Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти учитель

19 января 2013 г.

«Шкул çулĕсенче вĕрентекен каланă кашни сăмаха ăша хывма пултарни пурăна-киле хăвăрах кирлĕ пулать. Çакна çулсем иртсен çеç ăнланса илни чавса çывăх та çыртма çук тенипе тÿр килсе ан тухтăр», – тетчĕ Кашмаш шкулĕнчи хамăн пĕрремĕш вĕрентекен Т. Андреева. Татьяна Андреевна çиччĕ виçсе каланă сăмахсем пурнăç чăнлăхĕ пулни паян кашни утăмрах палăрать. Турайри вăтам шкулта ачасене биологипе хими предметне 24 çул вĕрентекен Ирина Ивановăпа  курнăçса калаçсан та вĕсем куç умĕнчен каймарĕç. Манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм педагогика институчĕ хыççăн Турайри вăтам шкула направленипе килнĕ те кунтах хăйĕн пурнăç йăвине çавăрнă. Хăй ĕçне юратнипе, ачасемсĕр пурăнайманнипе, çĕнĕлĕхсене тăтăшах алла илессипе тимленипе палăрать вăл тăван коллективра, хăйсем пурăнакан ялта.

Мăшăрĕпе – Александр Валерьевичпа – Ойкасра кил-çурт çавăрнăскерсем çемье пурнăçĕн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласах килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, сад-пахча ĕрчетсе пурнăç çулне якатнă.

– Ялта çуралса ÿснĕскерсем-çке эпир. Çавăнпа та хамăр пурнăçа килте ĕне, сурăх тытмасăр, чăх-чĕппе хур-кăвакал усрамасăр, харпăр хăй вăйĕпе пахча-çимĕç туса илмесĕр, çу кунĕсенче ирхи сывлăмла саркаланса утă çулмасăр курмастпăр та, – кăмăллăн калаçать килти хуçалăхра ирхи ĕçсене вĕçлесе пĕрремĕш урока çитнĕ Ирина Александровна.

Ĕçрен нихăçан та катара тăман çемье паян килти хушма хуçалăхра ĕне, сурăхсем, чăх-чĕп, çулла кăвакалсем тытать. Пурнăç ыйтнипе тан пыраканскерсем вăхăтра килти хушма хуçалăх çĕрне пĕр гектара çитернĕ те паян унта туса илнĕ утăпа пĕр ĕнесĕр пуçне 10 пуçа яхăн сурăх та усраççĕ. Çĕр пурри выльăх апачĕ тĕлĕшпе пулакан ыйтусене вырăнтах татса пама пулăшнине те пытармарĕ кĕске калаçура урока васкакан хĕрарăм.

Ачаран ашшĕпе амăшĕн ĕç юратăвне курса ÿснĕ хĕрĕпе ывăлĕ те шкул пĕтерсен амăшĕн çулне суйланă. Паян вĕсем – педагогика енĕпе ăс пухакан студентсем, район историне малашлăхра çыракан çамрăксем.

Районăн черетлĕ кунĕ умĕн çакнашкал ĕçчен çемье пурнăçĕпе паллашса тухни кăмăлăма çĕклерĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика