Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте асăрханар

26 марта 2014 г.

 

Çанталăк ăшăтнипе çурхи ейÿ ума тухрĕ. Юр тăтăш сахалланнипе пĕрлех кунсерен пăр сийĕ те палăрмаллах çÿхелет. Çавăнпа та паян пуриншĕн те - килте-и е производство объекчĕсенче - çурхи ейÿрен асăрханасси тĕп вырăна тухать. Çурхи шыв-шур тапхăрĕ çитнĕ май Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ  çырмасене ансан унти плотинасем çине кĕрессинчен асăрханма, пăр çийĕн çырантан çырана каçма, чăнкă çырансем хĕрринче тăма, пĕчĕк кĕперсем çине йышлăн пуçтарăнма асăрхаттарать.

Халĕ каланине ашшĕ-амăшĕсен те асрах тытмалла. Çуркуннехи каникул çитнĕ май ачасене канăва янă чух шкулти вĕрентекенсен те ачасемпе ăнлантару ĕçĕ ирттермелле. Килте чух ашшĕ-амăшĕсен те ачисене çуркуннехи хăрушлăх пирки аса илтерсех тăмалла. Ачасен çак вăхăтри сывлăхĕпе пурнăçĕ хăвăр алăра пулнине ан манăр!

Пулăшу кирлĕ пулса тухсан çăлав службин телефонĕсене асра тытăр. Вĕсем: «01» тата мобильлĕ телефонсенчен - «112».

 Юр ирĕлнĕ май сĕрмелли-çунтармалли материалсем, минераллă удобренисемпе ытти им-çам упранакан складсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулмалла. Шыв плотинисем таврашĕнчи пекех кунти лару-тăрупа та тăтăш паллашса тăмалла.

РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин

ЧР Тĕп управленийĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика