05 апреля 2014 г.
Мартăн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова çавра сĕтел ĕçне хутшăннă. Унта Шупашкар хулин территорийĕнче алкогольпе тата спиртлă шĕвекпе сутă тăвассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Шупашкар хула администрацине уçă калаçăва республика Прокуратурин, Роспотребнадзорăн, Росздравнадзорăн представителĕсене тата аптека сечĕсен ертÿçисене чĕннĕ.
Республикăра алкоголизмпа чирлесси, унпа наркăмăшланасси 2013 çулта унчченхи çулхинчен чакнă пулин те, асăннă проблема кун йĕркинчен тухмасть. Уйрăмах харпăр хăйĕн аптекисенчи спиртлă шĕвекпе наркăмăшланакансем йышлă.
Аптека сечĕсен ертÿçисене аптекăсенче спиртлă шĕвек сутма чарасси пирки хатĕрленĕ меморандум проектне валеçсе панă. Спиртлă продукцие унăн спиртсăр эквиваленчĕпе ылмаштарма сĕннĕ.