ĕрчетекен хуçалăхсемшĕн Африка мурĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратрĕ. Пирĕн район та унран çине тăрсах сыхланать: дезинфекци тумалли материалсем, препаратсем çителĕклĕ янтăларăмăр. Тĕрĕслев мероприятийĕсем те вырăнсенче сахал мар иртеççĕ.
Иртнĕ çул вĕçĕнче пирĕн станцие Раççейри малта пыракан агропромышленноç организацийĕсен реестрне кĕртрĕç. Çакă ĕçĕмĕре çÿллĕ шайра пысăка хурса хакланине, коллектива шаннине пĕлтерет çеç мар, яваплăха та ÿстерме ыйтать. Эпир çапла тăватпăр та.
2013 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе канашлу ирттертĕмĕр. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев хутшăнчĕ. Канашлура хамăр тимлĕхпе районта туберкулез, лейкоз, бруцеллез, ерекен ытти чирсене сарăлма паманнине палăртрăмăр. Çакăнта ветеринари специалисчĕсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа та чыслă пурнăçлани тĕп вырăнта.
Пирĕн коллективра паян пĕтĕмпе 55 çын. Вĕсенчен 25-шĕ - выльăх тухтăрĕсем. Лайăх ĕçленĕшĕн пĕлтĕр Мăн Сĕнтĕрти ветеринари участокĕн заведующийĕ Нина Петрова тата ветстанцири Ирина Яковлева выльăх тухтăрĕ «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ выльăх тухтăрĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕç. Валентина Лебедевăна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе чысланине те пысăк хисеп тесе шутлатпăр.
Коллектива çамрăксем килни пирĕн малашлăх пурри пирки калать. Савăнтарать çакă. Юлашки икĕ çулта пирĕн йыша Венера Красновăпа Николай Трифонов выльăх тухтăрĕсем хушăнчĕç. Çак çыхăну малалла та тăсăласса шанатăп.
- Ветеринари тытăмĕн паллă ăсчахĕ Сергей Евсеенко: «Тухтăр çынна сыватать, ветврач - этемлĕхе», - тенĕ. Выльăх продукцийĕн пахалăхĕшĕн епле тăрăшатăр тата?
- Ку ĕçе эпир хамăрăн кун йĕркинчен самантлăха та кăлармастпăр. Сĕт, аш-какай пахалăхĕ выльăха мĕнле апат çитернипе тÿрремĕнех çыхăннă. Çакна шута илсе пирĕн специалистсем ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх апачĕ хатĕрленĕ вăхăтра вырăнсене тухсах çÿреççĕ, янтă апата лабораторире тĕрĕслеççĕ, унăн пĕтĕмлетĕвĕпе çийĕнчех хуçалăхсене паллаштараççĕ, кирлĕ сĕнÿсем параççĕ.
2013 çулта районти хуçалăхсем 7344 тонна утă, 13913 тонна сенаж, 6200 тонна силос хатĕрлерĕç. Ăна пĕтĕмпех тĕрĕсленĕ. Утăн 62 проценчĕ пĕрремĕш класлă, ытти - иккĕмĕш. Сенажпа силосăн 72 - 62 проценчĕ пĕрремĕшпе иккĕмĕш класа тивĕçтерет.
2012 çулта район сĕтĕн 13 процентне чи пысăк сортпа сутнă пулсан, пĕлтĕр ку кăтарту 47 процента çитрĕ. Çак ĕçре «Герой», Ильич яч. хис., Суворов яч. хис., «Оринино» хуçалăхсемпе «Путь Ильича» агрофирма ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
- Николай Семенович, эсир каласа панинчен выльăх тухтăрĕн ĕçĕн тата унăн пĕлтерĕшĕн калăпăшĕ куç умне туллин тухрĕ. Халăхпа общество пурнăçĕшĕн çакнашкал пархатарлă ĕçе пĕччен-иккĕн пурнăçлама йывăррине те ăнланатăп. Çавăнпа та юбилей умĕн хăвăрпа çума-çумăн ĕçлекенсенчен камсене палăртса хăварма пултаратăр?
- Тĕрĕсех калатăр. Эпир кÿлĕннĕ ĕç вăл пĕччен-иккĕн пурнăçламалли мар. Çавăнпа та манăн паян эсир калашле хамăрпа çума-çумăн ĕçлекенсене туллин тав тăвассăм килет. Пире хамăр пурнăçлакан ĕçре район администрацийĕ, район администрацийĕн экономикăпа АПК аталанăвĕн управленийĕ, район хаçачĕн коллективĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, «Россельхознадзорпа» «Роспотребнадзор» ĕçченĕсем, ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе агрофирмăсен тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем ăнланса пыни хамăр ума çĕнĕ тĕллевсем лартма çул уçать. Куратăр пулĕ, ĕç калăпăшĕ пысăк. Ăна пĕччен-иккĕн пурнăçлама çук. Çавăнпа та май килнипе усă курса эпĕ паян хамăрăн пĕтĕм коллектива, ветерансене, хамăр патăмăрта тĕрлĕ çулсенче ĕçленисене юбилей ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, тулли телей, ĕçре çитĕнÿсем, кил-йышра юрату та тату пурнăç сунатăп.
А. БЕЛОВ.