05 апреля 2014 г.
Çĕр ĕçченĕ умне черетлĕ çур аки тухса пырать. Çулпа çул пĕр килмест теççĕ те кăçалхи çут çанталăкăн та хăйĕн уйрăмлăхĕсем. Çакна çĕр ĕçченĕ асра тытсах уй-хир ĕçĕсене хатĕрленет. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем те паянхи кунпа пурăнмаççĕ. «Утарçăсен ĕçĕнче çут çанталăкăн кашни вăхăчĕ уйрăм пĕлтерĕшлĕ. Паян тумаллине ырана хăварсан çурла уйăхĕ çитсен пыл ан та кĕт. Йăлтах асра тытаççĕ те çанă тавăрса ĕçлеççĕ районти утарçăсем, çĕнĕ ĕмĕтсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшаççĕ», - вĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Районти утарçăсемпе хурт-хăмăр ĕçченĕсен канашлăвне кĕнĕ чух çуралнă шухăш семинар вĕçленичченех çухалмарĕ.
Килти хушма хуçалăхра тата ял хуçалăх производство кооперативĕсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессин пĕр енĕ вăл - хурт-хăмăр отрасльне аталантарасси. Вĕлле хурчĕ ял хуçалăх аталанăвĕпе яланах тачă çыхăнура. Ку кăна та мар, халăх сывлăхне сыхлас тата упрас тĕллевпе те ылтăн хуртăн пĕлтерĕшне сивлекен çук. Çав вăхăтрах вĕлле хурчĕ хăй тĕлĕшпе те пысăк тимлĕх ыйтать. Çакна тĕпе хурса республикăри хурт-хăмăр агентствипе район администрацийĕн экономика тата ял хуçалăх аталанăвĕн пайĕ иртнĕ ытлари кун, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче, тĕрлĕ харпăрлăх формипе ĕçлекен утарçăсемпе семинар-канашлу ирттерчĕç. Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче ял хуçалăх производство кооперативĕсен утарçисемпе тата килти хушма хуçалăхсенче хурт-хăмăр тытакансемпе хĕл кунĕсем иртнĕ май вĕлле хурчĕсене çăва кăларассипе пурнăçламалли ĕçсем тĕлĕшпе вĕрентÿллĕ калаçу пулчĕ. Пухăннисем çак кун çавăн пекех ĕçтешĕсен ĕçри çĕнĕлĕхĕсемпе, вĕсене хумхантаракан ыйтусемпе, наукăн паянхи уйрăмлăхĕсемпе паллашрĕç.
Хурт-хăмăр ĕçчен те сăпайлă çынна юратать. Унăн аллинче вăл ăнать, çултан-çул ытларах продукци парать. Районта вĕлле хурчĕ ĕрчетекенсем шăпах çак карта ларакан ĕçченсем. Вĕсем хăйсен ĕçчен тусĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă ĕнтĕ. Çавăнпах ĕçри ÿсĕмĕсем те çулленех сумлă та курăмлă.
Паянхи куна районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи 3 утарта 187 хурт-хăмăр çемйи пур. Вĕсемсĕр пуçне çак ĕçе 5 хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пурнăçласа пыраççĕ. Çавăн пекех килти хушма хуçалăхсенче те пыл хурчĕ тытакансем йышлă. Хăшĕсем хăйсен ĕçне çемье династийĕ шучĕпе те пурнăçласа пыраççĕ ĕнтĕ.
Утарçăсен иртнĕ çулхи ĕç ăнăçăвĕсем çак кăтартусенчен лайăх курăнаççĕ тесе шутлатăп. Пĕлтĕр Мичурин яч. хис. агрофирмăра 80 çемьерен 2800 килограмм, «Герой» хуçалăхра 81 çемьерен 2600 килограмм, В. Хлебников хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те пысăк пахалăхлă пыла нумай туса илме хевте çитерни хурт-хăмăр отраслĕ районта çирĕп аталанни пирки калать. Çакна хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн экономикăпа АПК аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Н. Костина та палăртрĕ. «Вĕлле хурчĕ сиплĕх никĕсĕпе пĕрлех тупăш çăл куçĕ пулнине те манас марччĕ. Хурт-хăмăр отраслĕнче пĕрремĕш çул ĕçлеменнисем çак чăнлăха хăйсен ĕç кăтартăвĕсенче кураççĕ. Çавăнпа та вĕсем аталану çулĕ шыранинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар», - терĕ канашлăва уçса Нина Марксовна.
Çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланса кайиччен йĕркеленĕ канашлăва утарçăсем йышлă пухăнни, çак тĕл пулăва агентствăн генеральнăй директорĕ Г. Максимов хутшăнни районта ку отрасль çине юлашки çулсенче ытларах тимлĕх уйăрма пуçланине çирĕплетрĕ.
Асăннă тĕл пулура вĕлле хурчĕ ĕрчетекенсем пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех хурт-хăмăр епле хĕл каçнине тата вăйсăрланнă çемьесене çăва кăлариччен епле пăхмаллине тишкерчĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç.
Г. Максимов утарçăсене кун йĕркинче пур çĕнĕлĕхсемпе нумай паллаштарчĕ. Апла пулин те Геннадий Антоновичăн калаçăвĕнче пыл хурчĕсене технологие пăхăнса çăва кăларасси тĕп вырăнта пулчĕ. Ку ыйтăва сÿтсе явнă çĕрте утарçăсем те хăйсен сĕнĕвĕсемпе, вуншар çул ĕçлесе пухнă опытпа паллаштарчĕç. Туслă калаçура ăша илмелли, вĕренсе юлмалли, çĕннине епле пурнăçа кĕртмелли нумай пулчĕ.
Пыл хурчĕсене çăва кăларасси пирки калаçнă семинарта районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцири ертсе пыракан выльăх тухтăрĕ Л. Бояринова ветеринари ыйтăвĕсене хускатни те пухăннисене лăпкăлăхра хăвармарĕ. Анчах пурте хăйсене тивĕçтерекен хуравсене тупни семинар хăйĕн тĕллевне пурнăçлани пирки каларĕ.
- Пыл хурчĕ тытасси ответлă ĕç. «Турă кайăкĕсемпе» пĕр чĕлхе тупма пултарни вара укçа-тенкĕпе пĕрлех сывлăх та парать. Паян хамăн пурнăçа вĕсемсĕр курмастăп та. Çакăн пек канашлусем ирттерни районти утарçăсене пĕр чăмăра пухать, çĕнĕлĕхсемпе паллашса малашлăх утăмсене палăртма май парать, - терĕ канашлу хыççăн районти утарçăсен старости Г. Толстов.
Республикăри хурт-хăмăр агентствин районти суту-илÿпе хатĕрлев пункчĕн хатĕрлевçи В. Гониашвили утарçăсем активлă пулнине, чĕннĕ хăнасем хăйсен калаçăвĕсенче çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе пурнăçламалли ĕçсем пирки тĕплĕ каланине малашнехи ĕçсен никĕсĕ тесе пĕтĕмлетрĕ.
А. БЕЛОВ.