05 апреля 2014 г.
РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2014 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса социаллă пенсисем 17,1 процент, федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене уйăхсерен укçан паркан соцпакет 5 процент, ĕç пенсийĕсен страхланă пайĕ февраль уйăхĕнчи ÿсĕмсĕр пуçне татах 1,7 процент ÿсрĕç.
Чăваш Республикинче социаллă пенсисен вăтам виçи 947 тенкĕ чухлĕ ÿсрĕ, вăтамран 6522 тенкĕпе танлашрĕ. Муркаш районĕпе илес пулсан ку кăтартусем 926 тенкĕ тата 6639 тенкĕ. Инвалид ачасене тата 1-мĕш ушкăнри ачаран инвалидсене паракан пенси 1515 тенкĕ ÿсрĕ, 10376 тенкĕне çитрĕ.
Ĕç пенсийĕсен ÿсĕм коэффициенчĕ РФ Пенси фончĕн бюджет тупăшĕпе çыхăннă. Аса илтеретпĕр, инфляцие кура ĕç пенсийĕсене кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 6,5 процент чухлĕ индексациленĕччĕ. Ĕç пенсийĕсене апрельте ÿстернĕ хыççăн ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕн вăтам виçи февральтипе танлаштарсан 175 тенкĕ ÿсрĕ (çулталăк пуçламăшĕнчипе пăхсан - 785 тенкĕ), вăтамран 10380 тенкĕпе танлашрĕ. Ку вăл пенсионера пурăнма кирлĕ Чăваш Республикинчи минимумран (4963 тенкĕ) 2,1 хут нумайрах. Муркаш районĕнче ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕ вăтамран 169 тенкĕ ÿсрĕ (çулталăк пуçланнăранпа - 727 тенкĕ), унăн вăтам шайĕ 9456 тенкĕпе танлашрĕ.
Çапла вара 2014 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пур пенсионерăн та пенси ÿсрĕ. Ÿсĕм шайĕ кашни пенсионерăн тĕрлĕрен пулать. Ку вăл пенси халиччен мĕн чухлĕ илсе тăнипе çыхăннă. Икĕ пенси илсе тăракан Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем вăтамран 1,8 пин тенкĕ ытларах илме тытăнаççĕ, пенсисен пĕрлехи виçи уйăхне вăтамран 26,8 пин тенкĕпе танлашать. Муркаш районĕнче ÿсĕмĕн вăтам шайĕ 1,6 пин тенкĕ, пенсисен виçи вăтамран 24,4 пин тенкĕ.
Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 353 пин пенсионер шутланать. Вăл шутран 325 пин çын ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕ, инвалида тухнипе тата çемьере тăрантаракана çухатнипе паракан пенси илсе тăрать, 28 пин çынна патшалăх пенсийĕпе тивĕçтереççĕ (социаллă пенсисем, вăрçă инваличĕсемпе участникĕсене, вилнĕ çар çыннисен ашшĕ-амăшне паракан пенсисем). Муркаш районĕнче пенсионерсен шучĕ 9973 çын. Вĕсенчен ĕç пенсийĕ илсе тăракансем - 9040 çын, патшалăх пенсине илсе тăракансем - 933 çын.
Чăваш Республикипе илес пулсан апрельтен пенсисене ÿстернĕ май уйăхсерен пенси тÿлеме уйăракан укçа-тенкĕ сумми 94 млн. тенкĕ ытла ÿсет, çулталăк вĕçлениччен тÿлевсем пĕтĕмĕшле 846 млн. тенкĕ ÿсеççĕ.
Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен соцпакечĕн виçи кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 881 тенкĕ те 63 пуспа танлашать. Вăл шутран эмел пайĕ - 679 тенкĕ те 5 пус, санаторипе курорт пайĕ - 105 тенкĕ те 5 пус, транспорт пайĕ (хула тулашĕнче поездпа тÿлевсĕр çÿресси, санаторие çул укçи тÿлемесĕр кайса килесси) - 97 тенкĕ те 53 пус.
Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене уйăхсерен укçан тÿлесе тăрасси апрельтен 10 млн. тенкĕ ÿсет, çулталăк вĕçленнĕ тĕле 90 млн. тенкĕпе танлашать.
Чăваш Республикинче федераци çăмăллăхĕсемпе усă курса уйăхсерен укçа тÿлевĕ илсе тăракансем 109 пин çын. Вĕсенчен ытларахăшĕ (86 пин çын) - инвалидсем. Муркаш районĕнче ку тÿлеве 3 пин çын ытла илсе тăрать. Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансем шутне çавăн пекех Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем, çапăçусене хутшăннă ветерансем, вилнĕ çар çыннисен тăлăх мăшăрĕсем, радиаци катастрофисене пĕтерме хутшăннисем тата граждансен ытти хăш-пĕр категорийĕсем кĕреççĕ.