05 апреля 2014 г.
Çапла палăртрĕ Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Павлов вырăнта пурăнакан ял çыннисен паянхи пурнăç, йăла, культура ыйтăвĕсене ăнăçлăрах татса парас тесен ытларах хăйсем çине шанмаллине уçăмлатса. Пĕрлехи пуху Турайри информаципе культура центрĕнче мартăн 25-мĕшĕнче иртрĕ. Иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май Николай Александрович çавăн çинче чарăнса тăчĕ:
- Ял тăрăхĕн лаптăкĕ 6429 гектар йышăнать. Пĕтĕмпе уйрăм çынсен 933 хуçалăхĕ, пурăнакансен шучĕ 2141 çын. Вăрçă участникĕсем 7 çын, вăрçăра вилнĕ çар çыннисен пĕччен мăшăрĕсем 13-ĕн, пĕччен ватăсем 78 çын. Ял тăрăхĕн бюджечĕ 1830 çын тĕлĕшпе йĕркеленнĕ, пĕр çын пуçне 1936 тенкĕ тивет.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем 3612,4 гектар йышăнаççĕ. Территорири тĕп хуçалăх - Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсĕр пуçне Чкалов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ 380 гектар, Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ 80 гектар, Сретинскийăн тата Скворцовăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 250 тата 80 гектар çĕр лаптăкĕсем çинче ял хуçалăх культурисем акса-лартса туса илеççĕ. Уйрăм предпринимательсем 8 çын.
Ял тăрăхĕ умĕнче тăракан пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе йышăну тăвакан пĕрлехи орган вăл - депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвĕ. 2013 çулта унăн ларăвĕсене 10 ирттертĕмĕр. Вĕсенче 20 ыйту пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну тунă.
Çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнасси, тĕрлĕ ĕç хучĕсем, справкăсем, выпискăсем хатĕрлесе парасси пирĕн кулленхи ĕç шутнех кĕрет. Иртнĕ çул кун пек справкăсене пĕтĕмпе 2150 туса панă. Вăл шутра субсидисемпе пособисем илме 320, кредит илме выпискăсем 78, ыйтса çырнисем 69, характеристикăсем 80.
Хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тивĕçлисене кирлĕ документсене хатĕрлесе парса район администрацийĕнче черете тăрататпăр. Иртнĕ çул кун пеккисене 3 çамрăк çемьене черете тăма пулăшрăмăр.
Федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр» тĕллевлĕ программин «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммипе иртнĕ çул Ольга Михайлова çемйи социаллă тÿлев шучĕпе 481950 тенкĕлĕх, ялсен социаллă аталанăвĕн программипе Валентина Орлова çемйи çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 613880 тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕç.
Ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан 7 вăрçă участникĕнчен 2-шĕ хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕ. Черетре тăракансем татах 2 ветеран.
Пирĕн патри демографи лару-тăрăвĕ пурне те шухăшлаттармалла тесе шутлатăп. Акă иртнĕ çул 13 çемье йĕркеленчĕ, ачасем 20 çуралнă. Çав вăхăтрах вилекенсен шучĕ 37 çынпа танлашрĕ. Ĕçлес ÿсĕмри çынсем çĕре кĕни йĕркеллĕ пулăм мар. Вырăнта ĕç вырăнĕ тупма май çуккипе çамрăксенчен ытларахăшĕ ытти облаçсене ĕçлеме кайса çÿрет.
Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене хĕллехи-çуллахи вăхăтра пăхса тăрассипе Фасхутдинов хресчен (фермер) хуçалăхĕпе килĕшÿ тунă. Хăйĕн тивĕçĕсене вăл аван пурнăçлать. Иртнĕ çул çав тĕллевпе 325 пин тенкĕ расхутларăмăр. Çулсене юсама пĕтĕмпе 548,7 пин тенкĕ уйăрнă. Мăн Токшик ялĕнче 290 метр çула хăйăрпа вак чул сарса хытартăмăр. Çуткÿл ялĕнче вара Нагорная урама каçнă çĕрти çула юсама 43 пин тенкĕ расхутларăмăр. Ку ĕçре пысăк пулăшу панăшăн Александр Васильева, Лариса Васильевăна, Алина Семеновăна, Виталий Коковихина пысăк тав сăмахĕ каланă пулăттăм. Анаткасси ялĕнче плотина урлă каçмалли кĕпере юсарăмăр. 20 пин тенкĕлĕх йывăç материалсем туянтăмăр. Юсав ĕçĕсене вара ял çыннисен вăйĕпех пурнăçлама май килчĕ.
Çĕрле урамсене çутатса тăма 242 пин тенкĕлĕхе яхăн расхутларăмăр. Мăн Токшик, Уйкас Турай, Çулав, Турай ялĕсенче урамсенчи çутă системисене юсарăмăр. Укçа-тенкĕ çитмен пирки вăхăтлăха ку ĕçсене чарма тиврĕ. Халĕ материалсене туяннă ĕнтĕ, ĕçсене малалла тăсатпăр.
Шыв ыйтăвĕпе куллен ĕçлеме тивет. Çăл пурисем валли 17 пин тенкĕлĕх тимĕр-бетон ункăсем туяннăччĕ. Ял çыннисен вăйĕпе вĕсене Çулав ялĕнче тата Анаткассинчи Березовая урамра вырнаçтарнă.
Хуçасăр шутланакан объектсене ял тăрăхĕн балансĕ çине куçарас ĕçсем пыраççĕ. Анаткассипе Çĕн Хресчен ялĕсенчи тата Мăн Токшикри икĕ гидротехника сооруженине, çавăн пекех Çаранçырмипе Уйкас Турайри, Çуткÿлпе Çĕн Хресченри тата Турайри шыв уçламалли 5 башньăна кадастр учетне тăратрăмăр.
Мăн Токшик ялĕнче шыв пăрăхĕсен системин проектпа смета документацине туса хатĕрлерĕмĕр. Проект ĕçĕсем 255 пин, геодези ĕçĕсем 96 пин, топосъемка ĕçĕсем 98 пин тенкĕне кайса ларчĕç. Йÿнех мар, укçа-тенкĕ çитменнипе топосъемка ĕçĕсемшĕн 2013 çул вĕçĕнче кăна тÿлесе татма май килчĕ. Шыв кĕртессипе 2015 çулхи ĕçсен программине лекес тесен вара лабораторипе тишкерÿ ĕçĕсене туса ирттермелле, экспертиза витĕр тухмалла.
2013 çулта йăла каяшне полигона турттарма 6800 тенкĕне яхăн расхутларăмăр. Ытти ял тăрăхĕсемпе танлаштарсан пĕчĕк мар сумма перекетлеме май килчĕ. Эпир йăла каяшне утилизациленĕшĕн кăна тÿлерĕмĕр, Суворов яч. хис. хуçалăх автотранспортпа тÿлевсĕр тивĕçтерчĕ. Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче вара малашне кашни хуçалăхранах уйăхсерен 50 тенкĕ транспортшăн тÿлеме пуçтарма йышăнса хăвартăмăр. Çак ĕçе ял старостисене хушăпăр. Утилизаци расхучĕсене ял тăрăхĕн бюджетĕнчен саплаштарăпăр.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă хăйĕн Çырăвĕнче ыйтман çĕр пайĕсене çитес виçĕ çул хушшинче муниципалитет харпăрлăхне куçарса пĕтерме задача лартрĕ. Çĕрĕн хуçа пулмалла. Иртнĕ çул ял тăрăхĕ 357 çĕр пайĕн харпăрлăх правине регистрацилерĕ. Çав шутран 75 гектар çĕр лаптăкне Суворов яч. хис. хуçалăха сутма палăртрăмăр.
Ыйтман çĕр пайĕсене харпăрлăха çирĕплетес ĕç вĕçленмен-ха. Паянхи куна илес пулсан пурăнакан çынсен çĕр пайĕсен харпăрлăх прависене çирĕплетес ĕçсене вĕçлерĕмĕр. Халĕ вилнĕ çынсен çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарма пуçăнтăмăр. 100-е яхăн ĕçе суда тăратнă. Ку ĕçсене Н. Саватеева специалист ответлăха туйса пурнăçлать.
Иртнĕ çул Уйкас Турай ялĕ хыçăнчи 113 гектар çĕр лаптăкне харпăрлăха парассипе икĕ хутчен торг ирттертĕмĕр. Аукциона хутшăнас кăмăллисем тупăнмарĕç. Кунти çĕрсемпе Чкалов яч. хис. хуçалăх усă курнă пирки çине тăнипе асăннă хуçалăхпа аукциона хутшăнасси пирки калаçса татăлма май килчĕ.
Кăçалхи май - июнь уйăхĕсенче ялсенчи çĕр участокĕсен инвентаризацине ирттерме палăртатпăр. Ĕç калăпăшĕ пĕчĕкех мар. Пурте çак ĕçе активлă хутшăнасса шанас килет.
Ял çыннисем хушшинче хăйсен ирĕкĕпе урам хушшисенче гаражсем, нÿхрепсем туса лартнисем пур, хăшĕсен пĕр çул мар ĕнтĕ стройматериал купаланса выртать. Кун пеккисемпе малашне килĕшÿ туса майăн 1-мĕшĕнчен тытăнса обязательнăй йĕркепе аренда тÿлевĕ илме тытăнатпăр. Хуралтăсене пăсма е территорисене тасатма тивĕ.
Муркаш - Турай - Сура автомобиль çулне тăвассипе иртнĕ çул пирĕн проект пурнăçланма тытăнни савăнтарать. Проектпа смета документацийĕ валли республикăран 1,5 млн. тенкĕ уйăрса пачĕç. Çул тăршшĕ 13,5 километр. Ĕçсен калăпăшĕ 308 млн. тенкĕпе танлашать. Çул тăвас ĕçсем пĕлтĕр пуçăнчĕç, вĕсене 3 тапхăрпа туса ирттерме пăхнă. Кăçал пĕр тапхăрне (вăл 6 километрпа танлашать, ĕçсене 116 млн. тенкĕлĕх пурнăçламалла) туса пама палăртрĕç.
2014 çулта çулсене тытса тăма 515 пин тенкĕ пăхса хутăмăр. Вăл шутран хĕлле çулсене юртан тасатса тăма - 349,5 пин тенкĕ. Çулсене юсама 822 пин тенкĕне яхăн уйăрас тенĕ. Вăл шутра Мăн Токшик çулне туса пĕтерме палăртатпăр. Кунти ĕçсем 480 пин тенкĕлĕх. 342 пин тенкĕне яхăн Тушкассинчи Новая урамри çула тума ямалла пулать. Çулсене тытса тăма уйăракан укçа-тенкĕ шучĕпе 165,5 пин тенкĕлĕх Тушкассинчи плотина хĕрринчи çула юсамалла.
Юлашкинчен çавна каласа хăварас килет. Паянхи кун татса памалли ыйтусем сахал мар пулин те, пурнăç хăйĕн йĕркипе малаллах шăвать. Ырă еннелле улшăнусем иртнĕ çул та пулчĕç. Анчах та çак улшăнусем сумлăрах, курăмлăрах пулччăр тетпĕр пулсан, никамăн та мар, хамăрăнах çине тăрас пулать. Хамăрăнах ытларах тăрăшмалла. Такам çине шанса ларни кăлăхах. Май килнипе усă курса вара пире кулленхи ыйтусене татса парассипе яланах алă тăсса пама хатĕр пулнăшăн вырăнти Суворов яч. хис. хуçалăх ертÿçине В. Андреева, депутатсен районти Пухăвĕн депутатне Б. Андреева, пĕр-пĕрне ăнланса килĕштерсе ĕçлесе пынăшăн хамăн коллегăсене, вырăнти депутатсене, старостăсене, ял çыннисене тав сăмахĕ калатăп. «Пĕччен суран - типсех пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать», - тесе чăвашсем ĕлĕкех тĕрĕс каланă.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.